Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑмӑртаса (тĕпĕ: чӑмӑрта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем пек — вӗсем урайӗнче лараҫҫӗ; ҫакна асӑрхамасӑр, аллисене чӑмӑртаса, пӗр-пӗрне куҫран пӑхса; тӗл пуличчен иккӗшӗ мӗнле пурӑнни халӗ — пушӑлӑхра.

Как дети, сели они на полу, не замечая этого, сжимая руки, глядя друг другу в лицо, и все, чем жили оба до встречи, стало для них пустым.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кӗпе пурҫӑнӗ витӗр чӗр куҫҫисен ҫепӗҫ, ачаш ӑшши Гнорӑн пит ҫӑмартисем ҫумне ҫыпӑҫать; вӑл ҫак ӑшӑра рехетленет — пуҫне тачӑрах чӑмӑртаса тата тилӗрӳ куҫҫулӗ шӑваракан сӑн-питпе; ыттисемшӗн ҫухалнӑскер — нимӗн те чӗнмест.

Сквозь шелк платья нежное тепло колен прильнуло к его щеке; он упивался им, крепче прижимал голову и, с мокрым от бешеных слез лицом, молчал, потерянный для всего.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ку — пӗчӗкҫӗ хура хитре пуҫ; кӑмӑлӗ хускалнӑ Гнор йӑл кулчӗ те Карменӑн пит ҫӑмартисене ал тупанӗсемпе чӑмӑртаса тытрӗ, юратуллӑн тӗсесе вӗҫертрӗ.

Это была маленькая, смуглая, прекрасная голова; растроганно улыбаясь, Гнор зажал ладонями ее щеки, любовно присмотрелся и отпустил.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Ку эсир мар, ку — хӗвел, — терӗ Гнор пӗчӗк алла чӑмӑртаса, — акӑ мӗншӗн ҫутӑ, таса…

— Это не вы, это солнце, — сказал Гнор, взяв маленькую руку, — оттого так светло и чисто.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Фулӗн тӗксӗмленнӗ куҫӗсем ӑна кӗтмен ҫӗртен хумхантарса ячӗҫ; Фуль Бильбоана аллисенчен чӑмӑртаса тытса, ун умӗнче вилес умӗнхи пек хӑрӑлтатса ӑшталанать.

Потемневшие глаза Фуля ударили его внезапной тревогой; Фуль, стискивая руки, метался перед ним, дыша хрипло, как умирающий.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Сӑпани унӑн аллине тытрӗ, вӑйсӑрланнипе кӑшт кӑна сисӗнмелле чӑмӑртаса, йӑл кулам пек турӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӗл пултӑмӑр-ха, командир юлташ! — хуравларӗ Ванькка, унӑн аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, хӑшӗсем пек, авланиччен каҫ-каҫ тӗл пулман вӗсем Санюкпа, вӑйӑ картинче ҫума-ҫумӑн тӑман, пӗр-пӗрин аллисене ӑшшӑн-ӑшшӑн чӑмӑртаса, юрату юрри шӑрантарман, пӗве хӗрринче юнашар ларса, шапасем юрланине тӑнланӑ май ачаш сӑмахсем каласа пуплешмен, ашшӗ-амӑшӗсем ҫураҫнипе кӑна мӑшӑрланнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Упа пекки, пӗҫҫисене чаркаласа, вӗсем урлӑ йӗрӗнчӗклӗн пуса-пуса каҫса кайрӗ, аялти нар ҫине пырса ларчӗ, ик аллине чӑмӑртаса, юлташӗсене тав турӗ, унтан канлӗн кӑна тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Грэй хӗре аллисенчен чӑмӑртаса тытрӗ те — ӑҫта кайсан хӑрушӑ маррине ӑнланса Ассоль куҫҫульпе йӗпеннӗ питне ҫапла асамлӑн килсе ҫитнӗ тусӗн кӑкӑрӗ ҫумне пытарчӗ.

Грэй взял ее руки и, зная уже теперь, куда можно безопасно идти, она спрятала мокрое от слез лицо на груди друга, пришедшего так волшебно.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ывӑлӗ хӑйне илемлӗн уйрӑмрах тытни амӑшне кулянтарать; ачине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса ачашланӑ самантсенче вӑл хурлӑхпа, юратупа, именӳпе тулать, чӗри хутшӑнусемпе шухӑшсен йышӑннӑ йӗркине хӑнӑхуллӑн сӑнлакан чӗлхи пек мар, урӑхла калаҫать.

Она болезненно чувствовала прекрасную обособленность сына; грусть, любовь и стеснение наполняли ее, когда она прижимала мальчика к груди, где сердце говорило другое, чем язык, привычно отражающий условные формы отношений и помышлений.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тутисене вӑл хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ, икӗ аллипе те йӗнерӗнчен ҫирӗп ярса тытнӑ.

Губы его были плотно сжаты, обеими ручонками он цеплялся за седло.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Иван Тарасов Нинӑн аллисене вӑрахчен чӑмӑртаса силленине курсан Нина ҫине пӑхса куҫне хӗсме те ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах Эрхип куккӑшӗн ывӑлӗ вилсен инкӗшӗ тепре качча тухнине аса илчӗ те алӑри дипломатне ҫирӗп чӑмӑртаса Кивкасалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Юра Аля ҫырнӑ хут таткине чӑмӑртаса карҫинккана печӗ.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Саша икӗ аллине чӑмӑртаса Павловсен килӗ еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Виктор аллине ҫирӗп чӑмӑртаса тӑракан вунвиҫӗ ҫулхи хӗрача Аньӑна йӑмӑкне аса илтерчӗ.

Тринадцатилетняя девочка, крепко сжимая руку Виктора, напомнила Ане сестренку.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Агриппина, ҫакӑн пек пӗтӗм тӗнчипе паллӑ юлташсем Иван Горапа ҫав тери кӑмӑллӑн калаҫнишӗн савӑннипе хӗремесленсе кайнӑскер, вӗсем патне шуҫ манеркӑпа пӑсланса тӑракан ҫӗрулми илсе пырса лартать, кӗсъинчен хӑйӗн шур тутрине кӑларса, пӗр вӗҫӗнчи тӗвве шӑлпа туртса салтать те, тутине чӑмӑртаса хӑнасене пӗр чӗптӗм тӑвар хурса парать…

Агриппина, румяная от удовольствия, что такие, всему свету известные, товарищи так ласково говорят с Иваном Горой, принесла жестяную манерку с дымящейся картошкой, из кармана вытащила свой девичий головной ситцевый платок, зубами развязала на конце его узел и, поджав губы, предложила гостям щепотку соли…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сталин ури ҫине тӑрать те, каллех — юлташла пек простӑ — Москалевпа Ерман аллисене тытса чӑмӑртаса сывпуллашать.

Сталин поднялся и опять — по-товарищески просто — пожал руки Москалеву и Ерману.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӗчӗк чышкисене чӑмӑртаса тытса, вӑл ҫинҫе сасӑпа вичкӗнӗн калаҫа пуҫлать:

Стиснув маленькие кулаки, он заговорил высоким, резким голосом:

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех