Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тин сăмах пирĕн базăра пур.
тин (тĕпĕ: тин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран тин

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Аслати хӑватлӑхӗ чака пуҫласан тин вӑл ҫаплах каччӑ ытамӗнчине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Лариса тухса кайнӑ хыҫҫӑн тин Сима, тарӑн ыйхӑран вӑраннӑ пек, Тамара патне чупса пычӗ, пӳлӗмрен тухма тӑчӗ, анчах юлташӗ ҫаплипех ҫирӗппӗн тӑнине курса, ирӗксӗрех каялла ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Палламан ҫынсем патӗнче Сима хӑйне пачах юттӑн, айӑплӑн тытрӗ, каярахпа именни кӑштах иртнине туйсан тин кил хуҫисем тарават ҫынсем пулнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Халь тин йӗрсен те каялла тавӑрас ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вуннӑмӗш сехет ҫине кайсан тин вӑл килӗнчисемпе сывпуллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсен хушши виҫ-тӑват утӑм юлсан тин арҫын ача мастера асӑрхарӗ, аяккалла пӑрӑнма тесе ун-кун пӑхкаларӗ, анчах та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чӑн-чӑн арҫын ҫемье ҫавӑриччен пулас арӑмне ирӗклӗ, тулӑх пурӑнма, ача-пӑча ҫуратма, ӑна пӑхса ӳстерме майсем туса парать, кайран тин авланать.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

— Петюк малтан маткисене тӑрантарчӗ, вӗсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ, вара тин хӑйӗн йӑх тӑсас инстинктне-кӑмӑлне ирӗке ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫавӑн чухне тин Мӗкӗте пиччепе Кӗтерне инке, ырӑ ҫынсем: «Ҫемьери пахматсӑр юратнӑ, чамасӑр савса ӳстернӗ пӗртен-пӗр ача телей ҫеҫ мар, инкек хутаҫҫи те ҫӗклесе килме пултарать», — тенине асра тытса, татах ача ҫуратма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Пӗр хушӑ тапранмасӑр, нимӗн ҫинчен те шутламасӑр ларчӗ вӑл, хырӑмӗ ыратни кӑшт иртнӗ пек пулсан тин халӗ кӑна пырса кӗнӗ шавлӑ ҫамрӑксене сӑнама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Енчӗкне тепӗр хут мӑйӗнчен ҫакса ярсан тин кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Пӗррехинче Ваҫҫа, иккӗмӗш сменӑран тин ҫеҫ таврӑннӑскер, мӑшӑрӗ ҫумне тӗршӗнчӗ те: — Каҫӗ кӗҫӗр ҫав тери тӗттӗм. Те ҫумӑр ҫӑвасшӑн. Леш урам вӗҫӗнче пурӑнакан Санюка, хӑй ыйтнӑран, килне ҫитиех ӑсатса ятӑм. Ҫавӑнпа кӑшт кая юлтӑм, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Ҫапла, Лена, халӗ тин йӗни усӑсӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Икӗ талӑк пурнӑҫпа вилӗм хушшинче ӑшталанчӗ Ванюк, виҫҫӗмӗш кунне тин ҫамрӑк ӳт-пӳ хӑрушӑ вилӗме ҫӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ванюк хуҫӑлса кайнӑ йӗлтӗр юлашкине ҫӗклесе пынине курсан тин хӑйӗн вӗр-ҫӗнӗ, ӳкерчӗкри пек илемлӗ япали никама кӑтартичченех юрӑхсӑра тухнишӗн кӳренсе сасӑпах йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрер эрнерен тин ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Акӑ кабинӑран тин кӑна утма вӗреннӗ ача пек тайкаланса Ванюк тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӳрен лаши тӑпах чарӑнса тӑрсан тин, тӑна кӗрсе, аллисене куҫӗ умӗнчен хӑра-хӑра илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Урапа ҫинче ларса пыракан хӗрарӑм та, мӗнле хӑрушлӑха лекнине халӗ тин ӑнкарса илнӗскер, ҫухалса кайрӗ, лашине чарма та, аяккалла пӑрма та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех