Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ, телейсене тупсан, пирӗншӗн те хаваслӑ хӗвел ҫутӑлса килсен, пуриншӗн те лайӑх пулӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук куҫӗнчен хаваслӑ куҫҫуль юхса анчӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хваттерне вӑл хаваслӑ кӑмӑлпа таврӑнчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах вуланӑҫемӗн хӑрани сирӗлсе пычӗ. йӑлтах вуласа тухсан, ӑна каллех хаваслӑ кӑмӑл пырса кӗчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӑнсӑртран хаваслӑ кулӑш тапранчӗ пулсан, мӗншӗн тӑсас мар ӑна.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пире пурӗ те ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: вӑл сирӗн хаваслӑ каҫсене малалла тӑсасшӑн, куракансен хушшинчен тупӑнакан паттӑрпа кӗрешме кӑмӑл тӑвать.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр - унта вӑхӑта хаваслӑ кӑна мар, усӑллӑ та ирттеретӗр.
47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫав ятпа хаваслӑ каҫ пулса иртрӗ.
Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.
Фильчин оркестрӗ хаваслӑ кӗвӗ шӑрантарать.
35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӳрнисем клавишсем ҫийӗн ташланӑ май, пӳлӗме марш евӗрлӗ хаваслӑ кӗвӗ шӑранса сарӑлчӗ.
25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Мӗншӗн хаваслӑ мар апла?
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ялан хаваслӑ Нюҫҫа ун хыҫӗнчен пӑхса юрласа ячӗ, чӑнах та, янравлӑ мар, темле хурлансарах, хӑйӑлти сасӑпа:
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кӗленчене пуҫтарса хурса йӗре-йӗре упӑшкисене аса илме тытӑнчӗҫ: туйсем, ытти хаваслӑ самантсем, ачасен ҫуралнӑ кунӗсем куҫ умне тухрӗҫ, сасартӑках — хура, тӗпсӗр шӑтӑк: упӑшкисене вӑрҫа ӑсатнӑ кун, «вилӗм хучӗсен» вӑрӑм черечӗ.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Туй вӑхӑтӗнче, чӑвашсен вӑл эрнипех пырать, пысӑк тӳшек ҫине Ваҫилен хаваслӑ тусӗсем ҫулталӑкри ачана хураҫҫӗ, хӗрарӑмсем юрла-юрла ачана кимӗ ҫинчи пек ярӑнтараҫҫӗ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Амӑшӗ чӗтрекен аллипе хӗрес хыврӗ, унтан хӑйне хумхантарнӑ, хӗрӗшӗн хаваслӑ ҫуллахи каҫа аса илчӗ.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Купӑсҫӑн хаваслӑ кӗвви хӑй тыткӑнне ҫавӑрса илет те таҫта та илсе ҫитерет.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чӑвашсем ӗҫлеме те вӑйлӑ ӗҫлеҫҫӗ, канма та хаваслӑ канаҫҫӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах та Ванюш пуҫӗнчен тухмарӗ, унӑн сӑмахӗсем хӑлхара янрасах тӑчӗҫ: «Ваҫиле, эсӗ хаваслӑ хӗр…».
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле вӗҫсе пырать тейӗн, унӑн чунӗнче ҫӑмӑл та ҫутӑ туйӑмсем хуҫаланчӗҫ, ҫил те хаваслӑ кӗвӗ каланӑ пек туйӑнчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Ваҫиле… эсӗ хаваслӑ хӗр, — терӗ каччӑ савнийӗн куҫӗсем йӑлтӑртатнине кура.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.