Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сулхӑн садра, яштака та хурлӑхлӑ кипариссен айӗнче мӑнаҫлӑ, хускалми, чаплӑ шӑплӑх тӑрать.И в тенистом саду под стройными печальными кипарисами стояла важная, невозмутимая, душистая тишина.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ну, ут, утах ӗнтӗ малалла, ура айӗнче ан ҫаврӑнкалан!..
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Унӑн сулахай хул айӗнче акробатла вӑйӑсем тумалли ковёр, сылтӑм аллине читлӗх тытнӑ, ҫав тавӑр та таса мар читлӗхре шӑкӑлчи ларать.
I // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Сӑртсен ҫийӗпе тӑсӑлса выртакан хура-кӑвак пӗлӗтсен чатӑрӗ айӗнче, партизансен колоннин пуҫӗ ҫийӗнче, хир кӑвакарчӑнӗ ҫӗр каҫма таҫта васкать.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чул айӗнче юр ҫук… — пӑшӑлтатрӗ Уча, вӗсен сӑн-пичӗсене курманнишӗн шеллесе.Под скалой нет снега… — прошептал Уча, он жалел, что не может видеть их лиц.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗррехинче вӗсем партизансене ҫакнӑ буксем айӗнче ҫывӑрнӑ иккен, каҫ тӗттӗм пулнипе партизансем ҫакӑнса тӑракансене асӑрхаман та мӗн.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтпа вӑл Павӑл ҫине пӑхса илет те каллех ҫӗрелле тинкерет, сӗтел айӗнче выртакан япаласене сӑнать.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чавкасем чикмесем ҫинче лӑпкӑн лараҫҫӗ, ҫуначӗсем айӗнче сӑмсисемпе тем чаваланаҫҫӗ.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чӑрӑш лӑсси ҫинче, уҫӑ пӗлӗт айӗнче ҫывӑрчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хура куҫхаршийӗсен айӗнче пысӑк, кӑвак куҫсем ҫуталаҫҫӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тымарӗ патне ҫитиччен тенӗ пекех вӑрӑм, лӑпсӑркка туратсемпе хупӑрланӑ пысӑк та тӗттӗм чӑрӑш айӗнче ларнӑ май, Иван пуп текен ту тӑррине хӑпарса ҫитме, Румынипе Совет Союзӗ чиккине тухма хӑйне мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлине шутласа пӑхрӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫавӑнта пытарнӑ ҫынсен ятне ҫырнӑ хулӑн кантӑк айӗнче неон ҫути выляса тӑрать.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чугун ҫул линийӗ ҫинче, депо территорийӗн инҫетри кӗтесӗнче, ҫӗр кӑмрӑк склачӗн транспортерӗн айӗнче экипировкӑри пӑравус тӑрать, ҫак пӑравус тепӗр сехетренех чикӗ леш енне каҫса каймалла.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Грузовик ҫӗмрӗкӗ айӗнче Скибан шофер тупӑнмарӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
«Телейлӗ ҫынсем ырӑ кӑмӑллӑ, — ӑшран кулса илчӗ Кларк, — вӗсем ҫынна шанаҫҫӗ, хӑйсен ырӑ ҫуначӗ айӗнче кама та пулин ӑшӑтма хаваспах йышӑнаҫҫӗ, мӗнех вара, атакӑна пуҫлӑпӑр».
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӑр айӗнче, ун ури патӗнчех, шыв кӗрлет.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сайра хутра ҫеҫ тирексем ҫинче ҫӗр каҫнӑ ула кураксем кранклатса, ҫунаттисемпе ҫапкаланса илеҫҫӗ е хӑвалӑхра чакак кӑшкӑрса ярать, пӗрре ҫывхаракан, тепре аяккалла каякан ура уттисем айӗнче юр нӑтӑртатса илет.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хурамасемпе каврӑҫсен тӗттӗм мӗлки айӗнче ялсем ҫывӑраҫҫӗ, ывӑннӑ тӳремлӗх кӑтӑша кайнӑ.Дремлют усталые равнины, в тени ясеней и вязов темнеют безмолвные села.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ура айӗнче юр нӑтӑртатать.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ачана вилӗ ӗне айӗнче тупрӗ те ӑна Павӑл патне илсе пычӗ.В том, что он нашел ребенка под мертвой коровой и принес его сюда?
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.