Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗпе ывӑлӗ ҫавӑн пек аппаланма тытӑннӑранпа ҫулталӑк иртсен такӑнчӗ Алексейӗн пурнӑҫ урапи.

У Алексея фортуна жизни резко изменила через год после того, как отец и сын затеяли свои занятия.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Хам та ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленетӗп, — савӑнсах кайрӗ Ираида.

Я только о ней и мечтаю, — обрадовалась Ираида.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

– Тӑкӑнса юлнӑ курӑка урамран кил картинелле шӑлса кӗрекен самай пысӑк хӗрачана асӑрхарӗ хӗрарӑм: — Ку вара санӑн хӗрӳ мар-и? Ҫавӑн пек пысӑкланса кайнӑ-и?

— Женщина заметила повзрослевшую девочку, которая подметала остатки сена с улицы во двор: — А эта разве не твоя дочь? Вот так вымахала, да?

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Унта республика ертӳҫисем Рустам Миннихановпа патшалӑх советникӗ Минтимер Шаймиев, ҫавӑн пекех Раҫҫейри, пӗтӗм тӗнчери культура, политика, экономика тата медиа тӗнчин паллӑ ҫыннисем хутшӑннӑ - Тина Канделаки, Сергей Брилев, Яна Чурикова, Леонид Парфенов телеертӳҫӗсем, Григорий Ревзин историк тата журналист, Анна Михалкова актриса тата ытти хаклӑ хӑнасем.

В ней приняли участие первые лица республики: президент Рустам Минниханов и государственный советник Минтимер Шаймиев, а также видные российские, международные деятели культуры, политики, экономики и медиа - телеведущие Тина Канделаки, Сергей Брилев, Яна Чурикова, Леонид Парфенов, историк и журналист Григорий Ревзин, актриса Анна Михалкова и другие дорогие гости.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Чӑн-чӑн фермерӑн чунӗ акара пулнине ҫавӑн чухне аван туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Молякова ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» предприятири ӗҫ-пуҫ та интереслентерет: «Темле ӑнланмалла мар завод - унта мӗн пулса иртет?»

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

ПК комитечӗн председателӗ Петр Краснов хайхи воспитательсене пырса тивекен ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ май ҫак ӗҫе кӳлӗнекенсен тивӗҫлӗ программа пулмалли ҫинчен каларӗ, ҫавӑн пекех воспитатель пулма пултарайман ҫынсен категорийӗсене ҫирӗплетнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫавӑн пекех спортсменсен массӑллӑ разрячӗсене малашне ЧР Спортминӗ мар, вырӑнсенчи хӑйтытӑмлӑх органӗсем, спорт организацийӗсем парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫавӑн пекех хуҫалӑхӑн аякра пурӑнакан членӗ килте мӗн сӑлтавпа пулманнипе, унӑн социаллӑ-демографи сӑнлавӗпе, тӑванлӑх тата ҫемье хутшӑнӑвӗсемпе интересленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Мӗншӗн ҫавӑн пекех пысӑк ҫухав тунӑ-ши?» - тесе шухӑшлаттӑмччӗ маларах.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Тӑраниччен ҫимелӗх кӑна мар, тырӑ кашни ҫулах 60-70 вакун /пӗр состав/ ӑсатмалӑх, ҫавӑн чухлех ҫӗрулми ӳстернӗ эпир Енӗш Нӑрваш ҫӗрӗ ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫавӑн пекех унран Юрий Мешковӑн амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑх кӳнӗшӗн 150 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

«Паян Юркка тупӑнатех», — шухӑшларӑм ҫавӑн чухне.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ҫавӑн чухне ывӑлӑма вӗлернӗ ҫынпа юнашар тӑнине пӗлмен ҫав.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ҫавӑн чухне мана алӑран пӗрремӗш хут ҫавӑтрӗ, кинофильм вӗҫленсен лавккаран чечек ҫыххи йӑтса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ҫавӑн чухне кӗнеке вулани те маншӑн ӑнӑҫлӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

— Ӑҫтан тупнӑ вара ҫавӑн чухлӗ укҫа?

- Откуда нашли столько денег?

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Мӗншӗн эпир ҫавӑн пек пурнӑҫ патне ҫитсе тӑнӑ?

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хӑрушӑ инкек хыҫҫӑн вӑл епле майпа ҫӑлӑнса юлма пултарнӑ? Ҫавӑн ҫинчен сӑмах хускатнӑ паллӑ писатель.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Юлашки вӑхӑтра илемлӗ литература произведенийӗ кӑмӑлӑма, чунӑма ҫавӑн пек витӗм кӳнине астусах каймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех