Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тулчӗ (тĕпĕ: тул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав сасӑсем патне чи малтан ача-пӑчасем чупса ҫитрӗҫ, унтан ҫитӗннисем пуҫтарӑнчӗҫ, — шкул картишӗ пӗр самантрах халӑхпа тулчӗ.

Первыми на эти звуки прибежали ребятишки, затем подошли взрослые, и школьная площадка мигом заполнилась народом.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хань Лао-люн пысӑк картишне хресченсем ҫутӑличченех пухӑнма пуҫларӗҫ, ҫутӑлнӑ ҫӗре картиш ҫапса хӗснӗ пекех ҫынпа тулчӗ.

Еще до рассвета на большом дворе Хань Лао-лю начали собираться крестьяне, и когда рассвело, двор уже был битком набит народом.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӳлӗме халӑх кӗрсе тулчӗ.

Комната наполнилась народом.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Зал хулленех ачасемпе тулчӗ.

Зал постепенно наполнялся.

4. Комсомол руководителӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кимме шыв тулчӗ, вӑл путма пуҫларӗ.

Стали тонуть.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Часах Боково-Антрацитра Олега тата ытти большевиксене нимӗҫсен аллине тыта-тыта панӑ ватӑ старик-кулакӑн та шӑпи тулчӗ, ӑна персе пӑрахрӗҫ.

А вскоре получил заслуженную пулю дед-кулак, выдавший немцам Олега и других большевиков в Боково-Антраците.

Юлашки кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Каҫ пулас умӗн Краснодон хамӑр ҫарсемпе тулчӗ.

К вечеру Краснодон был заполнен нашими войсками.

Ҫитрӗҫ! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Чул чиркӳ пӗтӗмпех ишӗлсе анса пӗтӗм монастырь килкартине купаланса тулчӗ.

Весь двор был завален кирпичом.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫапла вара, Спадщан вӑрманне килсе кӗнӗ танксен иккӗшӗн те шалчи тулчӗ, вӗсен ҫыннисем те пурте чӗрӗллех ҫунса кайрӗҫ.

Экипаж обоих танков, проникших в Спадщанский лес сгорели заживо.

Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Мӗн чухлӗ хӑйӑр кӗрсе тулчӗ! — терӗм вара эпӗ.

А я сказал: — А песку сколько набралось!

Мана шыв кумӗ пырса ҫапрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ман туфли ӑшне хӑйӑр кӗрсе тулчӗ.

И мне в туфли набралось очень много песку.

Мана шыв кумӗ пырса ҫапрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унӑн шыҫмак тути хӗррине кӑпӑк тухса тулчӗ.

На его опухших губах появилась пена:

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унӑн аллисенче кашкӑр пӑвса вӗлермеллӗхех вӑй юлман, анчах ҫыннӑн пичӗ кашкӑр мӑйӗ ҫумнех ҫыпҫӑнса ларчӗ, унӑн ҫӑварӗ кашкӑр ҫӑмӗпе тулчӗ.

Его рукам не хватало силы, чтобы задушить волка, но человек прижался лицом к волчьей шее, и его рот был полон шерсти.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Пит ҫӑмартисем ҫине хӗрлӗ пӑнчӑ тухса тулчӗ.

На щеках его выступили лиловые пятна.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Каҫ пулттипе Канаш Ҫурчӗ умӗнчи пысӑк тӳреме халӑх кӗпӗрленсе тулчӗ.

К вечеру толпы народа набили огромную площадь перед домом Совета.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сасартӑк унӑн куҫӗсем патне юн пырса тулчӗ, куҫӗсем хӗрелсе кайрӗҫ, сӑмси те хӗрелсе кайрӗ, унтан пӗтӗм пит-куҫӗ пӗркеленсе кайрӗ.

Вдруг глаза его налились кровью, все лицо сморщилось.

Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Салтак хӑсса ячӗ, ӑшӑ эрехпе симӗс сухан ҫулҫин пӑчӑ шӑрши кухняна тулчӗ, чӳрече куҫӗсем ҫумне пӗрмаях темле лапчӑнса кайнӑ сӑмсаллӑ сарлака, тӗксӗм сӑн-питсем пыра-пыра ҫыпҫӑнаҫҫӗ, — питҫӑмартисем ҫумнелле тытнӑ алӑ тупанӗсем ҫав сӑн-питсене пит килӗшӳсӗр мӑн хӑлхаллӑ пек туса яраҫҫӗ.

Солдата стошнило, душный запах тёплой водки и зелёного лука наполнил кухню, к стёклам окна то и дело прилипают какие-то мутные, широкие рожи с раздавленными носами, ладони, приложенные к щекам, делают эти рожи безобразно ушастыми.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Халӑх пӗтӗмпех палуба ҫине тухса тулчӗ.

Толпа постепенно заполнила всю палубу.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Пӳлӗме ҫак шанакан чечексен тутлӑ шӑрши сисӗнмеллех тулчӗ.

Распространяющий острый аромат увядания

15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кӳме витти ҫине шултра ҫумӑр тумламӗ йывӑррӑн ӳкрӗ… унтан тепри, виҫҫӗмӗше, тӑваттӑмӗшӗ, вара пирӗн ҫире такам параппан ҫапнӑ пек кӗрлеме тытӑнчӗ, пӗтӗм тавралӑх шапӑртатса ҫӑвакан ҫумӑрӑн пӗр евӗрле шавӗпе тулчӗ.

На кожаный верх брички тяжело упала крупная капля дождя… другая, третья, четвертая, и вдруг как будто кто-то забарабанил над нами, и вся окрестность огласилась равномерным шумом падающего дождя.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех