Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӳлте (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ытла ҫӳлте вӗҫетӗр, анчах курӑпӑр-ха ӑҫта ларнине, — терӗ вӑл шӑл витӗр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗвел вӑрман хыҫне анса пытанчӗ, унӑн эрешлӗ шевли ҫӳлте вӗҫсе иртекен реактивлӑ самолет ҫинче илӗртӳллӗ выляса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пур енчен те трактор сасси илтӗнет, ҫӳлте икӗ самолет каллӗ-маллӗ вӗҫет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Правлени ҫакӑнта, аялти хутӗнче, ҫӳлте — читальнӑ, — терӗ мана Шӑрт, икӗ хутлӑ ҫурт умне ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аялта — вӗтлӗх тӗмисем, варринче — ҫӳллӗрех йывӑҫсем, чи ҫӳлте вӑрман патши — чӑваш юманӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Лампи ҫӳлте ҫав…

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Аллах вӑл ҫӳлте, пӗлӗт ҫинче.

— Аллах — тот, кто наверху, на небе.

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳлте унта турӑ пур.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашкинчен Сююнбике явлӑка ҫӳлте тытса ывӑнчӗ пулмалла, тӑраниччен макӑрма хӗрарӑм тарҫӑсен чӗрҫийӗ ҫине тӗшӗрӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре пӑхсах паллӑ, хула икӗ пайран тӑрать: ҫӳлте, сӑрт ҫинче, пуҫлӑхсем, чаплӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, сӑрт айккине, аяла хура халӑх вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӗкеҫсем ҫӳлте вӗҫни ҫанталӑк уяра каяссине пӗлтерет-им вара?

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

— Авӑ, ӑҫта ҫити ҫӳлте ҫӳреҫҫӗ, — хушса хучӗ Унтри пичче.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Паян та авӑ ҫӳлте вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ-ҫӳреҫҫӗ те чӗпписем патне чул муклашки ӳкнӗ пек вӗлт! анаҫҫӗ, пӑхатӑн, вӗсем каллех пӗлӗтре!

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Хӑраса сехри хӑпнӑ пулӑ труках тарӑна кайма пӗлмерӗ, ҫӳлте ишсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Кайӑксем ҫӳлте, хырсем ҫинче, вӗл-вӗл! вӗл-вӗл! вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Эрхип сассине илтсен, пӗри те тепри: «Крли-и-и! Крли-и-и!» — криклетрӗҫ те пӗрин хыҫҫӑн тепри палт! палт! сике-сике вӗҫсе хӑпарчӗҫ, анчах тӳрех каймарӗҫ, малтан ҫӳлте, кӳлӗ тӗлӗнче пӗр ҫавра вӗҫсе ҫаврӑнчӗҫ, унтан кӑнтӑр енне ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Хӑвалӑх ҫумӗнче — ҫирӗклӗх, ҫирӗклӗхпе юнашар — хурӑнлӑх, унтан — хунав юман, чи ҫӳлте — хырпа чӑрӑш вӑрманӗ.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ гражданинӗсене полицин «Вурнарский» пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Руслан Минуллин, миграци ыйтӑвӗсемпе тимлекен уйрӑм ертӳҫи Юлия Ильина тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Валерий Прокопьев саламларӗҫ, Раҫҫей гражданинӗн ятне яланах ҫӳлте тытма, тӑван тӑрӑхӑн телейӗпе ӑнӑҫлӑхӗшӗн мӗнпур вӑя хывса тӑрӑшма сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Степан Илларионовӑн ячӗ Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче те ҫӳлте.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

Вырӑнтан ҫӳлте, стена ҫумӗнче, сӑн ӳкерчӗкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Выше кровати, у стены, висели фотографии.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех