Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗркуҫҫи сăмах пирĕн базăра пур.
чӗркуҫҫи (тĕпĕ: чӗркуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
(Ӗнер ӑна чӗркуҫҫи калеккинчен те лекнӗ-мӗн.)

(Вчера в караулке ему, видать, досталось и по коленям).

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл тарӑн мар, хӑшпӗр ҫӗрте чӗркуҫҫи тарӑнӑшӗ те ҫук пулӗ, анчах ҫӑл шывӗ пек тӑрӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай сӑмахне пӗтерчӗ те пуҫне тайрӗ, унтан майӗпен чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах священник умӗнче ларакан ача хӑй патша иккенне аса илчӗ курӑнать, пергамент таткине чӗркуҫҫи ҫине вӑйпах ҫат! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен куҫран пӑхса, чышкисене чӗркуҫҫи ҫине хурса ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл манпа юнашар ҫӳрерӗ, час-часах чӗркуҫҫи ҫинче ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ шкулта // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11167 ... -kanikulta

Пуҫ касакан тутар чӗркуҫҫи ҫинче ларакан пӑлхара пуҫне пӗксе ӗнсинчен тыткаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Патвар та вӑйлӑ пӑлхара виҫӗ лутра нукер аран тыткаласа пусма ҫине хӑпартса чӗркуҫҫи ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара вӑл пӗтӗм Пӑлхара чӗркуҫҫи ҫине лартса пуҫне касма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тепӗр кунхине чӗркуҫҫи ҫинче ларакан ҫар ҫыннисене пысӑк тимӗрпе ҫапса ӗнсисене хуҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Канас тесен чӗркуҫҫи ҫинче кӑна тӗлӗрсе лармалла…

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Йывӑҫсем хушшинче чӗркуҫҫи таран курӑк ашкӑрать, кӑҫал ӑна никам та ҫулман пулмалла.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Качча кайиччен тӳрленет, — терӗ врач, чӗркуҫҫи сыппине выляткаласа.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ак ҫак хӗҫ вӑл — аслӑ султан панӑскер, — Сахиб-Гирей хӑйӗн хӗҫне чӗркуҫҫи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗркуҫҫи таран юр ашса пыракан Аппак асар-писер ҫанталӑка, унпа пӗрле Мускав урамӗсене, кунта пурӑнакан мӗн пур ҫынна чӗререн ылханать.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслашшӗ, сакӑрвунӑ ҫулхи старик, пӳртрен йӳле пилӗкӗнех тухнӑ, ҫийӗнчи шурӑ кӗпи чӗркуҫҫи таран усӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах большевиксем меньшевиксемпе хирӗҫле, — терӗ те Герман, планшетне чӗркуҫҫи ҫине хурса, ҫыру ҫырма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сшшапа Витя тӑпри патне ҫитиччен, Павлуш темӗн тӗрлӗ чассавнисем, тем пысӑкӑш палӑксем, чул хӗрессем, ҫунатлӑ пирӗштисем чӗркуҫҫи ҫине тӑрса пуҫӗсене тайнисене асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах Тимахвин пӗр кӑвак йӗмрен урӑх нимӗн те пулман, вӑл та сылтӑм чӗркуҫҫи тӗлӗнче саплӑклӑ, пӗҫҫисем сӑмалапа вараланса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Линейкӑпа ҫапни аван мар, ӗнтӗ, чӑнах: ытти учительсем те ҫапаҫҫӗ, чӗркуҫҫи ҫине те лартаҫҫӗ, урама та кӑларса яраҫҫӗ итлемен ачасене…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех