Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп: вӑхӑт кӗскелсе килчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та арӑмлисенӗн арӑмсӑр пек пулас пулать; 30. йӗрекенсенӗн йӗмен пек, савӑнакансенӗн савӑнман пек, туянакансенӗн япала туянман пек, 31. ку тӗнче уссине куракансенӗн усӑ курман пек пулас пулать, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче йӗрки пӗтсе пырать.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах ун пеккисем ӳт пирки хуйхӑ курмалла пулӗҫ; эпӗ сире хӗрхенетӗп.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси ҫинчен Ҫӳлхуҫа мана нимӗн те хушман, Ҫӳлхуҫанӑн шанчӑклӑ ҫынни пулмашкӑн Унран ырӑлӑх илнӗрен эпӗ сире ӑс анчах паратӑп.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сире пысӑк хак парса илнӗ, эсир ҫын чури ан пулӑр.23. Вы куплены дорогою ценою; не делайтесь рабами человеков.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗр-пӗринчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр, пӑрӑнсан та, пӗр-пӗринпе килӗшсе е чунтан кӗлтӑвасшӑн, е типӗ тытасшӑн пӗр авкана анчах пӑрӑнӑр, унтан каллех пӗрле пулӑр; хӑвӑра чарайман пирки шуйттан сире ан улталайтӑр.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сирӗн ӳтӗр хӑвӑр ӑшӑрта пурӑнакан Таса Сывлӑш ҫурчӗ иккенне пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Ҫав Сывлӑша эсир Турӑран илнӗ, эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар: 20. сире пысӑк хак парса илнӗ.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сире намӑслантарасшӑнах калатӑп: тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултаракан пӗр ӑслӑ ҫын та ҫук-и сирӗн?
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑшӗсем хӑйне сирӗн тӑванӑр теҫҫӗ те, хӑйсем ҫаплах асаҫҫӗ, сӑптӑраҫҫӗ, йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, ӗҫке ярӑнаҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, — эпӗ сире ҫакӑн пек ҫынсемпе ан хутшӑнӑр, ун пеккисемпе пӗрле те ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырса янӑччӗ.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ сире аскӑн ҫынсемпе ан хутшӑнӑр тесе ҫырса янӑччӗ; 10. ку сӑмах ҫак тӗнчери аскӑнчӑксемпе, сӑптӑрҫӑсемпе, вӑрӑсемпе, йӗрӗхсене пуҫҫапакансемпе пӗринпе те ан хутшӑнӑр тени пулмасть: апла сирӗн ку тӗнчерен тухсах каймалла пулӗччӗ.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа эпӗ сирӗн пата Тимофее — хамӑн савнӑ ывӑлӑма, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскере — ятӑм, вӑл сире эпӗ епле Христос ҫулӗпе пынине, ӗненекен ушкӑнсенче пур ҫӗрте те епле вӗрентнине асӑра илтерӗ.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ тархаслатӑп сире: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пек, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫакна сире намӑслантарасшӑн ҫырмастӑп, юратнӑ ачамсем вырӑнне хурса сире ӑса вӗрентетӗп: 15. Христос ячӗпе вӗрентекен сирӗн темиҫе пин пулсан та, аҫӑрсем нумай мар; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе Христос Иисус урлӑ эпӗ сире ҫӗнӗрен ҫуратрӑм.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ сире сӗтпе тӑрантарса пурӑнтӑм, хытӑ ҫимӗҫ памарӑм: эсир халсӑрччӗ, эсир халӗ те халсӑр, 3. мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ те ӳтшӗн пурӑнатӑр.
1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата пынӑ чухне Турӑ пӗлтернине сире питӗ ӑста калаҫса е хайласа каласа парас тесе пымарӑм; 2. Иисус Христоссӑр пуҫне, пӑталанӑ Христоссӑр пуҫне, сирӗн патӑрта манӑн асӑмра урӑх нимӗн те ан пултӑр терӗм.
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй тӑванӑмӑрсем, сире Турӑ чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр мӗнле пулнине аса илӗр-ха: (этем виҫипе виҫсессӗн) сирӗн хушшӑрта ӑслисем те, вӑйлисем те, чаплӑ ӑруран ҫуралнисем те нумай марччӗ.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тавах Турра: Криспа Гаийсӗр пуҫне эпӗ сире никама та тӗне кӗртмен: 15. ман ҫинчен никам та: «вӑл пире хӑй ячӗпе тӗне кӗртрӗ» тесе калас ҫук.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: сирӗн пурсӑрӑн та пӗр пек сӑмах пултӑр, пӗр-пӗринчен уйӑрӑлмалла ан пулӑр, пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пӗрле тӑрӑр.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, Ҫӳлхуҫамӑрпа, пӗрле пулма чӗнсе илнӗ Турӑ шанчӑклӑ.9. Верен Бог, Которым вы призваны в общение Сына Его Иисуса Христа, Господа нашего.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн тивлетне панӑшӑн эпӗ Туррӑма сирӗншӗн яланах тав тӑватӑп; 5. Иисус Христос урлӑ эсир пур ырӑлӑхран та пуйрӑр: хӑватлӑ калаҫакан, пурне те ӑнласа илекен пултӑр, — 6. Христос ҫинчен пӗлтерни сирӗн ӑша тӗреклӗ вырӑнаҫнӑ, 7. ӗнтӗ сирӗн, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килессе кӗтсе тӑракансенӗн, ҫитмен ырӑлӑх пӗртте ҫук; 8. Вӑл сире вӗҫне ҫитичченех тӗрек парса тӑрӗ, вара эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче айӑпсӑр пулӑр.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма чӗнсе илнӗ Павел тата Сосфен тӑван — 2. Туррӑн Иисус Христос урлӑ тасалнӑ, сӑваплӑ халӑх пулма чӗнсе илнӗ Коринфри ӗненекен ушкӑнне тата пур ҫӗрте те, кирек ӑҫта та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ятне асӑнакансене пурне те: 3. сире Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.