Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑру сăмах пирĕн базăра пур.
ӑру (тĕпĕ: ӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Нумай та мар, анчах ҫак кӗске тапхӑрта та район ӑнӑҫлӑхӗшӗн, ҫамрӑк ӑру пуласлӑхӗшӗн ҫунакан хастарсем чылай ӗҫ тума пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Паянхи ӑру Тӑван ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫитӗнтӗр тесен ҫемьепе шкул тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленин пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстерме, ҫемье йӑли-йӗркине хаклама, пархатарлӑ ӑру ҫитӗнтерме, аслисене хисеплеме вӗрентес тӗлӗшпе республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ чӑннипех пуҫарулӑх кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Кусенни пек, пӗри тепринчен виҫӗ ҫула яхӑн аслӑ пулни вӗсем ӑру ҫыннисем иккенне пӗлтерет.

Здесь же наоборот: разница в три года уже говорит сама за себя.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Таптӑр хытӑрах, шӗкӗлчӗр пӗрчӗме ҫӗнӗ ӑру пуҫлама пӳлмене кӗрсе выртам тет.

Топчите его, молотите, собирайте зрелые семена для зачатия нового племени!

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем те ҫитӗнекен ӑру ӑсталӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Ҫитӗнекен ӑру ҫӗршыв, ҫут ҫанталӑк, ҫын, туслӑх, ҫемье, пӗлӳ, сывлӑх, ӗҫ, культура, илем мӗнне шкултанах пӗлсе тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Вӗсенче аслӑ ӑру ҫыннисем, сахал тупӑшлӑ тата ачаллӑ ҫемьесем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Финанс пӗлӗвне ӳстерни усӑллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%84%d0%b ... bb%d0%bba/

Хальлӗхе Интернетпа усӑ куракан чи маттур та хастар аслӑ ӑру ҫыннисен йышне кӗрессишӗн республикӑри 5 ҫын тупӑшать.

Куҫарса пулӑш

Интернет урлӑ ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%b8%d0%b ... 3c%d0%bda/

Айтӑр-ха, пурте пӗрле тӑрӑшса районӑн историне ҫитес ӑру валли сыхласа хӑварар.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Тӑрать унтан та ҫӳлерех Йӑла, ӑру тымарӗ, мӑнлӑх.

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халӗ нихҫанхинчен ытларах Раҫҫей халӑхӗсем, тӗрлӗ ӑру, политика юхӑмӗ тата професси ҫыннисем чӑмӑртанни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Сейчас как никогда становится важным единство народов России, представителей всех поколений, политических взглядов и профессий.

Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/04/ole ... nogo-edins

— Пулас ӑру ҫакӑн пек мухтавлӑ ҫынсенчен тӗслӗх илессе, вӗсен пархатарлӑ ӗҫне яланах асра тытасса шанса тӑратпӑр, — терӗҫ уява ертсе пыракансем.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченлӗх хисепре ялан // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/18/c%d1%87%d0% ... %b0%d0%bd/

Ҫамрӑк ӑру пирӗн мӑн асаттемӗрсене, вӗсен ҫӑмӑл мар пурнӑҫне хисеплеме хӑнӑхтӑр тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

Пулас ӑру ҫамрӑкӗсем те вӗсенчен тӗслӗх илсе ҫитӗнессе чунтанах шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Унта вӑл ӗмӗр упранӗ, ҫитес ӑру валли хаклӑ документ вырӑнӗнче пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Эпир те, ҫамрӑк ӑру, ҫавӑн пек хастар ҫынсемпе мухтанатпӑр, вӗсенчен тӗслӗх илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Халӗ ҫӗнӗ ӑру ҫав йӑласене тытса пырать, хула илемлӗхӗшӗн, хӑтлӑхӗшӗн тӑрӑшать.

И сейчас новые поколения горожан сохраняют верность традициям, стремятся сделать город лучше и краше.

Олег Николаев Улатӑр хулине 470 ҫула ҫитнипе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/06/ole ... 470-letnim

Ку чи малтанах - аслӑ ӑру витӗмӗ.

это заслуга, прежде всего, старшего поколения

Олег Николаев Улатӑр хулине 470 ҫула ҫитнипе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/06/ole ... 470-letnim

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех