Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ӗлӗк (тĕпĕ: ӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн тесен ӗлӗк туслӑх пулнӑ…

Да потому, что допрежь дружба была…

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӗлӗк мӗнле пулнӑ? — терӗ Нарыжный, стакансене эрех тултарса.

— Как было допрежь? — говорил Нарыжный, разливая в стаканы водку.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Акӑ вӑл, казаксен авалхи ялӗ, тахҫан ӗлӗк пирӗн асаттесен крепоҫӗ пулнӑскер, пирӗн умра ларать.

— Вот оно, старинное казачье поселение, бывшее когда-то крепостью наших предков, лежит перед нами.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӗлӗк, эсӗ хӗр чухне, санра ҫавӑн пек япала пуррине эпӗ асӑрхаманччӗ.

Раньше, когда ты была девушкой, этого я за тобой не замечал.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах кусем те, нумай-и, сахал-и, ӗлӗк ҫапах та ҫарта служить туса курнӑ, салтак ӗҫне пӗлеҫҫӗ.

Но и эти, много или мало, служили раньше в армии и знали солдатское дело.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Санбат вырнаҫнӑ вӑрмантан тухнӑ-тухманах вӑл, тӗлӗннипе, чарӑнса тӑчӗ; уй урлӑ — ҫурҫӗртен кӑнтӑралла — таҫта ҫитиех тем пысӑкӑш тӑм тӑпра валӗ тӑсӑлса выртать иккен, — ун пек валсемпе ӗлӗк авалхи крепоҫсене хӳтӗленӗ.

Только что выйдя из лесу, где стоял санбат, он остановился в изумлении: через все поле — с севера на юг — тянулся огромный вал глинистой земли, каким обносили древние крепости.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Яша сасартӑк шӑпланчӗ, унтан, кӑшт тӑхтасан, тӑчӗ, пурте курчӗҫ вара: унӑн ӗлӗк кӑмӑллӑн пӑхнӑ пысӑк куҫӗсем халь пит усаллӑн, хаяррӑн пӑхаҫҫӗ.

Яша вдруг затих, а немного погодя встал, и тут все увидели, что большие и прежде ласковые его глаза полны темной, злой силы.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӗлӗк ӗненместӗм, халь ав, шухӑшлама пуҫларӑм: тен, чӑнахах тӗрӗсне калать?

Раньше-то не верила, а теперь все думаю: может, и правду говорят?

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӗлӗк чух ҫухӑратчӗҫ кӑна, хӑлхуна мӑкла хуть!

Бывало, кричат, что уши затыкай!

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Карташне кӗнӗ ҫӗрте пӗр лутра кивӗ пӳрт ларать, унта ирлесе ӗлӗк бригадирсем ҫынсене ӗҫ валеҫсе паратчӗҫ, каҫсерен вара, яланах кунта ӗҫлекеннисем ӑшӑнма е калаҫкаласа ларма пуҫтарӑнатчӗҫ.

У входа на двор стояла низкая старая изба, в которой, бывало, бригадиры распределяли утрами людей на работы, а вечерами собирались погреться и поболтать те, кто работал здесь постоянно.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсем тепӗр хут выртса ҫывӑрма хатӗрленнӗччӗ, анчах ҫак самантра сасартӑк кӗтмен япала пулса тӑчӗ: кӗтесре, ӗлӗк счетовод ларнӑ ҫӗрте, телефон хыттӑн шӑнкӑртатса илчӗ.

И только они собрались было досыпать ночь, случилось совершенно неожиданное: в углу, где, бывало, сидел счетовод, раздался резкий звонок телефона.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Хӑйсем ӗлӗк колхозра кансӗр тесе мӑкӑртататчӗҫ, халь акӑ саланса кайма ирӗк пулсан та, — ҫӑвара шыв сыпнӑ пек, ним те шарламаҫҫӗ!

— Раньше ворчали, что в колхозе неудобно, а сейчас даже когда есть возможность разойтись, — молчат, как воды в рот набрали!

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей ӗлӗк ҫарта служить туман иккен, ҫавӑнпа ҫар ӗҫне начартарах пӗлнӗ, анчах ӑна сӑнасах пурӑнакан Юргин чухланӑ: ҫак шухӑшлӑрах ҫӳрекен, лайӑх кӑмӑллӑ йӗкӗт, вӑхӑт ҫитсен, халлӗхе лӑпкӑн тӗлӗрекен вӑйӗпе, чӑн-чӑн салтак пек, ҫӗмӗрттерме пултармалла.

Андрей не служил раньше в армии и плохо знал военное дело, но Юргин, наблюдая за ним, лучше других видел, что этот задумчивый, добродушный парень со временем может, как настоящий солдат, тряхнуть своей, пока спокойной силой.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӗлӗк — тӗреклӗччӗ!

Раньше была — да!

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӗлӗк ҫав тери йӑваш, каланине итлекен ачаччӗ, халь куратӑп ӗнтӗ: кирлӗ ӗҫ пирки калаҫма та май ҫук унпа, — пурӗпӗр итлес ҫук.

Раньше он прислушивался к словам а теперь: о нужном деле с ним и поговорить невозможно, совсем не слушает.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӗлӗк куратӑп: хам тӑкӑрлӑкпа пыратӑп пек.

Мне снится, будто я прохожу узким переулком.

Йытӑ хирӗҫлесе калани // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 110–111 стр.

Темӗн ытла та ӳркевлӗн, хӑй ҫине хӑй шанман пек ҫӳрекен пулнӑ вӑл, ӗлӗк пӗртте ун пек марччӗ.

Своими движениями, вялыми и неуверенными, он ничем не напоминал прежнего.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Пекин ҫыннисене эпӗ: климат улшӑнать, ӗлӗк кунта кунашкалах шӑрӑх пулмастчӗ, теттӗм.

Коренные пекинцы утверждали, что климат на севере изменился, прежде здесь не бывало так жарко.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Ӗлӗк землячество ҫуртӗнче пурӑннӑ вӑхӑтра шурӑмпуҫ килнӗ чух пысӑк акаци айне тухса лараттӑм та час-часах тӑри тӗкӗсене кураттӑм: таҫта хӑлат тӑрие тӑпӑлтарни пирки иккӗленме кирлӗ пулман.

Прежде, когда я еще жил в землячестве, мне приходилось на рассвете под большой акацией видеть перья голубя, который, несомненно, стал добычей коршуна.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Ҫамрӑк чиновниксем хушшинче ӗлӗк студент пулнисем нумай, анчах вӗсем ватӑ чиновниксенчен мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑраҫҫӗ-и вара?

Среди них немало бывших студентов, но разве они чем-нибудь отличаются от старых чиновников?

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех