Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫран сăмах пирĕн базăра пур.
хыҫран (тĕпĕ: хыҫран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен мӗнпур пулӑшӑвӗ те ҫакӑ ҫеҫ пулчӗ: хамӑр ҫине ӑнсӑртран тапӑннинчен сыхланма мана авӑрланӑ пистолет пачӗҫ тата пирӗн хыҫран вӑрӑ-хурахсем хӑвалас пулсан, пире ларса тарма йӗнерленӗ лашасене хатӗр тытма сӑмах илчӗҫ.

Помощь их ограничивалась тем, что они дали мне заряженный пистолет на случай нападения и обещали держать наготове оседланных лошадей, чтобы мы могли удрать, если разбойники будут гнаться за нами.

IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Тӗрӗс, ну вара — тӗрӗс, — ӑшӑ кӑмӑллӑн мӑкӑртатать вӑл, Антонова хыҫран пӑхса.

— Вот это другое дело, — почти ласково ворчит ему вслед Алексей Михайлович.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Мӗншӗн тесен амӑшӗ, ӑна хыҫран пӑхса, вӑрттӑн ассӑн сывласа илет.

Потому что мать украдкой вздыхает, глядя ей вслед.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Каҫар та, вӑл хыҫран чупнине асӑрхамарӑм-ха эпӗ.

— Прости, пожалуйста, я что-то не замечаю, чтоб она бегала.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

«Ха, шӑрчӑк!» — сасӑсӑр калать Антонов, Анна Николаевнӑна хыҫран сӑнаса.

«Ишь заноза!» — молча говорит Антонов вслед Анне Николаевне.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Вӑл, шурӑ пӗлӗт евӗрлӗскер, класран пит ӗлккенӗн шуса тухса кайнӑ чух эпӗ ӑна хыҫран пӑхса тӑтӑм та, тӗрлӗ задачӑсем пирки, тӗрӗслев ӗҫне камран кам ҫырса илни пирки тата ытти ӑпӑр-тапӑр пирки пӗрре те шухӑшлас килмерӗ.

Я смотрел ей вслед, как она выплывала из класса, вся похожая на белое облако, и что-то не хотелось больше мне думать о задачках, о том, кто у кого собирался списать контрольную, и о другом таком.

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Питӗ килӗшет ӑна ҫав костюм, эпӗ ирӗксӗрех, ӑна хыҫран чылайччен пӑхса тӑратӑп, куҫпа та мар, хамӑн класри, ытти вуннӑмӗш классенчи пӗтӗм хӗрачасен куҫӗсемпе сӑнанӑ пек тинкеретӗн.

Костюм сидит до того ловко, что я невольно смотрю ему вслед, как бы не своими глазами, а глазами девчонок не из одного, а из всех сразу выпускных классов.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Эпир ӑна пирӗн хыҫран килме тухнӑ пулӗ тесе шутлатпӑр.

Есть предположение, что она пробирается сюда.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

— Юласса юлнӑ та, ҫывӑрса тӑрсан, сан хыҫран тухса чупнӑ.

— Спала, а потом встала и пошла за тобой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Ак эпӗ вара — общество службинчи камит, мана, тӑванӑм, кунта хулара чап тени хыҫран йӗрлесех ҫӳрет…

Меня, брат, здесь в городе преследует слава…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Яланах хапӑл сана, — тесе пӑхса юлчӗ вара хӗр вӑтанӑҫлӑ та именӗҫлӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй телейне шалт! ҫирӗп шанакан Нинӑна хыҫран.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ман хыҫран! — кӑшкӑрчӗ те начальник малалла чупма пуҫларӗ.

За мной! — крикнул начальник и бегом бросился вперед.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл хӑйне хыҫран кам та пулин хӑвалӗ тесе мар, ҫынсем ӑна тытӑҫу умӗн хӑраса ӳкнӗ тесе каласран ҫапла турӗ.

Он спешил не потому, что боялся погони. Ему хотелось поскорее укрыться куда-нибудь, чтобы никто не заметил его на улице и не подумал, что он сбежал перед боем.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫаврӑнтӑм та утма пуҫларӑм, Ли Цин-шань хыҫран йыттисене вӗслетсе ячӗ.

Повернулся и пошел, а Ли Цин-шань науськал на меня псов.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сасартӑк, хамӑр хыҫран икӗ истребитель, «икӗ сунарҫӑ», ҫывхарса килнине асӑрхарӑм.

Вдруг вижу: на нас сзади, сверху, заходит пара вражеских истребителей — «охотников».

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Ӗҫре ӑнӑҫу тума сӗнетӗп, юлташ! — тесе кӑшкӑрчӗ хыҫран полковник Боев.

напутствуемый полковником Боевым: — Желаю успехов, товарищ!

16. Манӑн пурнӑҫри телейлӗ кун // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Аллисемпе савӑнӑҫлӑн хӑлаҫланса, Мухин эпӗ тӑшман самолетне мӗнле персе ӳкерни тата хӑй «мессера» ман хыҫран мӗнле хӑваласа яни ҫинчен каласа парать.

Мухин, возбуждённо жестикулируя, рассказывал о том, как я зажёг самолёт и как он отбил атаку «мессера».

12. Эпӗ те хисеп уҫрӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Беби хоботӗнчен сывлӑш кӑларчӗ те хӑлхисене вылятса манӑн хыҫран утрӗ.

Бэби с шумом выпустил через хобот воздух и, махая ушами, пошёл за мной.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Анчах Беби ҫак тӗлӗнмелле аван япаласем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, вӑл малтанхи евӗрлех манӑн хыҫран пӗр утӑм юлми утса пычӗ.

Но Бэби не обращал внимания на все эти чудесные вещи; ровным шагом он шёл за мной.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑл хӑранипе ман хыҫран чупма тытӑнать, унӑн пӗрре те хӑй тӗллӗн пӗччен тӑрса юлас килмест.

Он встревожен и бежит за мной, ему не хочется оставаться одному.

«Карлик» // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех