Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыт сăмах пирĕн базăра пур.
ыт (тĕпĕ: ыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсенчи тӗп геройсем — колхоз ӗҫченӗсемпе рабочисем те, учительсемпе шкул ачисем те, врачсемпе служащисем те, Совет Ҫарӗн салтакӗсемпе студентсем те тата ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Калӑпӑр, вырӑсла «исторически опыт» тенине чӑвашла «истори опычӗ» ҫеҫ темелле иккен, «социалистическая страна» тенине «социализм ҫӗршывӗ» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Акӑ хӑй вӑхӑтӗнче вырӑс чӗлхине нумай-нумай тӗрӗк сӑмахӗсем кӗнӗ (товар, деньги, тулуп, колпак, лошадь, очаг т. ыт. те).

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

«Ҫывӑхлатас» тӗлӗшпе вара тӗрлӗ сӗнӳсем тӑратаҫҫӗ: чӑваш чӗлхине вырӑс сӑмахӗсене ытларах кӗртсе пымалла, орфографипе вырӑс орфографийӗ майлӑ тумалла, шкулта вӗрентекен чӑваш грамматики те май пур таран вырӑс грамматики евӗрлӗ пулмалла т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

1850 ҫулта ӑна иккӗмӗш хут арестленӗ, хӑй пурӑнакан кӗпӗрнери малта пыракан ҫынсен (Н. М. Сатин, А. А. Тучков т. ыт. те) кружокне йӗркелесе ертсе пынӑшӑн айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Юлашки ҫулсенче ҫак пултаруллӑ ушкӑна ҫӗнӗ ятсем хутшӑнчӗҫ: И. Молодов, Е. Никитин, П. Емельянов, А, Новиков т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Музыкӑллӑ драма театрӗ» тенине театрӑн пӗрлешӳллӗ творчестви пек ӑнланмалла, унта драмӑллӑ тата музыкӑллӑ (опера, оперетта, балет т. ыт. те) спектакльсем лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ф. Васильев композитор илсе пынӑ «Шыв-армань» оперине лартма хатӗрленес чухне репетицисем ирттерме пӳлӗмсем те ҫукчӗ, инструментсем, концертмейстерсем, балет артисчӗсем, профессилле музыка кадрӗсем те ҫукчӗ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи сӑввисемпе поэмисем («Хаярлӑхпа ачашлӑх», «Вӗсем ҫирӗм саккӑрӑн пулнӑ», «Ҫулӑмлӑ ҫул» т. ыт. ) тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫырнисем те («Ҫуралнӑ ҫӗршывра» — 1951, «Атӑл хумӗсем» — 1958) патриотизм туйӑмне палӑртса тӑраҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

— Ху мӗнле пурӑнатӑн, Караҫӑм? — ыт ахальтен пек ыйтрӗ Севет инке.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ярабаев, Наснар Ҫерушӗ, Палтай (Балдаев) Кавӗрли, Чураш Сантӑрӗ, Ямаш Ваҫҫи т.ыт.те.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Содержанипе формӑ ыйтӑвне Хусанкайӑн «Аптраман тавраш» поэмине, Ухсайӑн «Кӗлпук мучи», «Ҫул» поэмисене тата ыт. произведенисене тӗпчесе кирлӗ пек ҫутатса пама пулать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Кунта та ҫӗршыва ертсе пыракан парти — «пахчаҫӑ» ҫамрӑк ӑрӑвӑн «йывӑҫне тасатсах, ырӑ тӗслӗхсемпе шӑварсах» тӑчӗ (Алексей Стаханов, Валенина Гаганова, С.К.Коротков тата ыт. те).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Стенасен лаптӑкӑшӗпех — шкулпа сывпуллашакансене пурнӑҫра телейлӗ ҫул сунса ҫырнӑ лозунгсемпе плакатсем (вӗсен хушшинче тӗне хирӗҫлесе «шӑл йӗрекеннисем» те), ӑслӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе афоризмсем, кӑҫал ҫак вӑтам шкултан вӗренсе тухакансен сӑнӳкерчӗксен стендчӗ, паллӑ ученӑйсемпе писательсен портречӗсем тата ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑслӑлӑх факультечӗ шутне ҫутҫанталӑк (биологи, математика, физика т. ыт. те) пек ӑслӑлӑхсем кӑна мар кӗреҫҫӗ, унта социаллӑ (экономика) ӑслӑлӑхсем те пур, вӗсен кашнин хӑйӗн шкулӗ пур.

Факультет науки включает в себя как естественные (биология, математика, физика и т.д. ), так и социальные (экономика) науки, у каждой из которых есть своя школа.

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6251.html

Вӑл куҫарнисем хушшинче А. Пушкин («Ҫӗпӗре», «Чаадаева», «Ял», «Хӗллехи каҫ», «Хӗллехи ир» т. ыт. те), В. Маяковский, Т. Шевченко, Джамбул Джабаев сӑввисем, М. Лермонтовӑн «Пирӗн вӑхӑтри герой» романӗ (Н. Пиктемирпа пӗрле куҫарнӑ) тата ытти авторсен произведенийӗсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

— Ма нимӗн те чӗнместӗн эсӗ паян, Поля, апла марччӗ-ҫке эсӗ? — тесе ыйтрӗ ыт ахальтен.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Пан улми килти-им? — ыт ахальтен, Петти именнине курмӑш пулса, ыйтрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӗслӗхрен; Улгашова Агафия, Ермакова Юлия, Яковлева Елена, Артемьева Таисия, Исаакова Римма (Вӑрмар районӗнчен), Шмелева Лидия, Христофорова Галина (Куславкка районӗнчен) т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Пирӗн юманлӑхсенчи чи хӑрушӑ хуртсем: непарный шелкопряд, дубовая зеленая листовертка, зимняя пяденица, боярышниковая листовертка т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех