Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ир те, каҫ та халь сӑмах ун пирки ҫеҫ, куҫ ун ҫинче ҫеҫ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Куҫ умне кушӑхма ӗлкӗреймен йӑлтӑркка хура ҫӗр тухса выртрӗ, кӑкӑра кӑчкӑ шӑршилле чӗрӗ сывлӑш тулчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Халь куҫ умне тухса тӑнӑ сӑнарпа ӳкерес хавхалану сӳрӗлмесен…
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Хушшӑн-хушшӑн пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳретӗп те ҫапла — кускер ман ҫине куҫ айӗн тӗлӗнсе-е пӑхать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Илемлӗ литература произведенийӗсем ҫинчен ҫыракан ҫыннӑн художниксен ӗҫӗсене тишкерме те куҫ ҫивӗчлӗхӗпе тавҫӑрулӑх ҫитмелле.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Чечекне палӑк умне лартсан, Тимуш кӑшт каялла чакса тӑчӗ те карттусне хыврӗ, ҫӳҫне те, мӑйӑхне те тураса якатрӗ, хыпаланса утнӑ чух ӑшӑ пулнӑран вӗҫертсе янӑ пиншак тӳмисене ҫаклатрӗ, хулпуҫҫисене тӳрлетрӗ, кӑкӑрне хӑпартрӗ — пысӑк куҫ харшисем айӗнчен салтак ҫине пӑхрӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Курам эпӗ хамӑн куҫ мӗн курма тивӗҫлине, шутласа пӑхам ватӑ пуҫӑм шутлама пултарнӑ таран, вара — калӑп ӑҫта мӗнле савӑт лартса чечек чӗртсен аванрах пулассине.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӗрсе сывлӑш тултарнӑ пек сарӑлса-сарӑлса, ҫӗкленсе-ҫӗкленсе пычӗ те тӑм чӑмакки — тухрӗ ларчӗ ҫаврашка варрине куҫ илӗртмӗш чӳлмек.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Ма аплине пӗлместне вара? — ун ҫине куҫ хӳрипе те пӑхмасӑр, минтерсене ытамласа тытрӗ Тимуш.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Завода каять, заводран таврӑнать — вӑл Укаҫ хапхи енне, чӳречисем ҫине куҫ хӗррипе те пӑхмасть.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ывӑлӗ юнашар пырса тӑрсан (пырса тӑмасан та, куҫ тӗлне пулмасан та ҫавах) шӗвӗр пӳрнипе юнаса, пуҫне чӗтретсе: «Ҫук, заводран каятӑп тесе ахалех пакӑлтататӑн эсӗ! Ҫак илеме хӑйӗн аллипе тунӑ ҫын заводран пӑрахса каять-и! Ман пекех чӳлмек ӗҫӗнче ватӑлӑн! Ватӑлнӑ май ытларах та ытларах юратӑн чӳлмек ӗҫне!» — тетчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Кай, тасал куҫ умӗнчен! —
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Укаҫ хыҫҫӑн утакан Тимуш чарӑнчӗ те, алсишне хывса, ҫара аллине кирпӗч стена ҫине хучӗ, пуҫне чиксе тӑчӗ — ӑшчик тӑвӑнчӗ, куҫ шывланчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Эпӗ ӑна паянах, ман куҫ умӗнчех ӗҫрен кӑларма ыйтатӑп.
XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл ларнӑ-ларман сиксе тӑчӗ те, сӗтел патне пырса, Брянцева хирӗҫ вырнаҫрӗ, ҫыпӑҫтарса хунӑ вӑрӑм шӑрт — «куҫ хӑрпӑкӗсене» ҫамки ҫинелле лап! вырттарчӗ.
XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Мӗнле ҫӑмӑл чап?! — куҫ шуррисене ҫавӑркаларӗ Турунов.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Турунов вӗсем ҫине куҫ айӗн чалӑшшӑнрах пӑхса ларать.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Бетонщикпа электросварщик ҫине куҫ айӗн, шанмасӑртарах пӑхать.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Вӑл та ҫамкине картлантарчӗ, сарӑ, хӗрлӗ куҫ харшийӗсене те, ҫӳҫне те йӑшӑл хускатрӗ ҫӳлелле.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.