Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тетчӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ карачин юратнӑ сӑмахӗ пурччӗ: «Лашана ӑна пушӑпа кӑна хӑваламаҫҫӗ, тӑванӑм, сӗлӗпе те хӑвалаҫҫӗ. Сӗлӗпе хӑваласан вӑл инҫерех те каять», — тетчӗ Булат Ширин.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чухне Сафана ӳкӗтлетчӗ-ха тата, кам та пулин айӑпа кӗрсен ӑна: ытла хытӑ чӗреллӗ ан пул, тепринче вӑл сана хирӗҫ тӑмасть тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Хӗрарӑмпа тавлашиччен ҫӑпата кантри яв», — тетчӗ пирӗн атте.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Тӑванах эпир, — тетчӗ атте те, — Атӑл урлӑ пурӑнатпӑр пулин те, питӗ ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Митри тос, эсӗ мана туван пек, — тетчӗ яланах Чӑмаппи.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вилнӗ пуп чӑваш туйне шуйттан вӑййи тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Усалтан ырӑ тухмасть, тетчӗ пирӗн асатте, — терӗ Наҫтиҫ.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӗшлӗ ҫавӑншӑн икӗ пӗренине памарӗ, тетчӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ыратнине тӳсес пулать, суккӑр пулни мар, сана хӗрхенетӗп, сывӑ куҫлӑ тӑвасчӗ, ну, ну, ан йӗр, — тетчӗ тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне калатчӗ: пӗр апатра ҫисе ярайман пӑттипе ашне пӗтӗмпех Укахха йӑтса кайрӗ, тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Таса вырма вӗрен, пӗр пучахне те ан хӑвар, йӑр-яр выртакан улӑм пӗрчисене пурне те кӗлте ҫине илсе хур, — тетчӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иван пичче те, манпа пӗрле ларнипе, вӑхӑт иртни сисӗнмест, тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эх, ташлать, хе-хе, пӑхӑр-ха! — тетчӗ Иван пичче кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Энӗш хӗрне кайсан шыва путасран хӑратӑп, — тетчӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла Наҫтиҫ, илемлӗ, аван хӗр, ирӗксӗрех хӑй юратман ҫын арӑмӗ пулса тӑнӑ, сая кайнӑ, тетчӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрт пӗчӗккех марччӗ, сакӑр аршӑнлӑ тетчӗ атте, анчах вӑл тӗттӗмччӗ, хӗлле сивӗ пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Скупент тетчӗ пулас Ҫтаппан, вӗренекен ҫынсем, тет, вӗсем, арҫынсем, хӗрсем, тет, хура халӑха пурӑнма аван пултӑр тесе ҫине тӑраҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫапла, — малалла хавхаланса калама тытӑнчӗ Улля аппа, — ҫынсем калакан кӗвӗсене калас килмест ман, хамӑн илемлӗ ҫӗнӗ кӗвӗсем шухӑшласа кӑларас килет, тетчӗ Ҫтаппан ҫамрӑкрах чух.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗчӗк чух Ҫтаппан чугун, хуран таврашне пурне те шаккаса пӑхатчӗ те, япала янӑрасан, ӑна юрлать тетчӗ, хӑй савӑнатчӗ вара.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫук-ха, кӗсле калама туя кайнӑ, — тетчӗ Улля аппа, Ҫтаппан пичче амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех