Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреҫҫӗ (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳреҫҫӗ

— Ездют…

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ачисем ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫӳреҫҫӗ, ӑрӑмӗ пӑхмасть вӗсене.

Дети у нее ходят драные, неухоженные.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хресченсем пӗр кӑвайт патӗнчен тепӗр кӑвайт патне ҫӳреҫҫӗ.

Между кострами похаживали крестьяне.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шавлакан юханшыв ҫийӗпе чайкӑсем кӑшкӑрашса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Над шумевшей рекой с криками носились чайки.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Боевой хуралта темиҫе пост тата мӑшӑрлӑ темиҫе патруль; патрульсем прачук тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, ҫапла вара прачука тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Боевое охранение состояло из постов и нескольких парных патрулей, обходивших просеку, которая таким образом все время контролировалась.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӑрчӑкансем, вӗҫнӗ чухнех кӑшкӑрашса, шывпа тӑмлӑ-хӑйӑрлӑ ҫыран ҫийӗпе ярӑнса ҫӳреҫҫӗ.

Трясогузки, попискивая на лету, носились над водой и глинисто-песчаными берегами.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ялти йӗкӗтсем хушшинче урам тӑрӑх боецсем те ушкӑн-ушкӑнпа ҫӳреҫҫӗ.

Вперемежку с деревенскими парнями стайками ходили по улице и бойцы.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Йӗри-тавра шӑпах, пӗр чайкӑсем кӑна, апат-ҫимӗҫ шыраса, шыв ҫийӗпе кӑшкӑрашса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Все было тихо, только чайки с криками носились над водой, выискивая добычу.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпир ҫак операцие таҫта, Ҫурҫӗр тинӗсӗн районӗнче, ӗрӗхсе ҫӳреҫҫӗ текен нимӗҫ сумбаринисенчен Российӑна хӳтӗленме пулӑшатпӑр тесе, официальнӑй йӗркепех пӗлтертӗмӗр.

Мы даже официально назвали это помощью России против германских субмарин, будто бы рыщущие где-то в районе русской Арктики…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗр хӑма тӑрӑх утса ҫӳреҫҫӗ!

По струнке ходят!

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шӑршӑ саракан ҫӑкасем тӗлӗнче хӑлхана ҫурасла кӑшкӑра-кӑшкӑра вӗршӗнсем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Ласточки с пронзительным свистом носились над пахучими липами.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн вӑйлӑ та тымар пек хытӑ ярса илекен аллисем сылтӑмалла — сулахаялла, сылтӑмалла — сулахаялла куҫса ҫӳреҫҫӗ те, ҫунатлӑ кӗлтесем татти-сыпписӗр ҫӳлтен аялалла, сылтӑмран сулахаялла вӗҫсе тӑраҫҫӗ.

Вправо—влево, вправо—влево двигались его сильные, цепкие, как корни, руки, и крылатые снопы непрерывной вереницей летели снизу вверх, справа налево.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сӗтне ӗҫсе яман кружка сӗтел ҫинче ларать, сӗтре шӑнасем ишсе ҫӳреҫҫӗ.

Недопитая кринка с молоком стояла на столе, и в молоке плавали мухи.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Татах каласшӑн: ҫынсене бригадӑсем ҫумне ҫирӗплетмелле, унсӑрӑн пирӗн хӗрсем, каскӑн качакасем пахчаран пахчана ҫӳренӗ пек, бригадӑсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ.

И еще хочу я оказать: необходимо закрепить людей по бригадам, не то у нас девчата бродят из бригады, в бригаду, как худые козы из огорода в огород.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Машинӑсем кунта Мускаври опера театрӗ патӗнчи пекех ҫӳреҫҫӗ, — терӗ шофер.

— Движение, что в Москве у оперного, — сказал шофер.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Паян унта Травницкий пулнӑ, килчӗ те: вӑрман участокӗнче ӗҫлеме пӑрахрӗҫ, пӗтӗм районӗпех сӑмахсем ҫӳреҫҫӗ, председатель ӗҫекен ҫын, ашкӑнма юратать, тет.

Сегодня Травницкий там был, приехал, говорит: бросили работу на лесоучастке, слухи ползут по всему району, председатель — пьяница и безобразник.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тилӗсем мулкач патне ҫӳреҫҫӗ!

Лисы к зайцам не хаживают!

9. Хуратул икерчисем // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем пур ҫӗрте те пӗрле ҫӳреҫҫӗ, чалӑшса кайнӑ тимӗрҫӗ лаҫҫине е чӑх фермин шӑтӑк ҫивиттине курсан, вара пӗр-пӗрин ҫине ӑнлануллӑн та йӗрӗнсе: «Ӑҫта амака килсе лекмелле пулчӗ пирӗн», — тесе каласшӑн пулнӑ пек пӑхса илеҫҫӗ.

Они ходили всюду вдвоем и, когда видели покосившуюся кузницу или дырявую крышу на птицеферме, то обменивались понимающими, горько-презрительными взглядами, словно хотели сказать друг другу: «И куда это нас занесла нелегкая?»

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пуҫ ҫийӗнчех пин-пин ҫӑлтӑрсем ярӑнаҫҫӗ, куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ, йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Прямо над головой текли, шевелились, мерцали неисчислимые звезды.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

«Плитвитс кӳлли» наци паркӗнче кашкӑрсем, упасем, вӑрманти кушаксем, хир качакисем ҫӳреҫҫӗ.

В национальном парке «Плитвицкие озёра» обитают волки, медведи, лесные коты, косули.

Чи илемлӗ Европа вӑрманӗсем // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5304.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех