Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырусем (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ аялта ӗҫлерӗм, тепӗр ҫур сехетрен пӗрремӗш номерти маклер валли ҫырусем илсе килчӗҫ, вара эпӗ вӗсене алӑк айӗнчен чиксе хума каллех ҫӳлелле вирхӗнтӗм; чарӑнса тӑтӑм, тӑнлатӑп: пур ҫӗрте те шӑп.

Я побыла внизу, а этак через полчаса принесли письма маклеру из первого номера, и я пошла снова наверх кинуть их ему под дверь; постояла, послушала: все тихо.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл мана… унран хӳтӗленме мӗн те-тӗр йышӑнмалӑхах пӗлтерӗшпе йӗрлеместчӗ; вӑрӑм ҫырусем ҫеҫ ҫыратчӗ, унӑн юлашки ҫырӑвӗсенче (эпӗ пӗтӗмпех вулаттӑм) уҫҫӑнах хыпарланӑччӗ: карапа вӑл пуҫӗнчен тухми-хӑпми шухӑшпа тата темӗнле сис-чӳпе тытса тӑрать-мӗн.

Он не преследовал меня в том смысле, что я должна была бы прибегнуть к защите; лишь писал длинные письма, и в последних письмах его я все читала прямо было сказано, что он удерживает корабль по навязчивой мысли и предчувствию.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ливингстон пӑхӑр ешчӗке уҫрӗ, — унта карттӑсем, ал ҫырусем, ҫыру хатӗрӗсем упранаҫҫӗ, унтан Гентран парса ямашкӑн ҫырусем ҫырма пуҫларӗ.

Ливингстон открыл медный ящик, где хранились карты, рукописи и письменные принадлежности, и сел писать письма, которые хотел отправить с Гентом.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Унта, эппин, манӑн ачасенчен ҫырусем пурах, — тунсӑхлӑн чӗнчӗ тухтӑр, — манӑн ҫак ултӑ ҫул хыҫҫӑн килӗме ҫав тери таврӑнас килет, анчах… анчах пуҫӑннӑ ӗҫе пӑрахса хӑварма йывӑр.

— Там, значит, есть и письма от моих детей, — заметил доктор, — мне очень хотелось бы после этих шести лет вернуться домой, но мне трудно отказаться от дела.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Караванри япаласемпе ҫырусем халӗ Стэнли патӗнче.

Стэнли захватил груз каравана и письма.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Стэнлипе тӗл пулни, пӗрле ҫул ҫӳрени пирки пӗтӗмпех каласа пӗтерсен Ливингстона Стэнли ун валли ҫырусем илсе килесси ҫинчен хыпарласа акӑш-макӑш савӑнтарчӗ.

Рассказав все о встрече со Стэнли, о совместном путешествии, он чрезвычайно обрадовал Ливингстона сообщением, что Стэнли везет ему письма.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ ҫакна пӗлтӗм: савӑнӑҫлӑ паянхи каҫа килмешкӗн йыхравласа виҫӗм кун ирхинех телеграммӑсемпе ҫырусем янӑ; самаях пысӑк йыш пуҫтарӑнмалла.

Итак, я узнал, что позавчера утром разосланы телеграммы и письма с приглашениями на сегодняшнее торжество и соберется большое общество.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫав ҫырусем мӗн тери лайӑхчӗ!

Какие же это были хорошие письма!

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫырусем шкатулкӑраччӗ, ӑна ҫырмана петӗм.

Письма были в шкатулке, я бросил ее в канал.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Вӑл арӑмӗ патне яракан ҫырусем урӑхланчӗҫ — халӗ вӗсене машинкӑпа пичетлеҫҫӗ.

Единственное, в чем изменились его письма к жене — это в том, что они были написаны на машинке.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Суя-элек, ятсӑр ҫырусем — яланхи япала.

Сплетни и анонимные письма — вещь обычная.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тарӑн хушӑклӑ пысӑк чул катрамне асӑрхасан хушӑксенчен пӗрне укҫапа ҫырусем чикнӗ пӑртманетне, ҫавӑн пекех хӑйӗн пӑланне пытарчӗ, ҫав вырӑна вӗтӗ чул муклашкисемпе хупласа хучӗ.

Заметив большой камень с глубокими трещинами, он сунул в одну из трещин бумажник с деньгами и письмами, а также своего оленя, и успел засыпать все это галькой.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тавлашкаласа калаҫнӑ вӑхӑтра эпӗ Федька темӗнле ҫырусем ҫыркаласа партӑсем тарӑх салатнине асӑрхарӑм.

Пока споры да разговоры, я заметил, что Федька пишет какие-то записки и рассылает их по партам.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпир аттерен ҫырусем сайра-хутра илкелеттӗмӗр.

Письма от отца мы получали редко.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ывӑс ҫинче — ҫырусем тата суркӑчланӑ бандерольти тӗрке.

На подносе лежали письма и сверток, запечатанный бандеролью.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Палӑртни ҫине-ҫинех пурнӑҫланмасть, пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫырусем ҫухалаҫҫӗ, иккӗмӗш шайри ултӑ, пӗрремӗш пусӑмри икӗ каварҫӑ юлташ тӗрмере «канаҫҫӗ».

Дела срывались, пропадали важные письма, шесть второстепенных и двое первоклассных сообщников сидели в тюрьме.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

— Ҫакнашкал ҫырусем НКВДна та, республикӑри ертсе пыракан органсене те юлашки вӑхӑтра килсех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иртсе каякан карапсенчен кунта ҫырусем хура-хура хӑвараҫҫӗ; вӗсем ҫӗр чӑмӑрӗн пур кӗтесне те ҫитеҫҫӗ.

Сюда с мимо идущих кораблей бросаются письма, попадающие во все концы света.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Малтан ҫырусем яркалатчӗ, кайран ҫырма пӑрахрӗ.

Вначале присылал письма, потом перестал писать.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсенче, ҫӗрлехи ҫил-тӑвӑл усаллӑн ахӑрса уланӑ вӑхӑтра, телефон шӑнкӑртаттарнӑ хушӑра, тӳрӗ провод тӑрӑх калаҫнӑ чухне, ӗҫлӗ хутсем, ҫырусем, стенограммӑсем вуланӑ хушӑрах статья ҫырасси ҫинчен шухӑшлать, ҫак статьяпа вӑл юлташӗсен революциллӗн хӗрсе ҫӗкленнӗ хастарлӑхне социализмла ҫӗршыв туса ҫитерес ӗҫ тавра пуҫтарса пӗтӗҫтересшӗн тӑрӑшать; ку задачӑсем — чӑнахах та ҫав тери пысӑк, анчах та пурнӑҫа кӗме пултармалла, питӗ те йывӑр, анчах та ҫавӑрса илме май пур задачӑсем пулаҫҫӗ.

Бессонными ночами, под мрачную музыку ночного ветра, между телефонными звонками, разговорами по прямому проводу, чтением бумаг, писем, стенограмм — он обдумывал статью, где хотел сосредоточить революционное возбуждение товарищей на действительно грандиозных по замыслу, но реальных, неимоверно трудных, но достижимых задачах построения социалистического отечества.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех