Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗслесе (тĕпĕ: тӗрӗсле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гаврилов ҫамрӑк, ача темелле, паллах, ун ыттисенчен юлас килмест, интереслӗрех ӗҫ тӑвас килет, апла мӗншӗн-ха ачана сӑнаса, тӗрӗслесе пӑхас мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл яланхи пекех чи малтан чӗпӗсене тӗрӗслесе ҫаврӑнчӗ, унтан тин люцерна тураса ларакан Лена патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл, ӗҫри юлташӗсене килӗсене ӑсатса ярсан, чӗпӗсен клеткисене тепӗр хут тӗрӗслесе ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Клеткӑсене кашнине тӗплӗн тӗрӗслесе тухнӑ хыҫҫӑн тин унӑн чӗри савӑнӑҫпа тулчӗ, кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Продукци пуҫтаракансен ӑна хакламалли прибор пулмалла, унпа тӗрӗслесе пахалӑхне уҫӑмлатмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Александр Николаевич вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхне, «Восток» кооператив председательне Валерий Михеева, депутатсене ку лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑма, пӗрле вӗҫне ҫитерме хушса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

— Унти ачасем, иртнӗ ҫул вӗрентнӗ учительница ҫине тӑманнине пула, хӑйсене йӗркесӗр тытаҫҫӗ, тетӗр, куна пӗлетӗп эпӗ, ман хамӑн пултарулӑхӑма йывӑрлӑхра тӗрӗслесе пӑхас килет, пӗччен ҫӗнме вӑй ҫитмесен, эсир те пулӑшӑр, ытти учительсем те пулӑшма хирӗҫех пулмӗҫ, — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Кӑштахран тетрадьсене тӗрӗслесе ларакан класс ертӳҫи патне пырать те ҫапла калать:

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Директор ҫак кунран пуҫласа кухньӑна тӗрӗслесе тӑма вӗренекенсене хӑйсене хушать.

Директор отныне поручал контроль на кухне самим учащимся.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Урсэкие дормиторсенче, чирлисен изоляторӗсенче, маччасем ҫийӗнче тӗрӗслесе ҫӳрерӗ те, кӗҫех вара ачасене пурне те хӑйпе пӗрле ӗҫе ертсе пычӗ.

Урсэкие взял на себя еще контрольный рейс по дормиторам, по изолятору с больными, по чердакам и всех ребят привел на работу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чи малтан хӑй тӑракан сак ҫирӗппипе ҫирӗп маррине тӗрӗслесе пӑхрӗ те Бундук татӑлса ӳкнӗ кӑсӑрукне тупасшӑн пулнӑ пек картузне ҫавӑркаларӗ, унтан вӑйлӑ та хулӑн сасӑпа калама пуҫларӗ:

Удостоверившись сперва в прочности скамьи, на которой он стоял, Бундук повернул картуз, как бы в надежде найти отсутствующий козырек, затем глуховатым, но сильным баском сказал:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах та вӑл ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн чӑтса ирттерет, кӑна хӑйӗн чӑтӑмлӑхне тӗрӗслесе пӑхмалли экзамен вырӑнне шутласа, уншӑн хӑй ӑшӗнче савӑнать те.

Но он не обращал внимания на эти лишения и втайне даже гордился ими, считая, что таким образом он как бы держит экзамен на стойкость.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тин кӑна туяннӑ инструмента тӗрӗслесе пӑхас шутпа пулас, вӑл пӗтӗм вӑй-халне пухса дрымба калать.

Он играл что было мочи на дрымбе, испытывая, по-видимому, только что купленный инструмент.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чылай чухне вӑл, ачасене сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн шӗлепкине тата класс журналне кафедра ҫине пырса хурать, урокра кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе те тӑмасть, ячӗшӗн тумалли йӗркесене пӑхӑнмасӑрах тӳрех вӗрентме пуҫлать.

Нередко, поздоровавшись, он бросал на кафедру шляпу, журнал и, не делая переклички, не соблюдая никаких формальностей, сразу начинал:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене ҫак программӑсене пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хастар хутшӑнма, Чӑваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерствине вара ҫирӗплетнӗ плансене пурнӑҫа кӗртес ӗҫе йӗркелесе тата тӗрӗслесе тӑма ыйтатӑп.

Прошу органы местного самоуправления активно включиться в их реализацию, а Минпромэнерго Чувашии обеспечить должную координацию и контроль реализации утвержденных программ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Тӗп больница муниципалитетри 32 пин ҫыннӑн сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнисӗр пуҫне кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Елчӗк округӗсен пациенчӗсемшӗн те яваплӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44128-patsh ... v-kur-ml-4

Вӗсем пациентсен сывлӑхне тӗрӗслесе вырӑнтах диагноз лартма тата ҫийӗнчех тӗллевлӗ сиплев ӗҫне пуҫӑнма май параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44128-patsh ... v-kur-ml-4

Сӑмах май каласан, пӗлтӗр ҫул-йӗр условийӗ тивӗҫтернине тӗрӗслесе 44 акт, должноҫри ҫынсене 21 асӑрхаттару ҫырнӑ, пурне те саккунпа килӗшӳллӗн айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Ҫакӑ йӑлтах Евсей Антоныч хӑй, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр, ялан халӑхпа пӗрле пулнӑран, халӑха ӗҫлеме хавхалантарнӑран, мӗн пур ӗҫе тӗрӗс йӗркелесе, тӗрӗслесе пынӑран килнӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унчченхи ҫулсенче тунӑ преступленисем пирки те, хӗҫ-пӑшалпа, наркотиксемпе саккуна пӑсса усӑ курнине тӗрӗслесе тӑрассипе те, тарса ҫӳрекен преступниксене шыраса тупас тӗлӗшпе те ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех