Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗсрех (тĕпĕ: тӗрӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсборн-Тернерӑн тӗлӗнмеллерех шухӑшӗ — вӑл хӑйне яланах Алисӑпа пӗрле, тӗрӗсрех, шӑпах вӑл суту-илӳ кантурӗн служащийӗ Ренгольд пек туйни; ҫакна сирсе яма ниепле те вӑй ҫитереймест.

Причудливой мыслью Эсборна-Тернера являлось неотгоняемое представление, что он всегда с ней, в лице этого Ренгольда, служащего торговой конторы.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Анчах пӗррехинче Дрэп унӑн сӗтелӗ ҫинчи тирпейлӗх е, тӗрӗсрех, япаласен хӑнӑхнӑ арпашӑвӗ нӗрсӗр-латсӑр симметрие куҫнине асӑрхарӗ, ҫавна пула вӑл манжетсем ҫине ҫыра-ҫыра хунисене темле шырасан та тупаймарӗ — манжечӗсене вӑл ан хускалччӑр тесе самай йывӑр бронза ӑмӑрт кайӑкпа хупласа хураканччӗ; ҫухалнӑскере таса мар кӗпе-йӗм карҫинккинче тупрӗ те тара тытнӑ хӗрарӑма ятласа тӑкрӗ; ку та парӑмра юлмарӗ — вӗриленсе кайса Дрэпӑн ӑс-тӑн пултарулӑхӗ йӗркеллех мар тӑрӑмра иккенне евитлерӗ.

Но раз Дрэп нашел, что порядок или, вернее, привычное смешение предметов на его письменном столе перешло в уродливую симметрию, благодаря которой он тщетно разыскивал заметки, сделанные на манжетах, прикрытых, для неподвижности, бронзовым массивным орлом, и, уследив, наконец, потерю в корзине с грязным бельем, круто разошелся с наемницей, хлопнув напослед дверью, в ответ чему выслушал запальчивое сомнение в благополучном состоянии своих умственных способностей.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Ҫынсенчен вӑл лайӑх пӗлекен хӑйне евӗрлӗ шӑршӑ перет, — тӗрӗсрех, вӗлерӳн нервлӑ ток шӑрши, тӗп тӑваканскер, кӗрет.

От людей несло особым, хорошо знакомым ему запахом истребления, вернее, нервным током убийства.

V. «Эпир ку». Арӑсланпа шакалсем. Арӑслансем мӗнрен хӑраҫҫӗ. Вӗҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Шухӑшӑма ҫеҫ каларӑм, ӑна опытпа ҫирӗплетрӗм: Александр Гринӑн хӑйне евӗрлӗ стильне ҫӗр проценчӗпех чӑвашлатма пулать, тӗрӗсрех — чӑвашлатрӑм теме хӑюлӑх ҫитеретӗп.

Я только высказал свое мнение, подтвердил ее опытом: уникальный стиль Александра Грина можно на сто процентов перевести на чувашский, а вернее — осмелюсь сказать, что я это и сделал.

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

Ҫак ыйту лартакан тӗллевсем, тӗрӗсрех, шухӑшсем, тепӗр чухне чуна уҫса калаҫма хӗтӗртеҫҫӗ.

Цели, вроде поставленной им, — вернее, намерения — толкают иногда к откровенности.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Эпир ҫил-тӑвӑла лекрӗмӗр; хӑшӗ ҫамкине ҫурман — тӗрӗсрех.

Нас захватил ураган; кто не разобьет лоб, тот и прав.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ана халӗ хӑй кӑштах ҫирӗпленнӗн туйӑнать; тӑрса ларсан Нок пиншак аҫлӑкне туртса ҫурчӗ, хура пусма татӑкӗнчен пуҫне тӑхӑнмалли лӗнчӗр-лӗнчӗр япала, тӗрӗсрех, хупламалӑх ҫыхӑ васкавлӑн майлаштарчӗ, унӑн капашӗпе ӑнӑҫлӑхӗ пирки шухӑшлас килмерӗ.

