Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳр сăмах пирĕн базăра пур.
тӳр (тĕпĕ: тӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана шӑпах Магаев Альберт сочиненине тӗрӗслеме тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗррехинче Пуриса мӑшӑрӗ Зина, вӑтам пӳллӗ, ҫырӑ сӑн-питлӗ, тулли лӗпӗшке кӑкӑрлӑ тӳр пилӗк, хӗр ҫулӗсенчех хӑйӗн аскӑнлӑхӗпе «вутпа шыв та йӗс пӑрӑх витӗр вараланса тухма» ӗлкӗрнӗскер, кӑвайтри тип шанкӑ пек ҫатӑртатса хӑйпе тавлашакансене виҫ минутрах вӗри сӑмах купи айне тӑваканскер, упӑшкине икӗ йӑлтӑркка пӑр шӑрҫа пек чакӑр куҫӗпе кӑнн! тирӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, шкул пурнӑҫӗнче вӗсен пӗрле, юнашар е тӗлме-тӗл пулма та тӳр килчӗ, ун пек авӑксенче вӗсем, ҫывӑх, тӗпри калаҫӑва ӑшра тытса, ӳлӗме хӑварса, пӗр-пӗринпе пӗр-ик сӑмахпа ҫеҫ сывлӑхлашкаларӗҫ, чикӗллӗ, сӑпайлӑ шӳтлекелени-кулни те пулчӗ, ытти мӗн калас тени, тӗпри, вӗсен ӑшӗнче ҫурхи пӗрремӗш ҫеҫпӗл ҫеҫки пек ачашшӑн, ҫӗрле ӳкнӗ ирхи сывлӑм пӗрчи пек тасан упранса пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитмӗлелле ҫывхарса пыракан Уртем Михалине курорт-санаторисенче канма тӳр килменччӗ-ха, кӑҫал, ак, пенсие тухичченех ӗҫленӗ совхозран хистесех путевка тыттарчӗҫ те карчӑккипе канашлакаланӑ хыҫҫӑн «Хӗвел шевли» ятлӑ канмалли ҫурта кӗрлеттерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ҫак илемлӗ те тирпейлӗ тӑхӑнса ҫӳрекен хӗре малтан та курнӑ Сима, анчах ҫывӑххӑн калаҫма тӳр килменччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тепӗр чухне, тен, кӗрсе курма та тӳр килӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ӗҫрен Ревлен Петровичӑн ӑнсӑртран тенӗ пек Лидӑпа пӗрле тухма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Семинаринче вӗренсе тухас кунсем ҫывхараҫҫӗ, пусӑрӑнарах вӗренме тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

20 ҫул каялла куккан ҫарти кун-ҫулне тӗпчесе Елчӗк районӗнчи ҫар комиссариатӗнчи документсемпе паллашма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Пирӗн мӑнукӑн Денис Красновӑн та асӑннӑ ҫар операцине хутшӑнма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Анчах вӗсен пӗрин те хӑйсен вырӑнӗсенче ӗҫлеме тӳр килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Ҫакӑн пек районтан килнӗ ятлӑ ҫынсене хамӑр пурнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартма паян тӳр килнӗшӗн ҫав тери хӗпӗртерӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн аттене ҫав яла шкул директорӗ туса янӑччӗ те, манӑн та унта пӗрремӗшпе иккӗмӗш классенче вӗренме тӳр килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Объектсене пӗтӗмпех паянхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑмалла условисем.

Условия, которые должны приходить на объекты полностью с сегодняшней жизнью.

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

— Хӗрӗн хӗрӗх тус текелесе тӳр сӑмахран пӑрӑнса ан лар.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ярмушкари шкулта та ку хумхануллӑ саманта курма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

Район пуҫлӑхӗсемпе калаҫма та, ӗҫлеме те сахал мар тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Тӑван поселокра 33 ҫул ӗҫлесе пурӑнтӑм, кампа кӑна тӗл пулса калаҫма тӳр килмен пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Тен, унта, унӑн тарҫине, Ивана та, курма тӳр килӗ, — сӗнчӗ Мария Федотовна.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Каҫарӑр, манӑн сире ҫак ҫи-пуҫпах кӗтсе илме тӳр килчӗ, эсир килессе пӗлмерӗм.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех