Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ырлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
ырлӑх (тĕпĕ: ырлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ ырлӑх Татьяна кӑмӑлне ҫемҫетрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тур папай пулӑштӑр сана, Михха, халӗ те пуҫ тайса тайӑм ҫитмелле мар ырлӑх турӑн пире.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырлӑх тунине ан ман, сиплӗх кӑтартнине асра тыт тенӗ пихампар…

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Турӑ ырлӑх патӑр…

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ эсӗ, хуна ырлӑх тунине кура, мӗнпеле пулӑшатӑн мана?

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗн сӗтсӗр аптракан пӗчӗк ачасемех ҫук, Пӳлӗхҫӗм ырлӑх парсан, ӗне туянма пулӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сирӗн килӗрте ялан тулӑх пурнӑҫ пултӑр, пуҫӑр ҫине ялан ырлӑх ҫуса тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав турӑ пире пурсӑмӑра та ҫумӑр парса тӑтӑр, ырлӑх парса тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрлӗ тӗслисем улттӑ тан юнашар выртсан — ырлӑх, ӑнӑҫу кӗтет имӗш ӑна, саррисем улттӑ таран юнашар выртсан — инкек пуласса пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни хутӗнчех асли те, кӗҫӗнни те, ырлӑх кӳрекенни те, хурлӑх кӳрекенни те нумай.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурнӑҫунта ялан ырлӑх пултӑр санӑн, аллах сана сывлӑх та телей патӑр, пирӗн эс ертсе пынипе ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ тумалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Лайӑх хӗр тӗлне пулах, ывӑлӑм, пуҫу ҫине ӗмӗр тӑршшӗпе ырлӑх ҫуса тӑтӑрах ҫав, — тав турӗ мӑрса тарҫине Ятламас.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турӑ пире ырлӑх парать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ те пире ырлӑх сунмастӑн, Кучак улан.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан килнӗ княҫсем пире ырлӑх сунмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ула чаппан тӑхӑнса янӑ мулла халӑха аллах пирки, ӑна ӗненекенсем леш тӗнчере мӗнле ырлӑх курасси пирки нумай ӑнлантарчӗ, анчах ял ҫыннисем питех итлесшӗн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле кӑна ырлӑх памасть-ши вӑрман этеме!

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Сире чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата пӗтӗм пуҫарура малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Искренне желаю Вам здоровья, благополучия и дальнейших успехов во всех начинаниях!

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Пурне те тӑнӑҫлӑх, ырлӑх, ҫирӗп сывлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

Желаю всем мира и добра, крепкого здоровья и благополучия!

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

— Тупнӑ ырлӑх.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех