Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗрле сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӗрле (тĕпĕ: ҫӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрле вӑл Ҫумҫакки Манькки патӗнче хӑнара пулнӑччӗ, унта «аншарла» ӗҫсе лартнипе паян хӑйне йӗркеллӗ туймасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Толик ҫӗрле ҫеҫ таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле урамра йытӑ уласа ячӗ пулсан ҫемьере ҫывӑх виле пуласса, ун пек чухне минтере тепӗр енне ҫавӑрса хурса «сана, ахалех вӗрекене, пушӑ пултӑр» тесе каламалла имӗш, вара йытӑ улама чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле, ачасем, ҫав шутра пӗчӗк хӗр те, ҫывӑрса кайсан хӗрарӑм тетрадь илсе сӗтел хушшине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна ҫӗрле выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсен пӳлӗмӗнче Ваҫиле дежурствӑра пулнӑ чухне курнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пушӑ вӑхӑт тупса ҫӗрле лайӑх кӑмӑлпа Ваҫиле черетлӗ ҫыру ҫырма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Адресне пӑхмасӑр калама вӗренчӗ, ҫӗрле вӑратсан та пичетленӗ пек каласа парӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле йытӑсем вӗрнине илтни пирки шарламарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле чӑхсем патне тилӗ кӗнӗ ахӑр… пиллӗкӗшне пӑвса вӗлернӗ, ҫӗр ҫӑтман, — куҫҫулӗ витӗр сӑрхӑнтарчӗ Натали.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чее басмачсем тусемпе сӑртсенче чавнӑ тоннельсенче хӑйсен лашисемпе пытаннӑ, ҫӗрле кӗтмен хӑнасем ҫине тапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл кумыса ытларах ӗҫсе тултарнӑ куран — ҫӗрле сарайран вӗлле хурчӗ тапӑннӑ чухнехи пек васкаса сиксе тухрӗ, туалет тупайманнипе тӑм хӳме айккине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле вара пурне те чике-чике пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та те гэпэушниксем ӑнкарса илчӗҫ, те кам-тӑр хӑлхисенчен пӑшӑлтатнӑ — пӗр эрнерен милиционерсем ҫӗрле килсе Хӗветӗре ҫавӑтса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лутӑркаланса, хуралса пӗтнӗ хута ял Советне ҫӗрле вӑрттӑн кайса пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле килне никам сисмелле мар, ҫӗрле пырса кӗчӗ пулин те, Хвекла хӗрне институтран кӑларса янине ялта пурте пӗлетчӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле отбой хыҫҫӑн казармӑра яш-кӗрӗм ҫакӑн пирки пӗрмай пӑшӑлтатса калаҫатчӗ, анчах та командирсенчен ыйтма хӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле вӑрана-вӑрана кайса Ванюшпа иккӗшӗ еплерех тӗл пулассине, куҫа-куҫӑн унпа кӑна юлассине куҫӗ умне кӑларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулталӑк хушшинче ял ҫыннисем пӗрле кар тӑрса 400 пин тенкӗ ытла укҫа пуҫтарнӑ, ятарлӑ ҫар операцине кайнӑ ҫамрӑксене валли тӗрлӗрен япаласем — ҫӗрле пӑхмалли прицел, ӑшӑ кӑтартакан монокуляр, генератор тата ытти кирлӗ хатӗрсем — туянса ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫӗрле 20 градус та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтан юр ҫӑвӗ, кайран сивӗтӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36686.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех