Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунсӑх сăмах пирĕн базăра пур.
тунсӑх (тĕпĕ: тунсӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче каҫхине, шӑрӑх кун хыҫҫӑн, шӑппӑн, кӑпӑшшӑн шурса пыракан чӳрече умӗнче д'Обремон темшӗн питех те тунсӑх сӑнпа икӗ сехете яхӑн хускалмасӑр ларчӗ; вӑрманӑн хӗвел аннипе пӗрле тӗксӗмленекен тӑррине сӑнать-ши?

Раз вечером, после жаркого дня, у окна, бледневшего тихо и пышно, д'Обремон, смотря на закатные верхи леса, просидел с очень что-то грустным лицом часа два.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Унта нумай япала; вӑл инҫетрен пӑхать тейӗн; ыйтни, хушни, тилӗрӳ, хӗрхенӳ, юрату, суеҫӗлӗх, тунсӑх, хӑйне хисеплени, канӑҫсӑрлӑх тата уҫӑмлӑх — ҫивӗч, тӗссӗрленнӗ куҫ шӑрҫисем мӗн пур туйӑма кӑлараҫҫӗ, — вара эпӗ шикленнине туйса илтӗм.

Много всего; он смотрит как бы издалека; просьба, приказание, гнев, жалость, любовь, лукавство, грусть, самомнение, беспокойство и ясность — все чувства излучают его острые, выцветшие зрачки, — и я почувствовал страх.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Вӑл ҫеҫен хиртен тусанпа лӗпӗш пӗлӗчӗсене, чечек ҫулҫисене, чуп тӑвулла кӗске, сивӗ ҫумӑрпа инҫетри шыв сиккисен сулхӑнне, чуллӑ тӑпра вӗрилӗхне, никам тӗкӗнмен вӑрманӑн ухмаха ертекен шӑршине, паллӑ марлӑх пирки тунсӑх ҫавӑрттарса килет.

Он несет тучи степной пыли, бабочек, лепестки цветов; прохладные, краткие, как поцелуи, дожди, холод далеких водопадов, зной каменистых почв, дикие ароматы девственного леса и тоску о неведомом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Вӑл халӗ хумханать, ӑна тунсӑх пусрӗ.

Тревога и грусть овладели ею.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Ҫак самантсенче Йӑр-йӑра йывӑр тунсӑх пусать, вара вӑл хӑвӑлтан хӑвӑла нумайччен тата тӗлсӗррӗн кумса ҫӳрет.

Часто Струей овладевала тоска, тогда она бесцельно и долго путешествовала из пещеры в пещеру.

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Санпа яланах — тунсӑх та салхулӑх.

С тобой всегда грусть и тоска.

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Ҫавнашкал калаҫӑва итлемешкӗн хӑтланса пӑхӑр-ха — сире тӳрех тунсӑх пусать, эсир кӗҫех ӑмсанма пикенетӗр, хӑвӑра мӗскӗнле туятӑр: эсир икӗ чун хӑйсен шӑрши-техӗмне пӗр-пӗрин патне ҫитерме ӑнтӑлнине куратӑр.

Попробуйте такой разговор подслушать — вам будет грустно, завидно и жалко: вы увидите, как бьются две души, пытаясь звуками передать друг другу аромат свой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Сарӑ чул, сенкер мӗлке, кивӗ стенасен капӑр ҫурӑкӗсем; тӗмеске пек таҫти картишӗнче чӗлӗмне паклаттарса мӑкӑрлантаракан ҫара уран, никрес этем пысӑк кимӗ юсать; инҫетри юрӑ тата унӑн ахрӑмӗ — ҫырмара; сӑвай ҫинчи, капмар шӑналӑкпа тата капмар сунчӑкпа витнӗ пасар; хӗҫ-пӑшал йӑлтӑртатӑвӗ, капӑр кӗпе, уҫӑмсӑр тунсӑх ҫуратакан чечексемпе йывӑҫ-курӑк шӑрши-техӗмӗ, — юратупа тӗл пулусене кӑтартакан тӗлӗкре тейӗн; гавань — мӑрье тасатуҫӑ ҫамрӑк пек вараланчӑк; парӑссен тӗркемӗ, вӗсен ыйхи тата ҫунатлӑ ир, симӗс шыв, чакӑл тусем, океан инҫӗшӗ; ҫӗрле — ҫӑлтӑрсен магнитла пушарӗ, кулакан сасӑллӑ кимӗсем — акӑ Лисс.

Желтый камень, синяя тень, живописные трещины старых стен; где-нибудь на бугрообразном дворе — огромная лодка, чинимая босоногим, трубку покуривающим нелюдимом; пение вдали и его эхо в овраге; рынок на сваях, под тентами и огромными зонтиками; блеск оружия, яркое платье, аромат цветов и зелени, рождающий глухую тоску, как во сне, — о влюбленности и свиданиях; гавань — грязная, как молодой трубочист; свитки парусов, их сон и крылатое утро, зеленая вода, скалы, даль океана; ночью — магнетический пожар звезд, лодки со смеющимися голосами — вот Лисс.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Гнор, манӑн хаклӑскерӗм, манӑн ачам, — илтрӗ вӑл рехетлӗ тунсӑх ӗмӗрлӗхӗ хыҫҫӑн.

— Гнор, мой дорогой, мой мальчик, — услышал он после вечности блаженной тоски.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Куҫӗсене ҫӗклерӗ те хупах хуҫипе тарҫӑсем, кунта ларакансем пурте — пӗр сас-чӳсӗр — ӑна сӑнанине курчӗ; ӑшне каллех канӑҫсӑрлӑхпа тунсӑх пусарчӗҫ.

Подняв глаза, он с беспокойством и тоской увидел, что глаза всех посетителей, слуг и хозяина молчаливо обращены на него.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ӑна тунсӑх пусса хучӗ.

Скука томила его.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӑл кӗсменне тытсан, шлюпкине шалалла тӗртсе ярсан, тикӗс хум силленӗвӗ ҫырана хыҫала хӑварсан — пуш хирти аманнӑ ҫын пӗчченлӗхӗ евӗр тунсӑх унӑн пичӗ ҫине чирлӗ шухӑш мӗлкине ывӑтрӗ, — ҫак мӗлке хуланалла ӑнтӑлать.

Когда он взял весла, оттолкнув шлюпку, и плавная качка волны отнесла берег назад — тоска, подобная одиночеству раненого в пустыне, бросила на его лицо тень болезненной мысли, устремленной к городу.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ара, шӑлатӑн-и, ҫук-и — тухсах тӑрать вӑл, тунсӑх куҫҫулӗ, ватӑ ҫыннӑн….

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӑлаки килсе кайни, пӗр енчен, савӑнтарчӗ ӑна, каярах вара ҫавна пула тунсӑх чуна пушшех хытӑрах кишеклеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах кашни эрне, кашни кун иртнӗҫемӗн тунсӑх вӑйлӑрах та вӑйлӑрах пуса пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тинӗс ахлатӑвӗ, шӑв-шав, катмаррӑн йӑтӑна-йӑтӑна, ула-ула ҫапӑнакан шыв, тавралӑха касса вӗрекен ҫил — юххи ҫав тери вӑйлӑ пулнӑран ӑна куҫпа курма пулать тейӗн, — ҫаксем пурте Лонгренӑн ӗшенчӗк чунне вӑхӑтлӑх хупласа хураҫҫӗ, сӗвӗрӗлтереҫҫӗ, пысӑк хуйха мӑкатса ӑна пӑлханчӑк тунсӑх шайне антарса лартаҫҫӗ.

Стоны и шумы, завывающая пальба огромных взлетов воды и, казалось, видимая струя ветра, полосующего окрестность, — так силен был его ровный пробег, — давали измученной душе Лонгрена ту притупленность, оглушенность, которая, низводила горе к смутной печали.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Куҫсем ӗлӗкхи пек ялкӑшмаҫҫӗ, вӗсенче тунсӑх.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хӗрӗн куҫӗсенче тунсӑх.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Анчах тунсӑх иртсе кайсан Лида каллех аса илӳсен ытамне путать, малтанхи савнийӗпе ирттернӗ самантсене аса илет.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Питӗ тунсӑх ялта.

В деревне очень грустно.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех