Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр вӑхӑтӗнче улӑм витнӗ пӳрт ҫийӗсенчен шыв каять те урай варринче шыв кӳлленсе тӑракан пулать, ҫыннисем ҫав шыв ҫинчех ҫывӑраҫҫӗ.

В дождливый период крыши — соломенные накаты — протекают; тогда в жилищах на полу стоит вода, стоит день и ночь, и люди ложатся спать в воду.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ҫумӑр пек тӑкӑнакан осколкӑсемпе вагон тӗпренчӗкӗсем ан тивччӗр тесе, партизансен ротисем пайтах каялла чакса выртмалла пулчӗ.

Партизанским ротам пришлось отойти от станции на изрядное расстояние, чтобы уберечься от ливня осколков и сыпавшегося на голову крошева вагонов.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫапӑҫу пырать-и, ҫумӑр е юр ҫӑвать-и, вӑл пӗр-пӗр тунката ҫине пуҫӗ урлӑ плащ пӗркенсе ларать те, кӗсьере чиксе ҫӳремелли кӗнеки ҫине приказ черновикне ҫырса ларать.

Бывало, бой идёт, дождь льёт или снег сыплет, а Григорий Яковлевич сидит на пеньке, накрывшись плащом с головой, и строчит в своей записной книжке черновик приказа.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пирӗн артиллеристсем нимӗҫ карапӗсем ҫине ӑнсӑртран вутлӑ ҫумӑр ҫутарса пароходпа баржасене пӗтӗмпех вут тивретсе ярса шыва путарчӗҫ.

Внезапным огнём артиллерии пароход и баржи были подожжены, а затем потоплены.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗтӗ ҫумӑр ҫӑвать.

Шёл дождь.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Анчах пирӗн йӗкӗтсем вӑл пуҫтах мадьярсене часах ӗмӗрлӗхех шӑплантарчӗҫ те, ҫумӑр пек ҫуса тӑракан пульӑсем айӗнех молотилкӑсем патне шӑвӑнса ҫитсе, тӑшман хӗҫпӑшалӗсене пухса тавӑрӑнчӗҫ.

Но наши ребята быстро перебили этих мадьяр, потом наши смельчаки лазили к этим молотилкам под пулеметным обстрелом противника, чтобы достать автоматы и патроны.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӑшман хӑш тӗлте ытларах кӗпӗрленсе тулнине лайӑх курас тесе, вӑл, ҫумӑр пек ҫуса тӑракан пульӑсенчен хӑрамасӑрах, уҫӑ вырӑна сике-сике тухатчӗ.

Вылезал при этом, чтобы лучше видеть противника, на самые открытые места, под пули.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Халӗ ӗнтӗ кӗркуннехи пек вӑрман витӗр ирӗккӗн тухса ҫӳреме ҫук; кӗркунне эпир ним шиксӗрех тухса кӗреттӗмӗр, мӗншӗн тесен ҫумӑр шывӗ пирӗн ура йӗрӗсене ҫийӗнчех ҫуса каятчӗ.

Теперь по лесу уже не пройдёшь, как осенью, когда дождь за тобой следы смывает.

Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Паян шартлама сивӗ, шахтёр ачисен сӑмсисемпе питҫӑмартисене хӗп-хӗрлӗ хӗретсе ярать, таса сывлӑшра инҫетри копёрсемпе терриконсем, вӗсен наянӑн йӑсӑрланакан ҫӑмӑл тӗтӗмӗ умра пекех курӑнать; ыран вара кӑнтӑр енчен ӑшӑ сывлӑш вӗрет те — сасартӑк, хӗл варринчех, ҫумӑр пӗрӗхме тытӑнать, анчах юр ирӗлме уйламасть те.

Сегодня мороз щедро размалюет носы и щёки шахтёрским ребятишкам, в чистом воздухе ясно просматриваются далёкие копры и терриконы, лёгкий ленивый дымок над ними; назавтра наплывут с юга тёплые волны воздуха, и вдруг, среди зимы, заморосит дождь, но снег и не подумает таять.

Донбасри сивӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫумӑр чарӑнсан, эпӗ кимме утрав ҫине сӗтӗрсе кӑлартӑм та, ӑна ӳпӗнтерсе хурса, хам ун айне кӗрсе лартӑм.

А когда начался дождь, я вытащил лодку на остров, опрокинул её и уселся под ней.

Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӑвӑл лӑпланчӗ, вӑйлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн сарӑлса кайнӑ пӑтранчӑк шыв юххисем кӑна чӑнкӑ ҫыран ҫинчен Днепра шавласа юхса анаҫҫӗ.

Буря утихла, и только мутные ручьи после недавнего разлива шумно падали с высокого берега в Днепр.

Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫумӑр лӑплансан, эпӗ киле васкарӑм.

Когда дождь утих, я поспешила домой.

Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Унтан чӗреслетсе ҫумӑр ҫума пуҫларӗ.

А потом грянул ливень.

Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫӗнӗ боецсем хушшинче никама пӑхӑнман, нимрен хӑраман йӗкӗтсем пӗр ик-виҫ ҫын пур; ҫапӑҫура вӗсем ӑмӑрткайӑк пек, пурӑнӑҫра вара вӗсемшӗн хӑть ҫумӑр ан ҫутӑр, хӑть ҫил ан вӗртӗр, никама та пӑхӑнмаҫҫӗ.

Было среди новых бойцов несколько что называется отчаянных; в бою они орлы, а в жизни им дождь не лей, ветер не дуй, никому не подчиняются.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Землянки ӑшне чӗркуҫҫи таран ҫумӑр шывӗ тулнӑ.

От дождей воды в землянку натекло по колено.

Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нумай пулмасть вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗ те, пӗтӗм йӗрсене шӑлса хӑварнӑ.

Накануне шёл дождь, и он смыл в лесу все следы.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Атриум варринче час-часах бассейн пулнӑ, унта ҫурт ҫинчен ҫумӑр шывӗ юхса аннӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Пирвайхи факел сехетӗнче Спартак лагерь варринче вут чӗртме хушрӗ, унтан, юрпа ҫумӑр иккӗмӗш кун пӗр чарӑнмасӑр ҫунипе усӑ курса, тӗттӗмре, ҫарне Красс чавтарнӑ шӑтӑк патне пӗр вырӑна илсе кайрӗ.

В час первого факела Спартак велел зажечь внутри лагеря яркие костры, затем, под прикрытием дождя и снега, беспрерывно падавших, уже два дня, в глубокой темноте бесшумно выступил он к одному месту Крассова рва.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ниҫтан та ҫил кӗмест, ҫумӑр йӗпетмест, чи хакли — ҫуртне хуҫа хӑй туса пани.

Не дует ниоткуда, дождем не мочит, и, главное, сам хозяин для меня устроил.

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Ҫумӑр ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех