Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

качча сăмах пирĕн базăра пур.
качча (тĕпĕ: качча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леш, авланнӑскер, качча илес темен ӑна.

Тот же, женатый, не захотел жениться на ней.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Мана качча илнӗ хыҫҫӑн Аня улшӑннине сиснӗ эсӗ, ма пулӑшмарӑн ӑна ун чухне?!

Ты догадывался, что Аня изменилась после твоей женитьбы на мне, и почему же ты не помог ей в то время?!

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хӑшӗсем пек тепре качча кайман!

По примеру некоторых во второй раз замуж не вышла!

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Качча каймасӑр мӗн ачи?!

Откуда ребенок без замужества?!

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Ҫавӑн пек ҫамрӑклах качча кайӗ-ши вара?

— Неужели так молодо замуж выйдет?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Качча тухсан ӗҫлеме пӑрахрӗ пулин те Сидоровсен килӗнче ача сасси илтӗнмерӗ.

Несмотря на то, что после замужества перестала работать, в доме у Сидоровых детского голоса не появилось.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Рита Аня ҫинчен яланах япӑх калаҫнине пӗле тӑркачах ӑна качча илчӗ.

Он женился на ней, зная, что Рита всегда плохо отзывается об Ане.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн ӑна пӗр ыйту канӑҫ памарӗ: Виктор Иванович хӑй Аньӑна килӗштернине куҫкӗретех систерчӗ пулин те Ритӑна качча илчӗ.

По мере того, как шли годы, ее беспокоил один вопрос: Виктор Иванович женился на Рите, хотя он явно давал понять, что ему нравилась Аня.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫӗнӗ зоотехник сана хулана качча илсе каять терӗ.

Сказала, что новый зоотехник увезет тебя как только женится.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Унашкал сӑнара ӗлӗк-авал качча кайнӑ хӗрарӑма сӑнланӑ чухне тунӑ.

Такой образ типичен для скульптур замужних женщин в древности.

Грецири археологсем авалхи кӳлепе тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30657.html

Сутӑ тӑвакан хӗрарӑм шӳтлекен качча вӑрҫса тӑкрӗ.

Торговка осыпала шутника бранью.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӑйсен пурлӑхӗн пысӑк пайне пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӗсем укҫашӑн ҫунса хисеп тӗлӗшӗнчен хӑйсенчен каярах тӑракан, илемлӗх енчен те, сывлӑх тӗлӗшӗнчен те уйрӑлса тӑман хӗрарӑмсене качча илеҫҫӗ, вӗсене вара мӗн виличченех кураймасӑр пурӑнаҫҫӗ.

Промотав большую часть своего состояния, они женятся ради денег на женщинах низкого происхождения, не отличающихся ни красотой, ни здоровьем, которых они ненавидят и презирают.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Патшасем пӗр-пӗринпе тӑванла пулин те е пӗр-пӗрин хӗрне качча илни те час-часах вӑрҫӑ вӑрҫтаракан сӑлтав пулса тӑрать.

Кровное родство или брачные союзы являются весьма частой причиной войн между государями.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗлетӗн-и мӗн, Лина, качча тух эсӗ ӑна.

Знаешь что, Лина, выходи-ка ты за него замуж.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лина Альфреда хӑйӗн каччи вырӑнне хунине, ӑна качча тухма хатӗрленнине, Альфред вара пӑрӑнса ҫӳренине эсӗ астӑватӑн вӗт.

Как ты помнишь, Лина считала Альфреда своим женихом и собиралась выйти за него замуж, хотя Альфред сопротивлялся изо всех сил.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Мӗнле шутлатӑн, Альфред, енчен те Линӑна качча парас пулсан, — терӗ вӑл теме шанса.

— Подумай только, Альфред, вдруг мы выдадим Лину за этого малого! — сказал он с надеждой.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑй Линӑна качча илес ҫуккине вӑл ҫак хӗре ниепле те татӑклӑн калама вӑй ҫитереймест.

Он никак не мог решиться поговорить с Линой и твёрдо ей сказать, что вовсе не намерен на ней жениться!

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑй Линӑна качча илес шухӑшлӑ марри ҫинчен хӗре мӗнле пӗлтермелле-ши тесе Альфред нумай шухӑшласа ҫӳрерӗ.

Альфред долго думал, как бы ему деликатно сказать Лине, что он не хочет на ней жениться.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Ӑна качча илекен этем пӗр канӑҫ та курас ҫук.

— Тот, кто на ней женится, не будет знать ни минуты покоя.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лешӗ вара яланхи пекех ҫапла хуравларӗ, — Паллах, эсӗ ҫине тӑратӑн пулсассӑн, эпӗ сана качча илме пултаратӑп, анчах мӗншӗн-ха ҫавнашкалах васкамалла…

А он, как всегда, отвечал ей: — Конечно, раз ты так настаиваешь, я могу на тебе жениться, но к чему такая спешка?…

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех