Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланнӑ (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахӑртнех, хӑйсен хӗрӳ туйӑмӗсене тӑрантарнӑ та ӑнланнӑ: пӗр-пӗрне тивӗҫтермеҫҫӗ.

Должно быть, утолив свою страсть, оба поняли, что игра не стоит свеч.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫав ача, эпӗ ун чухне ӑнланнӑ тӑрӑх, хӑй ашшӗ килӗнчен тӗнче курса ҫӳреме тухса кайнӑ, унтан хӑйне йывӑр килсен, вӑл калла тавӑрӑнма шухӑш тытнӑ.

Этот сын, как я понял тогда, ушел от своего отца странствовать, но потом, как видно, ему пришлось туго, и он пошел на попятный.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пӗтӗмпех ӑнланнӑ Шамполион утиялне пуҫтарчӗ, кӗтесе тӑчӗ.

Все понимая, он бесшумно взял одеяло и встал в углу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

— Ҫапах та сирӗн ылтӑн пулма кирлӗ… эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, — палуба ҫине улӑхнӑ май мӑкӑртатрӗ Битт-Бой.

— А все-таки золото у вас должно быть… как я понимаю это, — пробормотал Битт-Бой, поднимаясь на палубу.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Каярахпа ҫеҫ, икӗ ҫул иртсен — каттӑркӑри пӑчӑх вырӑнта — хӑй мӗн патне ҫитсе тухнине тинех ӑнланнӑ.

Лишь впоследствии, два года спустя, в удушливом каторжном застенке он понял, к чему пришел.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Енчен эпӗ Ҫӑпата Улькине йӑнӑш ӑнланнӑ пулсан? — пӗр самантра хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, Ольга Матвеевна Телегина качча тухма та хатӗрпе пӗрех пулнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах асӑннӑ ҫынсем хӑйсем йӑнӑшнине ӑнланнӑ.

Чуть позже вышеупомянутые люди осознали свои ошибки.

Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Сунарҫӑсем ҫынсене епле хӑрушӑ килнине ӑнланнӑ, анчах вӗсене ҫӑлма кая юлнӑ.

Охотники поняли, какая опасность грозит племени, но было уже поздно.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Юрӑ хытӑран та хытӑ янтӑранӑ, вара хӗрарӑмсем хӑрушлӑх иртсе кайнине ӑнланнӑ.

Она гремела все громче и громче, и женщины поняли, что опасность миновала.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тӑрӑшса ӗҫлесен, ҫитӗнӳ патне ӑнтӑласси те часах, эпир ӑна питӗ лайӑх ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/01/13/chav ... forumne-hu

Хӑйӗн Лидукӗ мӗнлерех асапа кӗрсе ӳкнине тӳрех ӑнланнӑ: пурнӑҫӗ йывӑрлансах пынӑ май хӗрарӑм пуҫҫӑн пӗччен ача ӳстересси ҫӑмӑл мар.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ку тапхӑрта ҫакӑн пек малалла кайни ҫирӗп пулманнине, вӑл Мамонтовӑн тӗп вӑйӗсене ҫапса ҫӗмӗрсен анчах ҫирӗп пулассине пурте ӑнланнӑ.

Все понимали, что это продвижение ненадежно, что оно может стать прочным, только когда будут разбиты главные силы Мамонтова.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫарсене Лихая станцине пухма хӑрушӑ пулнине тата май та килменнине Ворошилов ӑнланнӑ: Лихая нимӗҫсемшӗн пур енчен те уҫӑ пулнӑ.

Ворошилов понимал, что сосредоточивать войска на станции Лихой опасно и невыполнимо: Лихая была открыта со всех сторон ударам немцев.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Аникей Борисович ҫакӑншӑн вӑрҫнӑ ӑна, ҫитменнине тата вӑл тӗрӗс тунине нумайӑшӗ ӑнланнӑ.

Аникей Борисович за это ругал атамана, и многие понимали, что правильно.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, ЦИКри эсерсемпе меньшевиксем хӑйсене йӑнӑш тытнине, большевиксемпе хирӗҫсе пурӑнни хӑйсемшӗнех хӑрушӑ пулнине тавҫӑраҫҫӗ пек туйӑнать.

У меня такое впечатление, это эсеры и меньшевики из ЦИКа начинают понимать ошибочность своего поведения, опасность для них же самих травли большевиков…

4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Малтан вӗсем халал сӑмахӗн текстне урӑхла ӑнланнӑ пек кӑтартса, хӑйсем мӗн хӑтланнине тӳрре кӑларма тӑрӑшса пӑхнӑ, кайран, ӗҫӗ ытла шала кӗрсе кайсан, ашшӗн халал сӑмахне ещӗке питӗрсе хунӑ та пӗр-пӗринпе тавлаша пуҫланӑ.

Сначала они пытались оправдать свои действия, перетолковывая текст завещания, а затем, когда дело зашло уже чересчур далеко, братья заперли отцовское завещание в «долгий ящик» и начали между собой ссориться.

2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Анчах ула-чӑпар тимӗр-кӑвак пӗрремӗш лаши эпӗ каясшӑн пулнине асӑрхасанах ман хыҫра ҫав териех хыттӑн кӗҫенсе ячӗ те, вара хам ӑнланнӑ пекех туйӑнса кайрӗ.

Но первый конь, серый в яблоках, заметив, что я ухожу, так выразительно заржал мне вслед, что мне показалось, будто я понимаю, чего он хочет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эсӗ хӑҫан та пулин Леннибергран Катхульта илсе каякан ҫул ҫинче ҫӗрле пулса курнӑ пулсан ӑнланнӑ пулӑттӑн, кунта ҫӗрле пӗр ҫын та ҫук тата ҫав тери шӑп, пӗтӗм тӗнче тарӑн ыйхӑра тейӗн.

Если бы ты лунной зимней ночью прошёл по дороге, ведущей из Лённеберги в Катхульт, ты поразился бы безлюдью и тишине и тебе показалось бы, что весь мир сейчас спит крепким спокойным сном.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакна ӑнланнӑ Эмилӗн ашшӗне мӗнпе те пулин савӑнтарас кӑмӑлӗ татах ӳсрӗ.

И Эмилю ещё больше захотелось во что бы то ни стало хоть чем-нибудь порадовать папу.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех