Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗҫ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн та, Эчан Саныча ҫав каҫхине колхозниксем актсӑр-мӗнсӗрех «списать» турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Сцена турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ишӗлнӗ тӗлсене сиплесе штукатурка турӗҫ, унтан шуратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӗрӗпе пынӑран тата ҫырла ырлӑхне кура, аслисем канма турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ялти ытла чухӑн ҫынсен ачисене аппа хамӑрпа илсе каяс терӗ, ҫавӑнпа ялтан пире лав пама турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав тухатмӑш карчӑк вилтӑприне алтса, ун шӑтӑкне 40 витре шыв яма турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халь укҫа, тырӑ пуҫтарса пупа чӗнтерме турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗсемех ҫырткалама та пикенчӗҫ: пӗчӗк кукӑльсене алла илчӗҫ те ҫыртса илнӗ пекки турӗҫ, ҫини-ҫими чӑмлакаласа ларчӗҫ, анчах ҫисе ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Сасартӑк Полбутылкин-ҫур кӗленче пат шӑпланчӗ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сив тар тапса тухрӗ, пуҫлӑх ҫинче ҫивӗчлетнӗ куҫӗсем кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла чарӑлса кайрӗҫ, тути хӗррисем пӗрре шуралчӗҫ, тепре кӑвакарчӗҫ, мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Арҫен куҫӗпе, ӑна темле сехре «автомашина фарипе» кӗретленсех курӑннӑ пек, малтан эрех тултарнӑ Кӗркури стаканне, унтан хӑй стаканне тӑнн та тӑнн! тирӗнчӗ, тутисем тем каласшӑн мӑкӑль-макӑль турӗҫ, юлашкинчен куҫне аяккалла тартрӗ те сӑмаха вӑлт! пӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Фельдшер, ӗнтӗ хӑйне ҫын хисепӗнчен тухнӑ, вараланчӑк ҫи-пуҫлӑ, шӑмма-шакка лутӑркаса мекеҫлентерекен кирпӗч ӗҫӗнче курса, тӑр-тӑр-тӑр ҫӳҫенсе, хӑртанса, хура тӗтӗм палкамӗ пек туртӑнса илчӗ, кӑвак тивнӗ тутисем мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫапла турӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑтмарҫӑ-студентсем хӑйсемех ҫапла йышӑну турӗҫ: пӗри михӗсене вакунтан ун алӑкӗ умне йӑтса тӑрать, виҫҫӗшӗ вӗсене, михӗсене, машинӑсем патне ҫӗклеҫҫӗ, иккӗшӗ — ҫӑксене «хурҫӑ урхамахсен ҫурӑмӗсем» ҫине йышӑнса, туртса хӑпартса, кирлӗ пек пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн майлаштарса лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурте самант пӗр «чышка чӑмӑртанса», ку ӗҫе пӗр тӑхтаса тӑмасӑр туса пӑрахма йышӑну турӗҫ

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полинӑпа курса калаҫма вӑл пурӑнакан яла пуҫтарӑннӑччӗ ҫеҫ (хальхинче ҫуран), сасартӑк пульница каллех хӑйне аса илтерчӗ — ку хутӗнче ҫамрӑк качча вар аннинчен операци турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сеткисенчен ҫуршар буханка хура ҫӑкӑр, сӗт кӗленчисем, килька чӗркемӗсем кӑларчӗҫ те каҫхи апат пекки турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем, паллах, учительсене вӑй-халне шеллемесӗр, пысӑк ӑсталӑхпа, лайӑх вӗрентнӗшӗн чун-чӗререн тав турӗҫ, вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑларма сӑмах пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрӗн аллисем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрерӗҫ, тутисем тем каласшӑн пулса мӑкӑль-мӑкӑль турӗҫ — вӑл зажигалка ҫулӑмне майӗпен, ал лаппипе варкӑшран хӳтӗлесе хуҫнӑ хӑрӑк туратсен купи айне илсе пычӗ, чылайччен муритленсе, куҫне тӗтӗм кастара-кастара, ӑна чӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑнтах иккӗн кӗчӗҫ, ват ҫынна хыпалансах укол турӗҫ, урӑх пӳлӗме ҫавӑтса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗрисем ҫӗнӗ ҫулхи стена хаҫачӗ валли статьясем ҫырчӗҫ, теприсем ӳкерчӗксем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех