Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урайне (тĕпĕ: урай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗнчен таса мар пыльчӑклӑ шыв пӑчӑртатса юхать, таптаса юман урайне варалать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл кӗнӗ-кӗменех урайне лаплатса ӳкрӗ те, хӑй хыҫҫӑн шыв кӳленчӗкӗ хӑварсах, Савантер патнелле тӑватӑ уран упаленсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр, путмар ҫинчен тӑчӗ те путеке урайне ячӗ, вара карчӑка маларах иртсе ларма сӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан малти сулахай урине ҫӗклесе темиҫе хутчен урайне тӑрст! тӑрст! тутарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алли унӑн куркана тытаймасть те, халь-халь ӳкерет, тейӗн, сиксе чӗтрет, ҫавна май куркари шыв йӑрӑлтатса урайне тӑкӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫхине вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ утта, кунӗпе типшӗрнӗскере, чул ӳплен урайне тултса, тӳшек пек хулӑн сарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Акӑ урайне курӑк, йывӑҫ ҫулҫи саратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Урайне тӑп-тапрах пусатӑн ҫеҫ — шӑт-шат туса илет сӗтел йывӑрлӑха тӳсеймесӗр.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Кӑшкӑрса ярса урайне йӑвантӑм.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӑрламан сап-сарӑ урайне килте тӗртнӗ палассем сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Лампа сӳнтертӗм те выртрӑм, Хурал вырӑнпа юнашар урайне выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑвак ҫутӑпа мунча хутса пултараҫҫӗ те, тӗрлӗ курӑк татса килсе, мунча урайне, лапкине сараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӗкӗре урайне хурсан пуҫхӗрлӗ курӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӗтел ҫинчи пысӑк тӗкӗре урайне лартса шакмаксемпе шак шаклаттарса тӗкӗр умӗнче утса ҫӳретӗп.

Куҫарса пулӑш

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑмака ҫине хӑвӑрт хӑпартӑм та кӑҫатӑсене урайне вӑркӑтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир ӑна урайне вырттарса пӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Юрӑ ҫемипе аллине умалла дирижерла хӑмса ячӗ кӑна — алли сӗтел ҫинчи сӑра стаканне шап! шаплаттарчӗ, стакан, ӳпӗнсе, аяккалла вӑнк! вӑркӑнса кайрӗ — хӑмлаллӑ «шӗвек ҫӑкӑр», сӗтел ҫийӗпе юхса, урайне шӑпӑр-шӑпӑр-шӑпӑр шӑпӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Минтевленнӗ «выҫӑ» куҫӗсем кукӑльсене те сӗртӗнкелесе илчӗҫ, вара хӑйсем, ҫырткаласа, ҫимӗҫе ҫӑвара чыхма пикенчӗҫ, купӑста тата аш татӑкӗсене сӗтел ҫине тӗпретсе, урайне тӑкса, сапаласа тултарчӗҫ, анчах ку «деликатес» та юлашкинчен ҫыртакланса ҫеҫ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ӗнине суса ӑна сурӑхсемпе пӗрле кӗтӗве хӑваласа ярсан, кӑтьӑр-катьӑр тумланкаларӗ те, кӗпи аркине чӗркуҫҫи таран ҫӗклесе саппун кантринчен хӗстерсе, пӳрт тата ҫенӗк урайне сӗрсе тухрӗ, унтан кил-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнчӗ те хашш сывласа илчӗ: ку яхӑнта хуҫалӑхра арҫын алли ҫитменни самаях сисӗне пуҫларӗ — ку ваннӑ, вӑл катӑлнӑ, лешӗ ҫӗрсе юрӑхсӑра тухнӑ…

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Кӗркури, пӗшкӗнсе, вӗсене пуҫтарса илесшӗн пулчӗ, анчах «пит тутлӑ» ҫимӗҫ ниепле те унӑн пӳрнисен хушшине лекесшӗн пулмарӗ — лӑчӑрӑнса, вакланса, тусанпа ҫӑрӑнса, урайне ҫеҫ «сӑрласа» пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех