Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упаленсе (тĕпĕ: упален) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ун чух нӳхреп ҫӑварӗ патне упаленсе пынӑ та, картлашка тӑрӑх нӳхрепелле вӑркӑнса аннӑ.

Я заполз на погреб и скатился по лестнице.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ирхине нимӗҫ салтакӗсем чӑтлӑх хӑвасемпе пысӑк чулсем хушшипе пирӗн паталла упаленсе хӑпарма пуҫларӗҫ.

Утром цепи эсэсовцев начали карабкаться по камням и пробираться сквозь кусты к вершине Шевки.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хыҫалтан Васька упаленсе ҫитрӗ.

Сзади подполз Васька.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Чул кӑларакан шырланӑн ҫыранӗ хӗрринче эпир йӗплӗ йывӑҫ тӗми айне упаленсе кӗтӗмӗр те сулхӑна пытантӑмар.

Над обрывом каменного карьера мы заползли под кусты колючего терновника и спрятались в тени.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӗрарӑмсенчен пӗри, аллисене тупӑксем патнелле тӑсса, упаленсе пычӗ.

Одна из женщин ползала по земле, протягивая руки к гробам.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑрттӑн ҫынсем ман ура сассине илтесрен хӑраса, эпӗ тӑватӑ уран упаленсе кайрӑм, унтан сиксе тӑтӑм та, ҫӗтӗк пушмаксемпе ҫатӑлтаттарса, сӑрт ҫинчен анаталла ыткӑнтӑм.

Боясь, как бы тайные люди не услышали моих шагов, я опустился на четвереньки и пополз, потом подхватился и, шлепая опорками, помчался с горы.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кил-йыш ҫинчен ыйтса пӗлме палланӑ ҫынсене шыраса, вӑл йывӑҫ перрон тӑрӑх упаленсе ҫӳренӗ, анчах таврара аманнисен туйисем шакӑлтатнӑ та, ют ҫынсен хаяр сӑнӗсем ҫеҫ вӗлтлетсе иртнӗ.

Он ползал по деревянному перрону, разыскивая знакомых, чтобы расспросить о семье, но вокруг сухо стучали костыли раненых, мелькали чужие, озлобленные лица.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вилӗ патӗнчен те упаленсе урӑх ҫӗре кайса выртма та вӑйӑм ҫитессӗн туянмасть.

И, кажется, даже не смогу отодвинуться от трупа.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Пӑртак канам та, хам паҫӑр выртнӑ ҫӗре упаленсе каям.

Отдохну и поползу на старое место.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Ҫак вилӗ патне упаленсе килесси манӑнне мӗнпур вӑя пӗтерчӗ.

Мое путешествие к соседу меня совершенно измучило.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Анчах тӗлӗнмелле —эпӗ халь хускалма та пултараймастӑп, ун чухне ҫак чӑтлӑха упаленсе ҫитме пултарнӑ!

Странно только, что теперь я не могу пошевельнуться, а тогда сумел дотащиться до этих кустов.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Амансассӑн, ыратнине тӳсеймесӗр, хама хам астумасӑр, ҫакӑнта упаленсе килсе выртнӑ пулмалла.

Должно быть, раненный, я переполз сюда, не помня себя от боли.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман пулмалла ун пекки: аран-аран упаленсе пыракан ҫурма вилӗ ҫынпа ун хыҫӗнчен сулланкаласа пыракан ҫурма вилӗ кашкӑр, — хӑйсен аманса, суранланса пӗтнӗ кӗлеткисене пушхир урлӑ аран-аран сӗтӗрсе пыракан икӗ чӗрчун, пӗр-пӗринпе юлашки кӗрешӗве тухрӗҫ те — харпӑр хӑй пурнӑҫӗшӗн кӗрешме тесе, тытӑҫса ӳкрӗҫ.

какая только бывает в жизни: больной человек на четвереньках и больной волк, ковылявший за ним, — оба они, полумертвые, тащились через пустыню, подстерегая друг друга.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл хайхи тӑватӑ уран упаленсе пынӑ ҫын йӗрӗпе утрӗ, нумаях та каяймарӗ, хайхи йӗр вӗҫне ҫитсе те тухрӗ.

Он шел следом другого человека, того, который тащился на четвереньках, и скоро увидел конец его пути:

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Этем йӗрӗ, анчах этемӗ утса мар, тӑватӑ уран упаленсе пынӑ.

Это был след другого человека, который не шел, а тащился на четвереньках.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Пӗрре вӑл чирлӗ кашкӑр умнех упаленсе пычӗ.

Один раз он подполз очень близко к больному волку.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Кайӑкӗ хӑрах айӑкки ҫинче ҫӑварне карса выртать, вӑл хӑй те унран темиҫе утӑмра ҫеҫ, ун патне упаленсе ҫитме хал ҫитереймесӗр, аякки ҫинче выртать.

Она лежала на боку, тяжело дыша, и он, тоже тяжело дыша, лежал в десяти шагах от нее, не в силах подползти ближе.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ӑна-кӑна уяса тӑмарӗ ӗнтӗ вӑл, кутамккине хывса хучӗ те, тӑватӑ уран упаленсе хӑмӑш хушшине, чи чӑтлӑх ҫӗре кӗрсе кайса, ӳсентӑранпа тӑранса пурӑнан выльӑх-чӗрлӗх пекех, чаплаттарма тытӑнчӗ.

Он сбросил свою поклажу и на четвереньках пополз в камыши, хрустя и чавкая, словно жвачное животное.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вара вӑл ҫурӑм хыҫӗнчи кутамккине ҫӗре хучӗ те, вӗсем патне, кушаксем салакайӑксем патне шӑвӑнса пынӑ пек, ерипен, вӑрттӑн упаленсе пыма тытӑнчӗ.

Потом, положив тюк на землю, стал подкрадываться к ним ползком, как кошка подкрадывается к воробьям.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Хуҫӑлакан металл кӑчӑртатать, марсиансен кайӑкла сасси чӗвӗл-чӗвӗл, капмар ҫунат сывлӑшалла кӑштах ҫӗкленсе чалӑшрӗ те арканнӑ карап айӗнчен упаленсе тухакансем ҫине шаплатса ӳкрӗ.

Раздался треск ломающегося металла, птичьи крики марсиан, огромное крыло мотнулось по воздуху и пришлёпнуло уползавших из-под обломков.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех