Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулинче (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Парти ретӗнче 1918 ҫултанпа тӑракан С. Коншин специалист Ҫӗрпӳ хулинче радиоузел тума тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Габриэль Атталь 1989 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Кламар (Иль-де-Франс) хулинче ҫуралнӑ.

Габриэль Атталь родился 16 марта 1989 года в Кламаре, Иль-де-Франс.

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

Канаш хулинче тӳнсе кайнӑ автокран рабочие суранлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӳнсе кайнӑ кран рабочие суранлатнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37037.html

Культура центрӗ Осло хулинче вырнаҫнӑ пулнӑ, анчах та тӑрӑхӑн тӗп хули ӗлӗк Борре пулнӑ.

Культурный центр располагался в Осло, но столицей региона прежде был Борре[en].

Викен (авалхи тӑрӑх) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%92%D0% ... %91%D1%85)

Умбракл (валенс. L’Umbracle) — Ӳнерпе ӑслӑлӑх хула комплексӗн пӗр пайӗ (валенс. Ciutat de les Arts i les Ciències), ӑна Испанири Валенси хулинче вырӑнти Сантьяго Калатрава архитектор проекчӗпе XX–XXI ӗмӗрсен чиккинче хӑпартнӑ.

Умбракл (валенс. L'Umbracle) — часть комплекса Города искусств и наук (валенс. Ciutat de les Arts i les Ciències), возведённого на рубеже XX—XXI веков в испанском городе Валенсия по проекту местного архитектора Сантьяго Калатравы.

Умбракл // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%BA%D0%BB

Ку ҫынпа мӗнле пӗр чӗлхе тупмалла-ши тесе шутлатӑп: «Шупашкар хулинче «украинсен ҫӗрӗ» ӑҫта пур-ши?

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Эпӗ Шупашкар хулинче мӗнле ӗҫ тунине, камсемпе юлташлӑ пулнине каласа паратӑп кусене.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ылтӑн ҫӗрӗсене туй кунӗччен аран-аран Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗлӗшсем урлӑ шыраса тупрӑмӑр — мӗн кирлине ылтӑн-кӗмӗл ҫӗрӗсем сутакан пӗр лавккара туянма пултартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Магнитогорск хулинче пиччесем патӗнче пурӑннӑ чухне вӗсен ачисен е шкула кайма тытӑничченех вулама-ҫырма вӗрентрӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Микулай Магнитогорск хулинче ҫар службинче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫавӑнпа вӑл республика тӗп хулинче пӗр пӳлӗмлӗ хваттер туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫак кунтан мӗн пур пурнӑҫне тейӗн ялпа-шкулпа ҫыхӑнтарнӑ хӗрарӑм Шупашкар хулинче тымар ярать.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Апла пулин те Напата хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатман, Мероэ хулинче пурӑннӑ тапхӑрта та патшасем унта патшана ларнӑ, кунта вӗсене пытарнӑ.

Однако, Напата определенно оставалась важным центром, цари короновались и погребались в ней даже в периоды, когда они жили в Мероэ.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Квебек хулинче чылай вӑтам пӗлӳ паракан ятарлӑ колледж вырнаҫнӑ, ҫав шутра Франсуа-Ксавье-Гарно колледжӗ, О’Салливан колледжӗ, Лимуалу колледжӗ, Сент-Фуа колледжӗ тата Сӑваплӑ Лаврентий колледжӗ, ҫавӑн пекех уйрӑм ҫын учрежденисем те пур: Нотр-Дам-де-Фуа колледжӗ, Мериси колледжӗ, Барт колледжӗ.

Многочисленные средне-специальные колледжи расположены в городе Квебек, в том числе колледж Франсуа-Ксавье-Гарно, колледж О’Салливан, колледж Лимуалу, колледж Сент-Фуа и колледж Святого Лаврентия, а также частные учреждения, такие как колледж Нотр-Дам-де-Фуа, колледж Мериси, колледж Барт.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

2006 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе, 491 142 ҫын Квебек хулинче пурӑннӑ, тата 715 515 ҫын — тӗп хула тӑрӑхӗнче.

По данным переписи населения 2006 года, 491 142 человек проживали в собственно г. Квебеке, и 715 515 людей — в столичной области.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Хӗрӗсем ҫемьеллӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Горький хулинче темӗн пысӑкӑш автомобиль завочӗ ӳссе ларчӗ.

Вырос автомобильный завод-гигант в городе Горьком.

Хутӑш вӑрмансен зонинче промышленность епле ӳссе пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Игарка хулинче ҫурт нумай, урамӗсем сарлака, урамсенче электричество провочӗсем карнӑ юпасем лараҫҫӗ.

В самом городе много домов, широкие улицы, столбы с электрическими проводами.

Игарка — полярти порт // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Верхоянск хулинче те пахча-ҫимӗҫӗ лартса тӑваҫҫӗ.

Даже в городе Верхоянске выращиваются овощи.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Верхоянск хулинче сивӗсен 70° та ҫитеҫҫӗ; ку — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи сивӗ вырӑн («сивӗ полюсӗ»).

В городе же Верхоянске морозы доходят до 70° — это самое холодное место на земном шаре («полюс холода»).

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех