Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексей те ӑна асӑрхарӗ пулас, хӑвӑрт каялла ҫаврӑнчӗ те аппӑшӗн аллисене ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иван пичче ӗнтӗ Маринене икӗ аллинчен ярса тытнӑ, вӑл ку сӑмахсене мӗнле йышӑнмаллине те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑль ку савӑнӑҫ кулӑшла, анчах ун чухне мӑнкуна чӑн-чӑн праҫник тесе шутланӑ вӗт-ха, калӑм кунӗ вара тап-таса пуртенккепе вӗр-ҫӗнӗ ҫӑпата сыратӑн, анне кӗсъене пӗр-икӗ ывӑҫ хӗвелҫаврӑнӑш ярса парать (ӑна, хаклӑ япала евӗр, арчарах тытатчӗҫ), ку кун тата анне кӑмакана лартнӑ вир пӑтти ҫитеретчӗ (ку ӗнтӗ чӑнах та Маринесен килӗнче ҫеҫ мар, ялти нумай ҫемьере ҫулталӑкне темиҫе ҫеҫ тутанса пӑхмалли апат шутланнӑ).

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджанпа Мӗтри тӑчӗҫ те ним чӗнмесӗр пӗрпӗрне тепре ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗтри чӑнах та Галимджана ҫав тери хытӑ ярса илчӗ те паҫӑрхинчен те вӑйлӑрах енчен енне силлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе минут ҫӳренӗ хыҫҫӑн Мӗтри ӑна икӗ алӑпа та ҫатӑртаттарса ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Натали хушмарӗ-им? — ун патне пӗр утӑм ярса пусса ҫиллессӗн ыйтрӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр сӑмахпа каласан, иртнӗ ҫул сад — мана сиен кӑна турӗ — тырӑ та сахал илтӗм, ята та ярса пӗтертӗм.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ах, ку эсӗ-ҫке, ман карчӑк! — юриех хыттӑн кулса ярса ӑна икӗ ӑллипе ыталарӗ Кӑтра Михала.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кама курасшӑн ҫак эсӗ? — йӑмра хыҫӗнчен ӑнсӑртран сиксе тухрӗ арӑмӗ, хӑй ҫавӑнтах упӑшкине — аллинчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем Маринене иккӗн икӗ енчен ярса тытрӗҫ те урам варрипе укӑлча хапхи патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир ял Совет председателье Олангаева договора тыттарчӗ, хӑйне ӑна районри ҫар комиссар патӗнчен ярса панӑ повестка пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр тесен, вӑл кирлӗ те мар, унсӑрӑнах кунта чуна хускатакан чӗрене кӑмӑллӑн кӑтӑклакан мӗнпур кӗвӗ пур, унсӑрӑнах кунта ҫынсен савӑнӑҫӗ чурана ытлашши ярса тултарнӑ кӑпӑклӑ сӑра пек тӑкӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна тӑхӑнса ярса ҫӳҫне-пуҫне тирпейлерӗ, салтакла хытӑ туртса пиҫиххине ҫыхса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала пичче ӗненмесӗр хутне ярса тытрӗ те чылайччен ним чӗнмесӗр ун ҫине пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра тӗпелти пӳлӗмрен паҫӑрах ҫывӑрма выртнӑ Укахви сиксе тухрӗ те, ҫине ҫӳхе пиншак уртса ярса, сӗтел патне пӗр сӑмахсӑр пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала арӑмӗ патне пырса ун аллине ярса тытрӗ, унтан леш сисмен ҫӗртенех арӑмне ҫамкаран та, питӗнчен те, пуҫӗнчен та чаплаттарса чуптума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре, хӗрарӑм кӑмӑлӗ иккӗллӗ тесе, бутылкине тепре те ярса, тытрӗ, ӑна уҫма тӑчӗ, анчах Марине яхӑнне те ямарӗ, хӑй аллипех ӑна Сехре кӗсйине каялла чиксе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ, Левентейпе калаҫнӑ хыҫҫӑн витене тек кайса та кӗместӗп тесе килне таврӑнчӗ те мӗн тӑвассине пӗлмесӗр аллине пуртӑ ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, хӑнӑхнӑ майпа ҫӳҫне аллипе темиҫе хутчен туранӑ пек туса сӑтӑрчӗ те, пурпӗрех пӗр тикӗс вырттарас ҫуккине кура, аллине пуҫӗ ҫинчен илсе сӗтеле ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех