Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухмасӑр (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ют ҫӗре йерлесе ан ҫӳре, чипер ятран тухмасӑр ырӑ шухӑшпа пурӑн.

И чтоб имя свое не посрамил, своим умом жил, по свету зря не мотался.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫур уйӑх ӗнтӗ пӗр тухмасӑр ҫапӑҫатӑп, ҫавӑнпа ҫыраймарӑм та.

Вот уже полмесяца, как я непрерывно в боях, потому и не писал.

Ҫырусем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ӗҫне тусан, сӑмахӗ тухмасӑр пулмасть, вара пӗтӗм ял халӑхӗ тем курас пур…

Тайно его сделать не удастся — шила в мешке не утаишь, и, коль прознает народ, тут уж вся деревня ходуном заходит…

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑрттан Имечӗ, сӑмахран каласан, Мишшана ӗлӗкхинчен те ытларах юрата пуҫларӗ, вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫине ирӗн-каҫӑн кун сиктермесӗр тенӗ пек кӗрсе тухмасӑр чӑтаймасть, кӗрешмелли мелсене те Мишшана пикенсех вӗрентет.

А победитель нынешнего агатуя Шырттан Имет не пропускает и дня, чтобы не заглянуть в кузню, — любит он Мишу и старается передать ему все секреты своего мастерства.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗпер енчен тапӑнма тапратсан, пушар тухмасӑр пулмасть, ҫемье архивне ҫунтарни вара Ваттисенчен мӑшкӑллани пулать, — ҫавӑн пек туйӑннӑ Говэна.

Если начать штурм со стороны моста, неизбежен пожар, а Говэну казалось, что сжечь семейные архивы все равно, что убить своих предков.

ХI. Курма пӳрни пекех хӑрушӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Килсе кӗнӗ шухӑша вӗҫне ҫитичченех шухӑшласа тухмасӑр пӑрахайман.

Он не считал себя вправе отказаться от какого-нибудь дела, пока не доводил его до конца.

II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Тен эпӗ йӑнӑш ҫул суйласа кайрӑм пулӗ, анчах эпӗ хам йӑнӑшнине ҫак галерийӑн вӗҫне тухмасӑр уҫҫӑн татса калаймастӑп.

Возможно, что я избрал неверный путь, но я удостоверюсь в своей ошибке лишь тогда, когда мы дойдем до конца этой галереи.

XIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вӗсенчен пӗрисем Мичуринсем пулаҫҫӗ, теприсем Дежнёв пек ҫӗнӗ ҫӗр шырама тухса каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсенчен Ломоносовсем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, тӑваттӑмӗшӗсем килӗсенчен тухмасӑр, ҫӗнӗ ҫӗрсем шырамасӑр тата походсене каймасӑр, ҫап-ҫара чул тусене пурӑнма юрӑхлӑ тӑваҫҫӗ, вӗсене мӑнукӗсем тата манукӗсен ачисем валли хатӗрлеҫҫӗ.

Одни из них становятся Мичуриными, другие уходят открывать новые земли, как Дежнев, третьи вырастают в Ломоносовых, а четвертые, не уходя из дому, не совершая открытий и походов, обживают голые скалы, готовят их для внуков и правнуков.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Яланах кунта пурӑнса, вӑхӑт ҫитиччен кӑна халӑх хушшине тухмасӑр тӑнӑ евӗр, вӗсем хӑйсене хӑюллӑ тытаҫҫӗ, килӗшӳллӗ те ӑслӑ сӑмахсем туха-туха калаҫҫӗ.

Держались они, однако, непринужденно, точно всегда были здешними, только не показывались до времени на миру, и выступали дружно и умно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ниҫта та тухмасӑр килтех ларнинчен ырри ҫук.

Самое разумное было оставаться.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ан тив, ҫӗмӗрсе тӑкчӑр пире, анчах эпӗр тухмасӑр тӑма пултараймастпӑр.

Пусть нас разгромят, но мы не можем не выступить.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Анчах харпӑр хӑйне ҫапла картран тухмасӑр тыткаласси вӑраха пымарӗ.

Однако известная сдержанность была кратковременной.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вӑл гостиницӑра, пӳлӗмрен тухмасӑр тенӗ пек, тата никама курмасӑр ултӑ эрне пурӑнчӗ.

Целых шесть недель прожил он в гостинице, почти не выходя из комнаты и решительно никого не видя.

XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Турӑ ирӗкӗнчен тухмасӑр пурӑнсан, вӑл ҫапла ырӑ тӑвать.

Вот что значит полагаться всегда на волю божию, это в конце концов самое лучшее.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пристаньрен икӗ миля анса, сулла Миссисипи варрине илсе тухмасӑр та эпӗ лӑпланаймарӑм.

Я не мог успокоиться до тех пор, пока плот не очутился на середине Миссисипи, двумя милями ниже пристани.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кӗсйӳне ҫурта чик, Джим: пӗтӗм пӑрахута ухтарса тухмасӑр, эпӗ пурпӗр лӑпланаймастӑп.

Сунь в карман свечку, Джим: я не успокоюсь, пока мы не обыщем весь пароход.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тепӗр самантранах анаталла тапранса кайрӑм, пӗр сас тумасӑр, хӑвӑрт, ҫыран хӳтлӗхӗнчен тухмасӑр ишрӗм.

В следующую минуту я уже летел вниз по течению, без шума, но быстро, держась в тени берега.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Элен ҫав хушӑра, майор кӑтартнисемпе усӑ курса, Мюльредине ниҫта тухмасӑр астӑвать, ун валли пурне те тӑрӑшса тӑвать.

Элен, руководствуясь указаниями майора, тем временем неотступно дежурила у постели Мюльреди, окружая его величайшей заботой.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унта кӑтартса панин вӗҫне-хӗррине тухмасӑр кӑмӑла хуҫмашкӑн иртерех-ха!

Пока мы не исчерпали до дна это указание, рано приходить в отчаяние.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Блюмштейн епле те пулсан хӑйне нумайтарах илесшӗн, рабочисене сахалтарах тӳлесшӗн, ҫавӑн пирки типографи, рабочисем ӗҫӗ тухмасӑр тӑнипе, пӗрре ҫеҫ мар ик-виҫӗ эрнелӗхе хупӑна-хупӑна ларать.

Блюмштейн норовил урвать побольше, заплатить поменьше и на этой почве не раз закрывалась на две-три недели типография: бастовали типографщики.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех