Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аран сăмах пирĕн базăра пур.
аран (тĕпĕ: аран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Якилиша инке, уҫ-ха! — аран сывлӑш ҫавӑрса ыйтрӗ Марийка.

— Бабушка Якимица, отвори! — еле переводя дух, промолвила Марийка.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Туссем пӗр-пӗрне аран уйӑрса илеҫҫӗ.

Скитальцы едва различали друг друга.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сан пикӳ вилӗмрен аран хӑтӑлса юлчӗ, — терӗ Боримечка.

— На волосок от смерти была твоя красавица, — сказал Боримечка.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр-пӗр суранланса аран вилеймесӗр юлнӑ е выҫӑпа антӑхнӑ пӑлхавҫа курсан, вӗсем хӑйсемех пере-пере пӑрахасси те сахал пулнӑ темелле мар, вырӑнти ҫынсем йӑлт тискерленсе ҫитнӗ темелле.

Нередко жестокость местных жителей доходила до того, что они собственноручно приканчивали пулей какого-нибудь раненого или полуживого от голода повстанца.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Унта, унта, васкӑр хӑвӑртрах, — аран илтӗнмелле мӑкӑртатрӗ вӑл.

— Там, там, скорое, — едва слышно пробормотала она.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗлӗннӗ хӗрарӑм ҫӑвар карса пӑрахрӗ, унтан ывӑннипе аран сывлӑш ҫавӑрчӗ те пӗр сӑмах калаймасӑрах хула еннелле тӑсса кӑтартрӗ.

Женщина раскрыла было рот, но, едва дыша от усталости, не смогла вымолвить ни слова и только указала рукой на город.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Амӑшӗсенчен уртӑннӑ ачасем, урисемпе аран тӗнкӗлтетсе, ӗсӗклесе йӗреҫҫӗ те шыв илнине пула ура ҫинчен ӳкеҫҫӗ… йӗни те йынӑшса кӑшкӑрни хытӑрах та хытӑрах илтӗнсе тӑрать.

Дети, которых матери тащили за собой, жалобно кричали, едва волоча ноги, и падали под напором воды… стоны, рыдания звучали все громче и громче…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтереҫҫӗ пире, Аничка, — терӗ пӑлхавҫӑ, аран сывлӑш ҫавӑрса.

Крышка нам, Аничка, — ответил повстанец, еле переводя дух.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ав лерелле… — аран илтмелле каларӗ хупах хуҫи арӑмӗ, слива еннелле аллипе тӑсса.

— Туда… — едва слышно проговорила Аврамица, указав рукой на сливу, растущую у изгороди.

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта халӗ ҫеҫ килнӗ ҫынсем аран вырнаҫаҫҫӗ.

Оно едва могло вместить новых гостей.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсенчен виҫҫӗшӗ урисене аран сӗтӗреҫҫӗ, теҫетник кӑтартнӑ вырӑна ҫитме вӗсене конвой ҫыннисем ҫавӑтса пычӗҫ.

Трое едва волокли ноги, и конвойным пришлось взять их под мышки, чтобы дотащить до места, указанного десятником.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марчев Зли-долӑран васкаса таврӑнчӗ, сывлӑшне аран ҫавӑрать хӑй.

Возвратился Марчев.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ашшӗне икӗ енчен тытса тӑраҫҫӗ, вӑл та, халтан кайнӑскер, шуралнӑ пуҫне аран сулкаласа тӑрать.

Ее отца поддерживали с обеих сторон, и он, разбитый и обессиленный, качал побелевшей головой.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йӗрсе хӳхлени хытӑрах та хытӑрах илтӗне пуҫларӗ; ӗнтӗ тӑванӗсем те, ютсем те, куҫҫульпе ҫӑвӑннӑ пичӗсене, тутисене тутӑр тытса, ахлатнӑ сасӑпа кӑшкӑрса йӗрес марччӗ тесе, аран чӑтса тӑраҫҫӗ.

Плач и причитания звучали все громче; родные и чужие, с мокрыми от слез лицами, закрывали платками губы, чтобы не разрыдаться во весь голос.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑрӑм куҫ хӑрпӑхӗсене антарнӑ, пичӗ шурӑ мрамор евӗрлӗ, пӗчӗк шурӑ мамӑк минтертен ӑна аран уйӑрса илме пулать, черченкӗ ӳчӗ унӑн ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе хӗрсем юлашки парне панӑ ҫурхи чечек ҫыххисемпе кӑшӑлӗсен ӑшне путнӑ та кӑшт ҫеҫ курӑнса выртать…

Красивые длинные ее ресницы были опущены, лицо приобрело белизну мрамора и едва выделялось на фоне белой пуховой подушечки, в которой тонула голова; маленькое тело исчезло под грудой венков и весенних цветов — прощального дара от молодых женщин и девушек…

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ун пирки пулсан, эпӗ сана тӳррипех калатӑп: эс элекҫӗ, ирсӗр ҫын! — терӗ студент, сывлӑшне аран ҫавӑрса.

— Если ты ее имеешь в виду, так я тебе прямо скажу: ты клеветник и низкий человек! — воскликнул студент, задыхаясь.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех кӑна-ха, Раковский пӗр ялта пӑлхав пирки сӑмах ҫеҫ хускатнӑ та, кайран хӑйне хӑвалакансенчен хӗрарӑм кӗпи тӑхӑнса аран тарса хӑтӑлнӑ.

Двадцать лет назад, когда Раковскпй в одной деревне осмелился заговорить о восстании, он едва спасся от погони, переодевшись в женское платье.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗк аптрасах ӳкрӗ: чӗлхи те ҫӗтрӗ, вӑл аран илтӗнмелле мӑкӑртатрӗ:

Турок совсем растерялся: что-то перехватило ему горло, и он прошептал едва слышно:

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫитӗ, Колчо, ан хӑрат мана! — аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ вӑл.

— Полно, Колчо, не пугай! — едва слышно прошептала она.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мичо бай аптраса ӳкрӗ, ун ытамӗнчен аран хӑтӑлса тухрӗ.

Мичо совсем растерялся и едва вырвался из его объятий.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех