Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳстерме (тĕпĕ: ӳстер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2030-мӗш ҫул тӗлне Узбекистан электроэнерги туса кӑларассине икӗ хут ӳстерме тӗллев лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

Туркай вулавӗсем» фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш халӑх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарасси, сӑввисене илемлӗ вуласси, тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентесси, вӗренекенсен тавракурӑмне ӳстерме пулӑшасси.

Куҫарса пулӑш

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/

Шкул ҫулӗсенчех пӗлӳ, ырӑ ӗҫсем патне ӑнтӑлнӑскер, ӑс-хакӑлне малалла ӳстерме пӗр-пӗр аслӑ вӗренӳ заведенине кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫав вӑхӑтрах кил-ҫурта тытса пыма та, ачасене тӗрӗс воспитани парса ӳстерме те май тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ҫав сехетрен пуҫласа вара вӗсем, ашшӗпе амӑшӗ, хӑйсен Радикне ӳстерме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫуралнӑ ача — пӗр айӑпсӑр, эпӗ ӑна хам пӑхса ӳстерме шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

А. Афанасьевӑн «Пирӗн интернат», Е. Афанасьевӑн «Кентти ӳсет», Н. Васильевӑн «Тупмалли юмахсем» (сӑвӑласа ҫырнӑ), А. Галкинӑн «Ҫунатлӑ Улӑп» (сӑвӑласа ҫырнӑ юмах), В. Давыдов-Анатрин «Ҫурхи кунсем», Н. Теветкелӗн «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», В. Чаплинӑн «Зеленый патруль» (вырӑсла) т. ыт. те ачасен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑмӑра, Коммунистсен аслӑ партине юратма вӗрентӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Хӑйсен мулне, пуянлӑхне ӳстерме вӗсем этемлӗхе хирӗҫ каллех чи хӑрушӑ та ирсӗр преступленисем тума хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Чӑваш Республикинче ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене тата кунта пурӑнакан нумай халӑхсен чӗлхисене хисеплеме вӗрентсе пӑхса ӳстерме пӗтӗм майсем йӗркеленӗ.

В Чувашской Республике созданы все условия для воспитания подрастающего поколения в почтении к родному языку и языкам многочисленных народов, здесь проживающих.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Кашни ӗнерен сӗт суса илессине ултавлӑ майпа ӳстерме мана кам вӗрентрӗ тетӗр?

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Халӗ эпир хура ула ӗнесен йышне ӳстерме тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Выльӑх-чӗрлӗх усрама, тыр-пул ӳстерме питӗ йывӑрланса ҫитсен скандинавсем тинӗс апачӗ ҫине куҫнӑ.

Когда выращивать скот и растения стало невозможно, скандинавы перешли на морскую диету.

Викингсем Гренландине шыв хӑпарнине пула пӑрахса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34796.html

Ку енӗпе иртнӗ ҫулсенче пухнӑ опыт вӑтам професси вӗрентӗвне малалла аталантарма, рабочисен профессийӗсен сумне ӳстерме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Помидор-хӑяр ӳстерме питӗ юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн пӗр шайри организацийӗ мӗнпур ресурса стратеги аталанӑвӗн эффективлӑхне, йышӑнусен оперативлӑхне ӳстерме, округра пурӑнакансемпе хутшӑнса ӗҫлессин майӗсене сарса пыма усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Муниципаллӑ округ территорийӗнче пӗр пуҫлӑх, халӑх суйлакан орган - депутатсен пухӑвӗ, пӗр администраци, территорин пӗрлехи пӗр бюджечӗ тата планӗ, экономикӑпа, социаллӑ пурнӑҫпа, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗрентӳпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса паракан пӗр центр пулни ӗҫ тухӑҫне ӳстерме пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

Тырӑ-пулӑ акса ӳстерме ҫын ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗсем тӑтӑшах халӑхпа уҫӑ калаҫусем ирттереҫҫӗ, вӗсен тавра курӑмлӑхне ӳстерме пулӑшса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Регионта финанс пӗлӗвне ӳстерме витӗм кӳрекен центр пуррине пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Эпӗ ахаль те строитель ӗҫне питӗ юрататӑп, ҫавӑнпа та каҫхи шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫак профессипе хам пӗлӗве татах та ытларах ӳстерме, тарӑнлатма ӗмӗт чӑмӑртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех