Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хытӑ хумханса Давенант вӗсем патне пырса тӑчӗ, гувернанткӑна ҫав тери сумлӑн пуҫ тайнипе лешӗ ҫемҫелчӗ, ӑна афишӑна пӑхнӑн шӑтарасла сӑнама чарӑнчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ултӑ сехетре санитари тӗрӗслев этемӗсем персе ҫитрӗҫ, Кишлота куҫӗсенчен шӑтарасла тирӗнсе апат ыйтрӗҫ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл хӑйне чылай вӑхӑт шӑтарасла пӑхнӑ виҫӗ мӑшӑр куҫа тӳссе ирттерчӗ, кулса ячӗ.Он выдержал три долгих, рассматривающих его в упор, взгляда и улыбнулся.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Вӑл тухрӗ те чарӑнчӗ, Зитор вара хирӗҫ тӑнӑ та — ун ҫине пӑхать, хӗрарӑм — Кассан ҫине; ҫапла пӗр минута яхӑн, пуҫӗсене вӑкӑрла усса, вӗсем пӗр-пӗрне тӗсерӗҫ: пӗр кулмасӑр, шӑтарасла.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Хальхинче вара ун ҫине эпӗ шӑтарасла пӑхрӑм.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Вӑл куҫӗсене хӗсрӗ те ман ҫине шӑтарасла пӑхрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Манӑн ҫурӑм хыҫӗнче икӗ утӑмра Хонс тӑрать, ман ҫине шӑтарасла пӑхать; унӑн куҫӗсене курсан мана хӑрушӑ пулса кайрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Миххине вырӑн ҫине пӑрахрӗ те Батль — пуҫне ҫӗклерӗ; ун умӗнче виҫҫӗн тӑраҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫын ҫине попугайла куҫӗсемпе шӑтарасла тирӗннӗ; ыйхӑллӑ сӑнлӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ, тӳсмелле мар шӑрӑха пула ҫурма ҫарамас; пӗр ури ҫинчен теприн ҫине кахаллӑн пускалаҫҫӗ; Батлӗн ҫӗнӗ обмундированийӗ вӗсене полкри унчченхи пурнӑҫа тӗтреллӗн аса илтерет-тӗр…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.
Чирлӗ ҫын укҫана хӑюсӑртараххӑн тытрӗ те тухтӑр ҫине шӑтарасла пӑхрӗ.Больной нерешительно взял деньги и пристально посмотрел на доктора.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Хӗрарӑм питне ун еннелле пӑрчӗ, Гольцӑн чӑпар галстукне, тӗклӗ шлепкине тата яп-яка хырнӑ, кӑштах чӗтрекен янахне куҫӗсен туйӑмсӑр хусканӑвӗпе шӑтарасла тӗсерӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Дарль умӗнче, кивӗ сӑран кресло ҫинче, мӑнтӑр старик ларать: минтерсенчен тӗршӗннӗ, аллинче — ҫӳхе туя, пӗр куҫне хӗснӗ, сарлака хул пуҫҫиллӗ, хаяррӑн тӑртаннӑ куҫ харшисен айӗнчен сарӑ-хӑмӑр куҫӗсем чӑрлаттарса пӑхаҫҫӗ: сулахаййи — ҫурма уҫӑ хушӑкӗнчен сивлеккӗн, наркӑмӑшлӑ йӑлтӑрккапа тулнӑскер; сылтӑмми вара — тӑшман ҫине пӑхма уҫнӑскер — шӑтарасла, куҫ харши айӗпе, кӑштах йӗкӗлтевлӗн тата ырӑ маррӑн ҫӗкленсе.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Тротуар хыҫҫӑн тротуар хыҫа юлнӑ май кочегар йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫав самантрах картах сикрӗ: ун ҫине шӑтарасла тинкерсе… хирӗҫ…Переходя с тротуара на тротуар, кочегар посмотрел вокруг и вздрогнул: не сводя глаз,
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Д'Обремона такам ывӑтӑнтарчӗ тейӗн: кӗлеткипе яртах тӑсӑлса куҫӗсене уҫрӗ те — шуррӑн, сарлакан йӑлтӑртатаканскерсенче мӗн пур хӑрушлӑха ӑнланни сӑнарланчӗ; ман ҫине шӑтарасла пӑхса вӑл кӗтмен ҫӗртен мана аллӑмсенчен вӑйлӑ пӳрнисемпе ҫаклатса тытрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Хӑна ҫурчӗн ҫумӗпе чупса иртнӗ май кунта тӑракан темиҫе ҫынна асӑрхарӗ; вӗсенчен хӑшӗ-пӗри, сигарине ҫӑварӗн пӗр кӗтесӗнчен теприне куҫаркаланӑ май, сисӗни-сисӗнми темӗнле шухӑшпа уйланнине, унтан уҫҫӑнах шӑтарасла пӑхнине сиссен ӑнланчӗ: ӑна паллаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Шар сывлӑшра васкамасӑр ишсе иртрӗ те хӑвӑртлӑхне чакарчӗ, унтан Сантус хул пуҫҫи хыҫӗнче чарӑнчӗ; ҫынна шӑтарасла пӑхать тейӗн; хальлӗхе мӗн тумаллине пӗлеймесӗр: ҫунтармалла-и ӑна е вылямалла кӑна-и унпа?
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Ҫак вӑхӑтра кантӑк леш енчи ҫутӑлакан сӗмлӗхрен такамӑн шӑтарасла вӗри куҫӗ арҫын ачана ӗнсинчен тӑрӑнчӗ; вӑл ҫаврӑнчӗ те айлӑм хӗрринче ҫулӑмланса хӑпаракан хӗрлӗ пӗкке курчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Дрэп хальлӗхе йӑлтах, уҫӑмлах ӑнланмасӑр — хӗрӗ ҫине шӑтарасла пӑхрӗ те сисӗни-сисӗнми пӑлханчӗ.Дрэп, не понимая еще, пристально посмотрел на нее, смутно встревоженный.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Ҫур курка шӗвеке ҫӑварне ӳпӗнтерсен Бутлер тутине пуҫ пӳрнипе сӑтӑрчӗ те Тильс ҫине шӑтарасла пӑхма пикенчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Джой шӑтарасла пӑхакан, юратӑва пула хурланчӑк сӑнлӑ, шӳтлеме пӗлмен вӑрӑм ҫынсенчен шикленет.Джой боялась серьезных длинных людей, смотрящих в упор и делающихся печальными от любви.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.
Гнор хӗре йӑтса ҫӳле-ҫӳле ҫӗклерӗ, хыттӑн пӑчӑртаса куҫӗсенчен тата тутинчен чуп турӗ; Карменӑн ҫинҫе, вӑйлӑ аллисем Гнор пуҫне ыталанӑ, хӗр Гнора хӑйӗн хура куҫӗсемпе ачашшӑн, шӑтарасла пӑхса сӑнать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.