Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланмасӑр (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мал ҫине малтан ӑнланмасӑр, унтан хӗрхеннӗ пек пӑхрӗ.

Она посмотрела на меня сначала с недоумением, потом с жалостью.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Людмила Ильинична, ман сӑмахсене кӗтмен ҫӗртен тӗл пулса такӑннӑ пек, ӑнланмасӑр пӑхать:

Людмила Ильинична смотрит, словно споткнувшись о мои слова:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Унтан, ҫак ытла та мӗскӗн этем ҫырма пултарнине ӑнланмасӑр, авалхи юлташӗ ҫине тепӗр хут тинкерсе пӑхса илнӗ.

И еще раз внимательно осмотрел старого товарища, не понимая, что может написать он, такой жалкий.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома мужик ҫине пӑхса илнӗ, — лешӗ, ҫамки ҫинчен тарне шӑлса, мӗн пулса иртнине нимӗн те ӑнланмасӑр юлнӑ пек, хӑйӗн тавра алчӑраса кайнӑ куҫӗсемпе пӑхкаланӑ.

Фома взглянул на мужика, — он вытирал потный лоб и оглядывался вокруг себя такими растерянными глазами, как будто не понимал — что случилось?

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ку вӑл нимӗскер ӑнланмасӑр ҫухалса кайнине пӗлтерчӗ.

Выражающий полное недоумение и растерянность.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Чӑн… — кӗскен ответленӗ Фома, унӑн сӑмахӗсене ӑнланмасӑр, ҫав вӑхӑтрах хӑй каллех хӗрелнине сиссе.

— Да… — кратко сказал Фома, не понимая ее слов и чувствуя, что опять краснеет.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Нимӗн те ӑнланмасӑр эпӗ ун умӗнче юпа пек хытса тӑратӑп.

А я стоял перед ним навытяжку, в полном смятении.

12. Эпӗ те хисеп уҫрӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Ку тата мӗскер? — ыйтрӑм эпӗ каллех, ӑнланмасӑр.

— А это что такое? — спросил я, снова недоумевая.

Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ӑнланмасӑр ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи мӗншӗн пӗтме тытӑнни пирки пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑсса // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... alla-tassa

Ӑнланмасӑр вулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи мӗншӗн пӗтме тытӑнни пирки пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑсса // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... alla-tassa

Вӑл ӑна ӑнланмасӑр калать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи мӗншӗн пӗтме тытӑнни пирки пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑсса // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... alla-tassa

Ӑнланмасӑр юлса пӑх-ха.

У нас поди-ка не пойми.

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Эпӗ вӗсем мӗншӗн мана председатель тесе йӗкӗлтенине ӑнланмасӑр ним те чӗнмерӗм.

Я, не понимая, почему они меня обзывают председателем, молчал.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан хӑй мӗн тунине ӑнланмасӑр, питлӗхпе хӗҫ ярса тытрӗ те ҫиленсе кӑшкӑрса ячӗ:

Наконец, он, почти не понимая, что делает, поднял щит, схватил меч и дрожащим от гнева голосом громко проговорил:

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫак вӑхӑтра унран мӗн ҫинчен те пулин ыйтсассӑн, вӑл куҫӗсене чарса, нимӗн ӑнланмасӑр, тепӗр хут ыйтать:

Если в такую минуту его спрашивают о чем-нибудь, он выпучивает глаза и, не понимая, переспрашивает:

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лелька, ҫакна ӑнланмасӑр, тӗлӗнсе ыйтрӗ:

Лелька не поняла и удивилась:

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Вӑранӑпӑр эппин! — терӗ ыйхӑланӑ Курион, юлашки сӑмахсене илтсен, Катилина мӗн ҫинчен каланине ӑнланмасӑр, куҫӗсене мӑчлаттаркаласа.

— Проснемся же! — сказал хриплым голосом дремавший Курион, который, услышав последние слова Катилины, но вовсе не уловив их смысла, стал тереть себе глаза.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Командир, нимӗн ӑнланмасӑр, юр ҫинчен тӑмасӑрах ответлет:

Командир, недоумевая, отвечает, лежа на снегу:

«Вилӗм сукмакӗ» // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Автанӗ, нимӗн те ӑнланмасӑр, ҫуначӗсене сарса пӑрахрӗ те хӑйӗн тӑрнаккай урисемпе вӗҫтере пачӗ.

Петух, ничего не понимая, растопырил крылья и пустился бежать на голенастых ногах.

Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Павел Одинцов та Ситанов пек шухӑшлама вӗреннӗччӗ те, пируса мӑн ҫын пек; чӗртсе, турӑ ҫинчен, эрех ӗҫни ҫинчен, хӗрарӑмсем ҫинчен тата хӑть те мӗнле ӗҫ те пӗтсе ҫухалса кайни ҫинчен, пӗрисем мӗн те пулин туни ҫинчен, теприсем тата тунине хакламасӑр, ӑна ӑнланмасӑр ҫӗмӗрсе, ишӗлтерсе пыни ҫинчен философла сӑмахлатчӗ.

Павел Одинцов тоже усвоил эти мысли Ситанова и, раскуривая папиросу приемами взрослого, философствовал о боге, о пьянстве, женщинах и о том, что всякая работа исчезает, одни что-то делают, а другие разрушают сотворенное, не ценя и не понимая его.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех