Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапнӑ (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хапхи алӑкӗ шалтлатса хупӑнни каҫхи урам шӑплӑхне аҫа ҫапнӑ пекех кисрентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анчах ҫул ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ мар пирӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тарас ҫав вӑхӑтрах киномеханика аса илет те сӑн-пичӗ ҫутӑ хӗвел пек йӑлкӑшма пуҫлать, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ пирки чӗкеҫ шатрисем те палӑрми пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Пурнӑҫ ҫулӗ манӑн ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ мар, кукӑрмакӑрӗ те чылай.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ мӑн ҫултан сулахаялла пӑрӑнчӗҫ, шурӑ уй урлӑ ҫиппе ҫапнӑ пек тӳрӗ тӑсӑлакан ансӑр ҫуна ҫулӗпе пӗр ҫухрӑмри йӑмраллӑ пӗчӗк ял еннелле васкамасӑр утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ку йывӑҫа та кӗрхи сӑн ҫапнӑ ӗнтӗ, ҫулҫисем пӑт-пат саралнӑ, хӗрелнӗ, ҫапах та вӑл симӗс сӑнлӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Анчах «Нарспи» авторӗн ҫак шухӑшне палӑртнӑ чухне эпир унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пур чухне те тап-таса ылтӑн пек пулнӑ тесе калама пултараймастпӑр: Иванов пурӑннӑ саманара халӑх ӑс-тӑнӗнче тӗксӗм шухӑшсем те нумай пулнӑ, халӑх турра та, усала та ӗненнӗ; пӗрисем киреметсене, теприсем турӑшсене пуҫ ҫапнӑ, виҫҫӗмӗшсем турӑшсене хӑйма сӗрсе, кил хушшине ҫӗтӗк ҫӑпата ҫине кӑларса лартнӑ; пӗрисем революцие мухтакан кӗнекесем тупса вуланӑ, патша йӗркине хирӗҫ пыракан кӗрешӗве хутшӑннӑ, теприсем революци паттӑрӗсене тытса жандармсен аллине панӑ…

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пӑкачав лайӑх курчӗ: Михельсон обозне туртса илме янӑ Ейӗк хусахӗсем лере тӑшмана ӑнӑҫлӑн тустараҫҫӗ, флангран драгунсене чӑвашсем, тутарсем, ирҫесем пырса ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ан хускал! — пушӑпа ҫапнӑ пек янӑраса кайрӗ тӑшман чашкӑрни.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне шалкӑм ҫапнӑ чухнехи пек, Ишмук хускалма хӑраса тӑчӗ, ӑна халь-халь сивӗ хурҫӑ витӗрех чиксе шӑтарассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуралҫи чиркӳ чанне ҫапнӑ вӑхӑтра алтарь айне кӗтӗм-лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫул хӗррипе ӳсекен ҫереме сарӑ сӑн ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳҫ пӗрчи анкарӑн ҫивчӗшӗ ҫине ӳкрӗ те ҫурмаран пуртӑпа ҫапнӑ хӑрӑк йывӑҫ пекех касӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ку этеме шӑпа патакки татах пырса ҫапнӑ пулас, хӑй курайман ҫынсене хире-хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫма хӑю ҫитернӗскер ку.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк Укапи пуҫне тем пырса ҫапнӑ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне такам питӗнчен ҫав тери хытӑ ҫапнӑ пек Укаслу шарт сикрӗ, унтан вара сасартӑках ҫав тери ывӑннӑ пек пулчӗ те, енчен енне тайкаланса, уҫӑ алӑкран алкумнелле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе ӳсӗр кӗрнекер кӗлет тавра саламатпа ҫапкалашса ҫӳрекелерӗҫ те таҫта кайса ҫухалчӗҫ курӑнать — саламат чӗвиклетсе кӗлет кӗтессине ҫапнӑ сасӑ та илтӗнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Эпӗ виҫ ҫул тертре, асаплантӑм тӗрмере, Мускав шывӗ ҫапнӑ нӳп-нӳрӗ нӳхрепре, Вӑйӑм-халӑм халиччен тахҫан пӗтнӗ пулӗччӗ, Анчах килте чечек, ун ҫинче ман ӗмӗтччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кирук шыв тӗпӗнче ырса ҫитнипе тата сывлама та кансӗррипе хуллен ҫӗкленет те шывран пуҫне кӑларать: тавралӑх шӑпах, каҫ ӗнтрӗкӗ ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унӑн куҫне те витӗрех ҫапнӑ тейӗн тӑрӑ тӳпе тӗсӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех