Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япӑх сăмах пирĕн базăра пур.
япӑх (тĕпĕ: япӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Япӑх ыйтрӑн эсӗ, старик.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑвнах япӑх пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫӗ япӑх курать пулин те, Малюҫ клуб алӑкӗ ҫинче шурӑ хут ҫакӑнса тӑнине, ун умӗнче хӗрарӑмсем кӗпӗрленнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малюҫ — ял тата парти влаҫӗ — пӗр алӑра икӗ должность тытса тӑраканскер, мухмӑра пула чи япӑх кӑмӑлпа ял ӗҫтӑвкомне васкатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хура кӗвӗҫӳ те, япӑх ӑмсану та унӑн яланхи пекех хӗрлӗ пичӗ ҫинче, чӑн-чӑн савӑнӑҫсӑр пуҫне Ваҫиле тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хыпар мӗн чухлӗ япӑх, мӗн чухлӗ ӗненмелле мар, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах, кӗвӗҫӳпе тата ӑмсанупа ӑшӑтса тӑнӑскер вӑл пӳртсем, урамсем тӑрӑх юхать, юр кумкки пек пули-пулми, тӗрӗс мар сӑмахсемпе ҫыпҫӑнса ӳссе пырать.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Мӗн те пулин чӗнсен хӑвнах япӑх пулать», — тесе хӑйне хӑй лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Япӑх илтекен тата суккӑртарах карчӑк ларма-тӑма пӗлмен мӑнукне ҫирӗп тытайман ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫакӑ лайӑх е япӑх?

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Манӑн Ванюш ют ҫӗрте мӗнле, сывӑ-и е выҫӑ-и, ӑшӑра-и е сивӗре пулнине пӗлменнипе пуҫа япӑх шухӑшсем кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь ӑна ҫӗнӗ туйӑм ярса илчӗ — вӑл хӑй питӗ япӑх, ҫылӑхлӑ ӗҫ тунине ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Шантарма пӗлеҫҫӗ вӗсем, анчах та ӗҫӗсем, яланхи пекех, япӑх, — тӑсрӗ чӗтрекен тутисемпе Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӑх сисчӗвленчӗ, шӑпланчӗ, япӑх хыпар сиксе тухасса кӗтрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь вара, куҫӗсем иккӗшӗ те япӑх кураҫҫӗ пулин те, ҫылӑхлӑ ҫӗр ҫийӗн ҫӗнӗ вӑрҫӑ хура пӗлӗт пек капланса тӑнине курать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳлӗмри сӗтел-пуканӗ те япӑх мар: хӑмаран тунӑ нар вырӑнне кунта улӑм тултарнӑ матраслӑ тата минтерлӗ чӗриклетекен кравать, шӑйрӑлса пӗтнӗ тумбочка, икӗ пукан, юнашар тутӑхнӑ витре лартнӑ, умывальник те пур.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑван халӑх пирки нихӑҫан та, ниҫта та япӑх ан шутлӑр, ан калаҫӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Сывлӑха хавшатакан япӑх йӑла-йӗркерен сыхланӑр, уяври евӗрлӗ ним усӑсӑр пурнӑҫ илӗртӗвӗнчен пӑрӑнӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Хула хӗрӗсенчен мӗнрен япӑх вара эпир.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Аялтан япӑх илтӗннӗрен Ванюк вите тӑррине хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Апла пулсан ку саншӑн япӑх.

— Значит, тебе от этого плохо.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех