Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӗн (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку Паймук ывӑлӗн ачи, пӗлмелле, — систерчӗ староста.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеевӑн наследникӗ ҫуралсан, вӑл хӗпӗртесех ывӑлӗн хреснашшӗ пулма килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унтанпа Элкей шӑмми — кив ҫӑвара выртать (палли ҫук — тахӑш тӗлте), ун ывӑлӗн, Кирле ятлӑскерӗн, тӑпри — ҫӗн ҫӑвара.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ йӗркеллӗ, пӗлтерӗшлӗ ятарлӑ нимӗнле пӗлӳ те илмен: вӑл, ӑраскалӑм пӳрнипе, пуҫламӑш шкултан тата юлташӑмӑн Андрей Фильсӑн, юхан шыв полицийӗн инспекторӗн ывӑлӗн, библиотекинчи пилӗк пин кӗнекерен тӑрать.

Я не получил никакого стройного и существенного образования; оно, волею судеб, ограничилось начальной школой и пятью тысячами книг библиотеки моего товарища Андрея Фильса, сына инспектора речной полиции.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Анчах Ван-Конет харсӑрлӑх тӑрӑмӗнчен тухайман-ха, ҫавӑнпах-тӑр ывӑлӗн кӑмӑллах мар пӑтӑрмахӗ асне килнӗ май старикӗн сарӑ шӑлӗсен хушшинчен йӗкӗлтевлӗ кулӑ сарӑлчӗ, ҫакӑ, ахӑртнех, — ҫак кун унӑн шӑмӑ сыппи чирӗллӗ философийӗшӗн юлашки парне.

Но состояние прострации еще не покинуло Ван-Конета, и ехидный смешок при мысли о незавидной истории сына, вырвавшийся из желтых зубов старика, был в этот день последней данью его подагрической философии.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Эпӗ кӗтрӗм, кӗтрӗм… — терӗ Франк ывӑлӗн аллине икӗ аллипе те ярса тытса тата хул пуҫҫинчен ҫапкаласа.

— Я ждал, — сказал Франк, беря обеими руками руку сына и похлопывая ее.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Франк ывӑлне шӑтарасла тӗсерӗ, анчах ывӑлӗн хӑтланӑвӗнче тилӗрӳ те, курнӑҫлану та ҫуккине ҫирӗплетсен Гемас ҫине чалӑш кулӑна тинкерчӗ.

Франк пристально посмотрел на него, но, убедясь, что в поступке сына не кроется ни вспышки, ни выходки, взглянул с усмешкой на Гемаса.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ вара каласа параймастӑп, кӑмӑлӑм та ҫук, — хушса хучӗ вӑл Франк Давенанта ҫамки айӗнчен пӑхкаласа; лешӗ куҫӗсене ҫурри таран йывӑррӑн хупнӑ та итлет, ывӑлӗн ҫак сӑмахӗсенче усӑ кӳме пултаракан самантсене тӑнлать.

А я не могу рассказать, да и не хочу, — прибавил он, исподлобья рассматривая Франка Давенанта, который, тяжело полузакрыв глаза, слушал, ловя в этих словах сына черты характера, могущие пригодиться.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Лӑплан, Том, — терӗ Беринг ҫӑмӑллӑн сывласа ярса тата ывӑлӗн чӗтрекен кӗлеткине ҫепӗҫҫӗн чӑмӑртаса.

— Успокойся, Том, — сказал Беринг, со вздохом облегчения сжимая трепещущее тело сына.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Вӑл ӗнтӗ хӗреснӑй ывӑлӗн вӑрттӑнлӑхне Никифорова пӗлтернӗшӗн те хӑйне ӳпкелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, хреснай ывӑлӗн туйӑмне, шухӑш-кӑмӑлне Крапивин ҫав тери, ҫав тери ҫивӗч ӑнланать, чӗре патне хурса йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ашшӗ ялта хисеплӗ ҫын ҫав, унӑн ырӑ ячӗ ывӑлӗн усал ятне ҫӗнтерет курӑнать…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ывӑлӗн хуравӗнче Лионель Грэй хӑйне палласа илчӗ, куллине мӑйӑхӗ ӑшне пытарчӗ те Артура явап тыттармарӗ.

В ответе сына Лионель Грэй, скрыв под усами улыбку, узнал себя и не наложил наказания на Артура.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пӗр хушӑ ывӑлӗн сӑнӳкерчӗкӗ ҫине пӑхса илсе куҫҫульне шӑлчӗ те калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӑл ывӑлӗн япалисене пуҫтарчӗ те пӳлӗме ҫуса тирпейлерӗ, савӑк кӑмӑлпа килӗ еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Саша амӑшӗ пынӑ тӗле пушӑ пӳлӗмре ывӑлӗн япалисем ҫеҫ унта-кунта йӑваланса выртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫук, ҫума килӗшмерӗ Марья инке ывӑлӗн япалисене.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ывӑлӗн пуҫтарман вырӑнне курсан ҫилли кӳтсе килнипе алӑри витрисене урайне шаплаттарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ывӑлӗн ятне илтсен Марук аппа ура вӑйӗсем пӗтнине туйрӗ.

Услышав имя сына, тетя Марья почувствовала, как ее ноги вдруг потеряли свою силу.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ашшӗ те урӑх мӑртӑхмарӗ, пачах урӑхла, ывӑлӗн пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫма пуҫларӗ.

И папа не стал продолжать, а, наоборот, пустился в рассуждения о будущем своего сына.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех