Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтусем (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсен пуҫарулӑхӗ, вӗсем ҫӗклекен ыйтусем ҫине тимлӗн пӑхни, граждансемпе уҫҫӑн калаҫса тӗрӗс йышӑнусем туни муниципалитет управленийӗн тухӑҫлӑхӗ ҫине тӳрремӗнех витӗм кӳреҫҫӗ, граждансен тӑван тӑрӑх пурнӑҫне хутшӑнас кӑмӑл-туйӑмне ӳстереҫҫӗ.

Внимательное и отзывчивое отношение к инициативам и запросам, принятие решений на основе диалога с гражданами напрямую влияют на эффективность муниципального управления и повышают интерес граждан к участию в жизни своих территорий.

Олег Николаев Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/21/gla ... et-s-dnyom

Ыйтусем панине юратать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем уйрӑмах тӗн пирки пысӑк ыйтусем пачӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Галина Николаевна кӑмӑллӑ кӗтсе илет, ыйтусем пулсан хуравлать, каласа ӑнлантарать.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Киров ячӗллӗ урамри кӗпере юсамалли тата ытти ыйтусем те пӑшӑрхантараҫҫӗ ҫынсене.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Тӗлӗнтӗм кайрӑм: эпӗ ыттисем пек тӗрлӗ ыйтусем татса паракан начальник те мар-ҫке, тетӗп ӑшӑмра.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Ултавлӑ ҫула пула лачакана путса ларнӑ машинӑн пушшӑн ҫаврӑнса тӑракан кустӑрми айӗнчен сирпӗнекен пылчӑк пек пӗрхӗнеҫҫӗ хаяр айӑплавсем те шӑрпӑклӑ ыйтусем.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ыйтусем

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Анчах та кунта татса памалли ыйтусем те чылай.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

1970 ҫулсенче район архивӗн ҫурчӗ тӗлӗшпе каллех ыйтусем сиксе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Унччен эсӗ ман пирки ӑшра иккӗленсе хускатнӑ, сана халӗ те канӑҫсӑрлантаракан ыйтусем ҫине хуравлам.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗр ӑна тимлӗн итлерӗ, тӗлӗнмеллипе тӗлӗнчӗ, шеле тивӗҫлине шеллерӗ, хут-хут ыйтусем те пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑмӑлӗ сӳрӗнкӗ, пуҫра вӗҫӗ-хӗррисӗр канӑҫ паман ыйтусем ҫуйкӑн чарлан пек явӑнаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗлӗнмелле: вӑл, хӑйне майӗпен алла илсе, шиклӗхпе мӗскӗнлӗх туйӑмӗсене пусарса, сирсе, халӗ леш тӗнче тӗлӗшпе мар (ун пирки пӗртте иккӗленмерӗ-ха), ытларах хӑй куракан-туякан чӗрӗ тӗнче, этем татса парайми ыйтусем тавра шухӑш сӳтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак кӗҫӗн ыйтусем самантрах пӗрле пуҫтарӑнса чӑмӑртанчӗҫ те, пӗр-пӗрин ӑшне сӑрхӑнса, пӗр пӗтӗмӗшле тӗп ыйтӑва ҫаврӑнса чанлатрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапах та унӑн биографийӗпе паллаштарнӑ Раҫҫей Генпрокуратурин федерацин Атӑлҫи округӗнчи управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Антипов патне ыйтусем пулчӗҫех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Чи малтанах вӗсен хӑйсем пирки каласа пама тивнӗ, кайран — Раҫҫей армийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравлама.

Изначально им пришлось рассказать о себе, после — отвечать на вопросы, связанные с российской армией.

Муркаш тӑрӑхӗн улӑпне палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34337.html

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, округри патшалӑх влаҫӗн тӗрлӗ органӗсенче ӗҫлекенсем тухса калаҫрӗҫ, пухӑва пуҫтарӑннисене ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Малалла вырӑнти ҫул-йӗре тытса, пӑхса тӑрас, халӑха ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерес, центрта тасатмалли сооруженисем тӑвас ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ҫавӑн пекех социаллӑ пурнӑҫпа, вырӑнти инфраструктурӑна аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки те каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех