Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шултра сăмах пирĕн базăра пур.
шултра (тĕпĕ: шултра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялхуҫалӑх организацийӗсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх - 448, вӑл шутра ӗне 164 пуҫ хушӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

2008-2014 ҫулсенче сыснасемпе кайӑк-кӗшӗке ялхуҫалӑх организацийӗсенче ӗрчетнӗ, мӑйракаллӑ шултра выльӑха, сурӑхсемпе качакасене - харпӑр хӑй хуҫалӑхӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Стена ҫине, король пуҫӗнчен ҫӳлерехе, шултра саспаллисемпе: «Ҫынсене хӗнесе асаплантарасси, вӑрҫӑ-харҫӑ тӗп пултӑр! Пенишора айӑплӑ мар…» тесе кӑмрӑкпа ҫырса хунӑ.

На степе, чуть повыше головы короля, было выведено большими буквами углем: «Долой побои и войну! Пенишора не виновен…»

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Горовиц шартах сикрӗ, унӑн чарӑлнӑ куҫӗсем ӳкерчӗк ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ, сарлака та ҫӳллӗ ҫамки ҫине шултра тар тумламӗсем тапса тухрӗҫ.

Горовиц вздрогнул, широко раскрытые глаза его так и впились в чертеж. На его высоком лбу выступили крупные капли пота.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Суханӗ кӑвак, тӑварӗ шултра пултӑрччӗ!

— И лук чтобы был синий, а соль крупная!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

1978 ҫулта, совхоз районти пӗтӗм хуҫалӑхпа пӗрле мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртмалли пысӑк комплекс тунӑ вӑхӑтра, ҫу кунӗсенче унта ӗҫлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

— Ара, мӗнле чӑтас мӑнкун эрнинче ҫав сап-сарӑ, ҫӳхе хупӑллӑ та илемлӗ шултра мӑйӑра катса ҫисе пӑхмасӑр?

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӗсене пӗрерӗн тӗрӗслесе усранӑ, пурте пӗр пек шултра та илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Тимофей Михайлович, пӗр пысӑк юман тӗлне ҫитсен, ун ҫине кӑтартса: — Ку юманӑн йӗкелӗсем шултра та тӑрӑхларах, ытти юмӑнсеннинчен кӑшт каярах ҫитӗнеҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юнашарах, квартал хӗррипе, шултра йывӑҫсем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫапла кассах ҫав шултра юман вӑрманӗсене йӑвантарса пӗтертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шултра ҫумӑр тумламӗсем вӗсене ҫын пекех турткаласа татрӗҫ, аялалла ҫӗр ҫумнех ҫапса ҫыпӑҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗрессе те вӑл сайрарах, шултра саспа хамлатать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Чӑнах та, ватӑ юман пек тӑн-тӑн шур сухаллӑ старик вӗсене, хӑнана килнӗ мӑнукӗсене, шултра пӗренесенчен мӑкласа лартнӑ пӳртре сӗтел хушшине лартсах хура ҫӑкӑрпа караслӑ пыл ҫитернӗччӗ, тин татнӑ кӑмпа та ӑшаласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышӗ ӳсет, тыр-пул чылай пухса кӗртнӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ объектсем хута каяҫҫӗ», – тенӗ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

«Новый путь» СХПК пурӗ 1700 мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Кӑҫал выльӑх-чӗрлӗхсене валли пурӗ регионта ҫӗнӗ 10 объект хута янӑ, пӗтӗмпе 5000 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан фермӑсем хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Шакӑсене тӗрӗслеме хӑяхлӑха тепре кӗрсе кайсан ҫеҫ чарӑнчӗ те чылай шултра пулӑсене ҫыраналла ывӑтма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Каламарӑм-и вара? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ Чечекпи чи шултра ҫырлисене Нургали умне хурса.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗк витри-витрипе шултра пулӑ сӗрсе кӑларнӑ ҫӗрте халь шапа пӑтти е вӗтӗ ырашпӑтрипе шывҫи ҫеҫ виҫҫӗ-тӑваттӑ тухкалать.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех