Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чи сăмах пирĕн базăра пур.
чи (тĕпĕ: чи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн шучӗпе чи тӗрӗс, чи аслӑ шухӑш патне пырса тухрӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Престол уявӗсенче, уйрӑмах туйра е пумилккесенче чӑваш йӑли-йӗркипе ҫемьере чи ваттине е чи хисеплӗ хӑнана сак ҫине тӗрленӗ «питлӗ» тӗк тӳшек хурса параҫҫӗ: тӑвансем хушшинче тӑнӑҫ пурнӑҫ тата ӑнланулӑх хуҫаланччӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи шавсӑр вӗлерекенпе усӑ курассине чи малтан Рим имперторӗ Калигула шуталса тупнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, чи малтанхи ҫынсем пурӑннӑ чухнеренпех минтер кил-ҫуртри чи кирлӗ япала пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кам шухӑшласа кӑларнӑ сана, чи кирлӗскере, чи чаплӑскере, пурнӑҫӑн питӗ кирлӗ, ытармалла мар пайне.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хӗрарӑм — юратӑва илсе пыраканни. Ку унӑн хисеплӗ ӗҫӗ, унӑн чи телейлӗ тивӗҫӗ. Хӗрарӑм Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа тӑсаканӗ», — ҫак сӑмахсене вӑл вӑрҫӑчченхи, чи пылак пӗрлехи кунсемпе каҫсенче пӗрре ҫеҫ мар каланӑ упӑшкине.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Музея Нидерландри ӳнерӗн чи хальхи, чи инновациллӗ центрӗсенчен пӗри евӗр хатӗрленӗ.

Музей был трансформирован в один из самых современных и инновационных центров искусства в Нидерландах.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Чи кирлӗ, чи хӑватлӑ тӗке ҫӑлса кӑларчӗ!

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Сирӗн ачӑрсемшӗн чи паха эткерлӗх ылтӑн-кӗмӗлтен те чи хакли – пӗчӗкрен хӑнӑхтарса ӳстернӗ ӗҫченлӗх пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Молекула тенисем молекулӑсем те мар, вӗсем чи пирвайхи организмсем, чи пӗчӗк клеткӑсем!

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хальхи вӑхӑтра парк — Франци стилӗпе тунӑ чи пӗлтерӗшлӗ те чи ватӑ парк.

Ныне парк — самый значительный и самый старый парк во французском стиле.

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

ССР Союзӗ тӗнчери чи шултӑра, чи малта пыракан социализмлӑ ялхуҫалӑхлӑ ҫӗршыв пулса тӑчӗ.

СССР стал страной самого крупного и самого передового в мире социалистического сельского хозяйства.

Ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах та, хутӑш вӑрмансен зонин чи пысӑк промышленноҫлӑ центрӗ, пӗтӗм Совет Союзӗн чи аслӑ хули — Мускав пысӑк шыв ҫул айккинче ларнӑ.

Но Москва, самый крупный промышленный центр зоны смешанных лесов, столица всего Советского Союза, стояла в стороне от большой водной дороги.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ку вырӑна эпӗ чи илемли тата тӗнчен чи тунсӑхлӑ пейзажӗ тесе шутлатӑп.

Это, по-моему, самое красивое и самое печальное место на свете.

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анне, учитель — ҫак ӑнланусем ман пурнӑҫра чи пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ, чи тӑван сӑнар пулса тӑраҫҫӗ.

Мама, учитель… Эти понятия играют самую важную роль в моей жизни, сливаются в один самый родной образ.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

ССР Союзӗ — тӗнчери чи вӑйлӑ, чи тӗреклӗ ҫӗршыв.

СССР — самая сильная, самая могучая страна в мире.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхра ҫӗршыв пуянлӑхӗпе епле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл тӗрлӗ чӑрмавсем витӗр, метеорит ҫумӑрӗсем витӗр, космосри тӗтрелӗхе, чи хура та чи ҫӑра пӗлӗтсене шӑтарса тухать.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чи йывӑр, чи хӑрушӑ вӗҫевсем хыҫҫӑн та унпа кун пекки нихҫан та пулманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсенчен чи ҫамрӑкки 79 ҫулта, чи ватти – 109.

Самым молодым из них — 79 лет, самому пожилому — 109.

Ленинград блокадине лекнисене 50-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... -l-3445555

«Чи малтан ҫак контрактсене тӑвакан арҫынсем чи ҫӳллӗ патриотла шухӑшсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫакӑ та хӑйне хӑй хисепе тивӗҫлӗ», - пӗтӗмлетнӗ Раҫҫей лидерӗ.

«И прежде всего мужчины наши, которые заключают эти контракты, руководствуются самыми высокими патриотическими соображениями. Даже это само по себе вызывает уважение», — резюмировал российский лидер.

Спецоперацие хутшӑнма хӑйсен ирӗкӗпе 300 пин ҫын контракт тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... un-3442680

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех