Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Киле (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн часрах киле ҫитсе ӳкмелле, ӗне сумалла, ачасене ҫитермелле…

Мне надо скорей домой, корову подоить, детей накормить…

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, эппин, мӗн те пулин сиксе тухасса кӗтсе лариччен, халех тухас та чупас киле тет вӑл.

может, не сидеть и не дожидаться, когда что-нибудь произойдет, а бежать прямо сейчас домой?..

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл Михапар хӑйне ҫиллентерни-кӳрентернисене, ӗнер каҫ Микулай ӑна упӑшки умӗнчех вӑрмана чӗннине, Михапар ӑна пат татсах нимене килме чарнине, итлеменшӗн хӑйне киле таврӑнсан патак лекессине тата ытти ҫӗр тӗрлӗ ӗҫе, сӑмаха пурнӑҫ кукрине аса илнипе Укка шатӑр ҫилленсе каять.

Однако припомнив вчерашние обиды, свои и Михабара, его запрет идти на ниме, Укка вдруг разозлилась.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуян ҫӗре киле кӗнӗ вӑл.

В богатый дом попал мужик.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сана, ӗмӗрхи тусне, пӑрахнӑ та пуян хӗр патне киле кайса кӗнӗ.

Тебя, давнюю подругу, кинул и к богатенькой в дом вошел.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулай, хуньӑшӗ патӗнче пурӑнаканскер (вӑл унта киле кӗнӗ), ҫуртне аслӑлатма тытӑннӑ та ашшӗне пулӑшаймасть пулас.

Мигулай живет у тестя, они занялись строительством — делают пристрой к и без того большому дому, так что помочь отцу некогда.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Киле те пӗрлех таврӑнаҫҫӗ.

Домой возвращались тоже вместе.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурӑна киле Укка вӗсен тарҫи пекех пулса кайнӑ.

Так постепенно Укка превратилась чуть ли не в домработницу семьи Мигулая.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫавӑнпа киле хӑвалап та сана.

— Вот я и говорю: ступай.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халех киле каҫ та канма вырт.

А ты ступай и ложись.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Киле час таврӑнмасан карчӑк та кӑмӑлсӑр пулать.

Да и домой мне надо, Фекла заругает…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Лашуна сан киле хӑваласа ямалла пулман, хӗре ҫуран ҫӳресе тупаяс ҫукки валтанах паллӑччӗ тет пачӑшкӑ.

— Тебе лошадь-то не надо было домой отгонять, ведь сразу было ясно, что пешему девушку не найти, говорит.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Киле таврӑннинче нимле асап та ҫук пуль унта?

А что мучительного в том, что он возвращается в семью.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Киле» таврӑнсан та — ан тив, ирӗксӗр ҫеҫ пултӑр — каллех суйма тивет.

И теперь по возвращении ему опять придется врать, пусть даже поневоле.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Туянмалла — сутӑн илмелле мар, киле ертсе килмелле.

— Ничего покупать не надо, надо ее привести домой.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑтана килнисен киле таврӑннӑ чухне е урхалӑхӗ татӑлать е урапа тӗнӗлӗ хуҫӑлса анать, чип-чипер ут сасартӑк уксахлама тытӑнать.

А у сватов, приезжающих ее сватать, то вдруг оторвется чересседельник, то ось телеги ни с того ни с сего сломается, а то на ровном месте лошадь захромает…

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Хӗрӗ патне киле кӗртесшӗн вӑл.

— Он хочет, чтоб зять к нему примаком в дом вошел.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ниҫта та киле кӗместӗп эп, намӑс вӑл, авланма та юрамасть мана кунта, яла та пымастӑп халь, ан ҫиллен, Савтепи.

— Нет, ни в чей дом я не пойду, это позор! И жениться мне здесь нельзя, как нельзя оставаться в родной деревне. Так что не обижайся и не сердись, Савдеби.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Сарихвепе Унепи, эсӗр киле утӑр.

— Сарихве, Унеби, ступайте домой.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Япаласене шӑллӑм патне пӑрахса хӑвартӑм та киле ыткӑнтӑм.

Оставил вещи у братишки, так и рванул домой.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех