Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуначӗсене сарса ҫурт тавра ҫӑмӑллӑн ярӑнса ҫаврӑнчӗ те сарай тӑррине витнӗ шӗшкӗ турачӗ ҫине пырса ларчӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫуначӗсене сарса, ҫурт тавра ярӑнса вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те сарай тӑррине витнӗ шӗшкӗ турачӗ ҫине ларчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унччен те пулмарӗ, юрӑҫа тӗпсӗр тӳперен ҫакса янӑ куҫа курӑнман ҫип сасартӑк пач татӑлса кайнӑ пекех пулчӗ — вӑл сывлӑшри муклашка пек ҫул ҫине ярӑнса анчӗ те ыраш хӑмӑлӗ хушшине шӑши пек чупса кӗрсе ҫухалчӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӑрантасран кӑкарнӑ икӗ тимӗр кӑвак, пичевринчен юлас мар тенӗ пек, ҫӑмӑллӑн ярӑнса утаҫҫӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах… анчах ҫак хӑрушӑ самантра тем пулчӗ — Вова, юмахри куҫа курӑнман кавирпе вӗҫсе аннӑ пек, ерипен аялалла ярӑнса анчӗ те шӑпах мечӗт никӗсӗ умне тӑсӑлса выртрӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унччен те пулмарӗ, Антун сасартӑк шартах сикрӗ: чавса тӑршшӗ пулӑ вӗсен умнех ярӑнса килчӗ, хӳрипе ҫурӑмне кӑтартса илчӗ те шыва ҫурса каялла кӗрсе кайрӗ.
Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӗлтӗрҫӗсем утрав йӗри-тавра ярӑнса ҫаврӑнчӗҫ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Акӑ, аквариумра чип-чиперех ярӑнса ҫӳреҫҫӗ.
Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.
Пӗве хӗррине ҫитрӗм те хам куҫӑмсемпе мӗн курнине ӗненместӗп: тӑп-тӑрӑ шывра чип-чипер карас пулӑсем канлӗн кӑна ярӑнса ҫӳреҫҫӗ.
Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.
Кунта ак эп бригадирпа ярӑнса ҫӳретӗп, алӑкра халь ӗнесемпе сурӑхсем макӑрса тӑраҫҫӗ…
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Ярӑнса вӗҫет яш мӑшӑр Малалла та малалла.
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.
Анукпа Ҫемук пусӑ хапхи патне хӳнӗ кӗрте ҫунашкасемпе ярӑнса, таптаса якатнӑ.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑхӑт шӑвать яланах Хӑй йӗркипе малалла, Хӗвелӗ те ярӑнса Шуса анать каҫалла.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Вӑрман урлӑ сар хӗвелӗ Ҫӗкленсе тухатчӗ, Кӳлӗри шур акӑш евӗр Ярӑнса ухатчӗ.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Лашасем ӑна ярӑнса утса часах хӑваласа ҫитрӗҫ, ирте пуҫларӗҫ.Лошади ходко пошли за парнем и вскоре оставили его за собой.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӗмӗл тумпа тумланнӑ шартлама сивӗ хӗл кунӗсем ҫитсен, уй-хир тӑрӑх, пас тытнӑ вӑрман тӑрӑх йӗлтӗрпе ярӑнса ҫӳренӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Вӑл алӑкӑн-тӗпелен ярӑнса юхать, кашнин умне уйрӑммӑн пыра-пыра тапать, сыв пуллашса уйрӑлнӑ пек, каҫӑр пуҫне тая-тая иртет.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Утнӑ чух Яка Илле хӗрарӑма аса илтерет: хӑйне лексе вараланасран хӑранӑ пек, аллисене саркаласа тытать те вара ярӑнса кӑна утса ҫӳрет.
Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Уйӑх кукри ярӑнса Тухрӗ вӑрман хыҫӗнчен.
Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Вут пек хӗвел выляса Ҫӳл тӳпене хӑпарать; Хуллен-хуллен ярӑнса Кӑнтӑрлана сулӑнать.
Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.