Как показалось ему, — он окреп; встав, Нок вырвал у пиджака подкладку и наскоро устроил из кусков черной материи род головного убора — вернее, повязку, о форме и удачности которой ему не хотелось думать.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Эпир шуйттансен тискер аллинче, тӗрӗсрех — паллӑ мар хатӗрсен витӗмӗпе пулса тӑнӑ хӑрушла чӑнлӑхра, ҫав хатӗрсене пирӗнтен нихӑшӗ те тытса пӑхаймасть, курма мехел ҫитереймест; эпир пӗтӗм тӗнчерен татӑлнӑ, нимӗн те ӑнланмастпӑр, айӑпсӑрскерсем, ӑна ҫухатаканскерсем — кӗҫех вара ӑсран йӑлтах тайӑлатпӑр та сывлӑша тискеррӗн ҫурса улама-ӳлеме тытӑнатпӑр.

Отданные во власть дьявольского кошмара, а вернее — ужасной действительности, достигшей, с помощью неизвестных нам средств, совершенства неуловимости — мы, отрезанные от всего мира, ничего не знающие, невинные, теряющие рассудок, скоро совершенно сойдем с ума и огласим воздух дикими завываниями.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Йышӑнатӑп: ҫак вунӑ ҫуллӑха синкерлетнӗ тӗлӗнмелле ӗҫсен йывӑрлӑхне пӑхмасӑр — эпӗ самаях мӑнаҫлантӑм, тӗрӗсрех — этем сывлӑшри вӗҫев енӗпе, радио, хими енӗпе, тинӗс тата артиллери техникинче генилле ҫӗнтерӳсем тунипе паллаштарнӑ хыҫҫӑн хама ҫак ҫурма Робинзонсенчен чылай ҫӳллӗрех туйрӑм.

Сознаюсь, что, несмотря на тяжесть событий, омрачивших это десятилетие, я испытывал невольное чувство гордости, вернее — превосходства над этими полуробинзонами, когда стал рассказывать о гениальных завоеваниях человека в области воздухоплавания, радио, химии, морской и артиллерийской техники.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Укҫуна пирӗн пӗрлӗхӗн яланхи шучӗ ҫине хывни тӗрӗсрех; кунта унпа ӑслӑн-тӑнлӑн усӑ курни сана япала-мӗн енчен те, ӑс-хакӑл тӗлӗшпе те юп кӳрӗ.

А деньги положить на текущий счет нашей общины, где разумное употребление их принесет тебе вещественную и духовную пользу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Виҫине пӗлмен нумай ҫынпа мӗн пулса иртет — Пэдпа та ҫавах: унӑн кӗлеткин ӗренки, нервсем ҫукки ӑратлӑ вӑкӑра аса илтереҫҫӗ: вӑл тӑранайми ӗҫет, тӗрӗсрех — кӳпет.

С Пэдом происходило то, что происходит со многими неумеренными людьми, если их телесное сложение и отсутствие нервов хотя отдаленно напоминают племенного быка: он впился.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тӗрӗсрех каласан, Ехвинӗн мунчинче.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпание кӑна мар, Сидор, тӗрӗсрех, Иванский виллине те, утара ухтарнӑ хыҫҫӑн тупнӑ япаласене те тӗпчемешкӗн пӗрле илсе, хӑвӑртрах ҫитес тесе хурахсене хӑйсен лашисене утлантарсах, отряд часах ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ыран, тӗрӗсрех ӗнтӗ паян, хӑвах курӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗсрех, ытларах Никифоров калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах чӑннипе вӑл хӑй вӑхӑтӗнче, тӗрӗсрех каласан, ҫирӗммӗш ҫулта поляксем аллине тыткӑна лекнӗ хыҫҫӑн, Совет влаҫӗ умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ: тыткӑнран тарнӑ чухне хӑйӗн командирне вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иккӗмӗшӗнчен, хурахсенчен паллӑраххисем, тӗрӗсрех каласан, таркӑна тухнисем пӗрисем — Йӗпреҫрен кӑнтӑрарах енчи тутарсем, теприсем — Йӗпреҫрен ҫурҫӗртерехри чӑвашсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, кирлӗ пулсан, ҫак ҫуртӑн хыҫалти, тӗрӗсрех, урайӗнчи вӑрттӑн алӑкӗнчен тӳрех ҫырмари чӑтлӑха чӑмма пулать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗсрех, ӗмӗчӗсене?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗнле… путсӗр ҫын пулам эп? — ӑнланаймарӗ, тӗрӗсрех, ӑнланасшӑн пулмарӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех