Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнчӗ (тĕпĕ: туйӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Атте-анне чурӑс кӑмӑлне пула сивӗннӗ кил-ҫуртран аяккарах каяс, ҫӗнӗ ҫӗре хӑвӑртрах ҫитес шухӑш-туйӑмпа ҫуннӑран-ши ҫичӗ талӑк поезд ҫинче хӑлтӑртатса пыни ҫитмӗл кун пек туйӑнчӗ, — терӗ Улька.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑй кӗнӗнех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӳснӗ пек те туйӑнчӗ каччӑ, тӗрекленнӗ пек те…

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пысӑк мар килкарти тӑршшӗне ҫур сехет утнӑн туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Кӑштахран Пантее такам: «Паянхи савӑнӑҫ пӗр санӑн ҫеҫ мар, арӑмун та, ҫулталӑкри Света хӗрӳн те. Васкамалла санӑн, хӑвӑртрах киле ҫитмелле», — тесе каланӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫак асамлӑ сӑмахсем ӑна, шыва путакана ҫӑлӑнӑҫ ҫаврашки ывӑтса панӑ пекех туйӑнчӗ: вӑл «хӑйле» калаҫа пуҫларӗ, хӑй пӗлнине, хӑй курнине, хӑй тӳснине ӳкерчӗклеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Трибуна патне ҫитиччен вӑхӑт питех те вӑраххӑн шунӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Аптрашка шӑп та шай ҫавнашкал хӑвӑртлӑхпа ыткӑнса пынӑнах туйӑнчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Темиҫе кун иртсен троллейбусра пӗр ҫамрӑк пике ури ҫине пуснӑ пек туйӑнчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Иван Яковлевич килсе кӗчӗ те, пӳлӗм тулса ларнӑнах туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Алӑк уҫсанах куҫ умне ӳкерчӗкри кӑпӑк кӑларса ыткӑнакан лашасем сиксе тухрӗҫ, хӑлхара тачанка сасси, пулемет тӑкӑртатни илтӗннӗ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл хулара ирттернӗ кунсенче Юман тӗрекленнӗ, ӳснӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тин вара кӑштах алӑ ҫаврӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Астуман та, Тамар» тесе янратса ярассӑнах туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раманшӑн халӗ чӗринче ҫӗнӗрен вӑй хушӑннӑ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— «Тӗттӗм каҫ ҫухатнӑскер» тенӗ пек туйӑнчӗ те…

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫын та мар, чӗрчун та мар ӗнтӗ, — пуҫне пӑркаларӗ Раман, — чунсӑр япала ҫеҫ темелле, анчах сасӑпа макӑрса янӑ пекех туйӑнчӗ ҫак хурӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арестленӗ кинӗ хӑй ҫине ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кивӗ сарафан уртса янӑ пек туйӑнчӗ ватӑ ҫынна.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑм ҫаврӑнса пӑхрӗ — картишӗнче такам утнӑ пек туйӑнчӗ, калинкке шалтӑртатрӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыйхӑ тӗлӗшпе ӑна Ванюш ӗҫрен килсе ыталаса илнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех