Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмасть (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- кам яланлӑх Раҫҫей тулашӗнче пурӑнать тата ҫар учетӗнче тӑмасть пулсан.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Каччӑ хӑйне пӗр-пӗр хӗр кӑмӑла кайсан ун тавра нумайччен явӑнкаласа ҫӳрет, нихҫан та ун умне улшуҫ пек пырса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тенее ял ҫыннисем пӗлеҫҫӗ — вӑл сӑмах илчӗ пулсан хӑраса тӑмасть, калас пеккине йӑлт калать.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӗкӗр хуласенче тӳре-шара, паллах, тетпе ҫеҫ калаҫмасть, ҫӗнӗ хыпарсене «тет» урлӑ ҫеҫ илсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗре тарҫи-тӗрҫине пӑхса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑйӗн ӗҫне пӗлекен юмҫӑ ыйтса тӑмасть, йӑлтах хӑй калать.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах иккен, хуйхӑллӑ ҫынра сӑн тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ята илтес марччӗ тесе пӗрре те чӗтресе тӑмасть каччӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куҫӗ ҫамрӑк ҫыннӑнни пек вутла ҫунса тӑмасть пулсан, шӑлӗ шур шӑрҫа пек шап-шурӑ та пӗр тикӗс пулмасан ҫитмӗл-сакӑр вуннӑран иртнӗ старик темелле ҫав.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗк вӑл камӑн пулнӑ, халь ун хуҫи кам шутланать — мӑрса ӑна ыйтса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чухне Сафана ӳкӗтлетчӗ-ха тата, кам та пулин айӑпа кӗрсен ӑна: ытла хытӑ чӗреллӗ ан пул, тепринче вӑл сана хирӗҫ тӑмасть тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑннӑ ҫын, хулана илейменнишӗн чунтан тарӑхнӑ воин ҫул ҫинче ниме те хӗрхенсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем тесен те Пикпулат пек мӑка этем мар ӗнтӗ, пӗр сӑмах каличчен ҫур кун шутласа тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аш-пӑш апачӗ пӗҫернӗ чух чи ҫуллӑ татки — ҫак кушак тӳпи, сак айӗнчи чашӑкра сӗт нихҫан татӑк тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ҫулла утара пырса вӗлле ҫӗмӗрсе пыл ҫиме ҫӑмламас упа та ӳркенсех тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Мӗншӗн тесен вӑл тепӗр чух суеҫтерме те вӑтансах тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Михала яланах халӑхпа, хӑй те алсене кӗсьене чиксе тӑмасть, ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫӑмарта ҫинче шыв тӑмасть, юхса анатех.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Пӑрушне ҫавӑтса тухичченех вӑл хуралҫӑна укҫа тыттарать, лешӗ турткалашса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ӑна-кӑна пӑхса тӑмасть кӑра ҫилӗллӗ Элекҫи.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех