Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусӗ (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗ хӗрӗ хӑйӗн ҫырӑвӗпе пӗрле тепӗр ҫыру ярса панӑ: ӑна Костьӑн тусӗ — Николай Григорьевич Шатров ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл хӑйӗн вырӑс тусӗ Кузнецов революционер пулӑшнипе суя паспорт туянса хӑма ҫуракан савӑта ӗҫе вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Микулан тусӗ вырӑс рабочийӗ, Кузнецов калани чӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тусӗ мӗнрен хӑранине тинех ӑнланса илчӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Текех санӑн никамран та хӑрамалли ҫук, — терӗ тусӗ, хӗре ҫурӑмӗнчен лӑпка-лӑпка ачашласа.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсен шутӗнче Санюкӑн ачаранах савса-юратса ӳснӗ тусӗ Савруш та пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ Хрестук: «Ну, ҫитӗ, Сергей!» — терӗ те тахӑш самантра тӳрленсе те ларчӗ, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрне хулӗсемпе хӗстерсе ҫӗклерӗ, саппун умне турткаласа тӳрлетрӗ, тутӑрӗ айӗнчен тӑнлавсем ҫине тухнӑ кӑтра сарӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫеҫ тӗкӗнмерӗ: тусӗ вӗсем ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларма юратнине вӑл аван чухлать.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук савнӑ тусӗ михӗ ҫӗклесе каҫнине те, вӑл каялла васкаса кайнине те аванах курса тӑчӗ, анчах тухса сӑмах таврашӗ хушмарӗ: ытла та аван мар пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан вашт! ҫеҫ ҫӗре сиксе анчӗ, аллинчен тытса Хветута анма пулӑшрӗ, хӑй тулли миххе ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ те савнӑ тусӗ пурӑнакан уксах Усли патнех ҫитерсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуп тусӗ ҫапла вӗрентсе хӑварнӑччӗ: «Таблетка ҫӑтнӑ хыҫҫӑн ҫур сехетрен хӑв сисмесӗрех ҫывӑрса каятӑн та кайран тап-таса пуҫпа вӑранса каятӑн», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Сергей? — тусӗ енне ҫаврӑнса ыйтрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сана эп каплах хӑравҫӑ тесе шутламанччӗ, — терӗ те хӗр, тусӗ енне ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кам хирӗҫ — вӑл Совет влаҫӗн тӑшманӗ, класс тӑшманӗ, кулаксен тусӗ тет те, ним калама та аптӑрамалла, — ӑнлантарма тӑрӑшрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей Хрестука шыраса пӗтӗм ҫурт-йӗр тӑрӑх чупса ҫаврӑнчӗ — тупаймарӗ: унӑн тӳпери ҫутӑ ҫӑлтӑр пек, ҫурхи хӗвел пек тусӗ шыва путнӑ пек ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакна ҫемье тусӗ витӗм кӳрӗ.

Положительную роль в этом может сыграть друг семьи.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахматек, унӑн чи ҫывӑх тусӗ, вӗсен майлӑ ав.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Леш шӗкӗ пулӑ, Усеин-Сеит юратса ҫиекенни, — терӗ тусӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аттен тахҫанхи тусӗ тесе пӗлтерсе хурам: ҫак кунсенче пирӗн пата ҫӗнӗ хан персе ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун тусӗ Сарри мӑрса пӑлхавҫӑсемпе ҫыхланнӑ тет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тусӗ, Аттеней, темле вӑрҫсан та илмерӗ ҫын ҫӗлӗкне.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех