Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав урнӑ шывпа вӑл чӗрӗ ҫынпа кӗрешнӗ пекех кӗрешрӗ.
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав Ҫӗпӗр ачи — ӑна Степа Белов тесе чӗнетчӗҫ — Днепр ҫинчен вӑл урнӑ тесе калатчӗ.Так вот, сибиряк этот — звали его Степа Белов, — он про Днепр говорил: бешеный.
59 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Эсир мӗн? — урнӑ пек пулса кӑшкӑрса ячӗ Король, — Семен Афанасьевич, мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем, пӑхӑр-ха!— Вы что? — в бешенстве крикнул Король, — Семен Афанасьевич, да что они, глядите!
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Кашкӑр хӑйӗн урнӑ сӗлекипе чыхӑнса вилтӗр! — хаяррӑн илтӗнет пур енчен те.— Пусть захлебнется волк в своей бешеной пене! — грозно неслось со всех сторон.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Халь ӗнтӗ Чочойӑн шухӑшӗсене урнӑ ҫил ярса илсе, таткаласа тӑкса, унталла та кунталла ним йӗркесӗр, ним тулккисӗр ывӑтать тейӗн…
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Урнӑ ҫанталӑк ҫаплах асать-ха.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна, тинӗс тӑрӑх хаяррӑн мӗкӗрсе, урнӑ кӑпӑк сурса ҫӳрекен шурӑ тӑрӑллӑ пысӑк хумсем ӑна хӑрушӑ тискер кайӑк кӗтӗвӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шурӑ балахон тӑхӑннӑ ҫынсем ҫаплах урнӑ пек хӑтланаҫҫӗ-ха.
Шурӑ Балахонсен ушкӑнӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кӑна вара Кэукай чӑтма пултараймарӗ: урнӑ пек сиксе Тавыль ҫинелле ыткӑнчӗ.Этого Кэукай уже не мог вынести: не помня себя, он бросился на Тавыля.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шаман ҫаплах урнӑ пек хӑтланать-ха.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫапла та пулкалать-ха тата: сасартӑк вӑл ҫак хӗрарӑм ҫине урнӑ пекех тарӑхса каять, ӑна чӗпӗткелеме тытӑнса шӑлӗ витӗр калаҫать:И бывало так, что вдруг он чувствовал бешеную злобу к этой женщине, щипал её и сквозь зубы говорил:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Столыгина вӑл лӑпкӑн та ҫирӗппӗн каласа хунӑ: эпӗ пачах та айӑпсӑр ҫынсене санӑн урнӑ характерӑнтан ҫӑлма кӑна таврӑнтӑм, анчах та ывӑла кӳрентерме тек ирӗк памастӑп, тенӗ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Мӗне пӗлтерет ку? — ыйтнӑ Столыгин, урнӑ пек тарӑхнипе пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе.— Это что значит? — спросил Столыгин, дрожа всем телом от бешенства.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Сирӗн сиятельствӑн мӗн хушас кӑмӑл пур? — тесе ыйтрӑм эпӗ урнӑ пек ҫилленсе, тарӑхса кайнӑ сасӑпа, — эпӗ вӑйсӑр хӗрарӑм, эсир ӑна халӗ хӑвӑрах куртӑр, анчах та ӗнентерсех калатӑп, эпӗ вӑйлӑ хӗрарӑм пулма та пултаратӑп.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Кӗвӗҫни — пурин те пулакан туйӑм, анчах та урнӑ маврпа ҫав манӑн ӑс паракан тусӑн туйӑмӗсем пӗр пек-и-ха?Ревность — одна страсть, но похожа ли она в бешеном мавре и в нравоучительном приятеле?
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Эпир хамӑртан пилӗк хут нумайрах, лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ, тискер кайӑкла урнӑ тӑшмана хирӗҫ каятпӑр.
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Халӗ ӗнтӗ автоматсем урнӑ пек шатӑртатни илтӗнчӗ; унта та, кунта та гранатсен тӗтӗмӗ тӳрех е чалӑшла ҫӗкленсе тӑчӗ.Теперь была слышна бешеная работа автоматов, и то там, то здесь вставали прямые и косые дымы гранат.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпир тӑрантас ҫине хӑпарса лартӑмӑр; лашасем урнӑ пек ҫырмана кӗрсе кайрӗҫ те станица енчи ҫырана сиксе тухса тулхӑра-тулхӑра, сӗлекисене пӗрӗхтерсе, урам тӑрӑх ыткӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Манӑн умра урнӑ пек талӑрса кайнӑ Андрианов тӑра парать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Адьютант урнӑ пек чупса кӗчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.