Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавралӑха (тĕпĕ: тавралӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Елчӗк муниципалитет округӗнчи территори пайӗсенче чылай предприятипе организацисенче тӑрӑшакансен, уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче пурӑнакансен пысӑк пайӗ субботниксем йӗркелесе тавралӑха тирпей-илем кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑх — хамӑршӑн // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... 88a%d0%bd/

«Прозаик ҫут ҫанталӑка юратни, ӑна сума суни кашни хайлаврах туйӑнать. Тӑван тавралӑха савса сӑнлать вӑл. Чӗлхи вара чӗрӗ, илемлӗ те сӗтеклӗ, вуланӑҫемӗн чун савӑнать», – пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.

Куҫарса пулӑш

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Каҫ сӗмлӗхӗ тавралӑха хура чӑмӑрне чӑмӑртанӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан кинемей ҫакна илтрӗ те тавралӑха пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак тавралӑха курса, Сюльдяшов чӗринче темӗнле халиччен асӑрхаман туйӑмсем тапса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел пӗлӗтсем хыҫӗнчен тухса тавралӑха ӑшӑ куллипе ӑшӑтса-савӑнтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тавралӑха сасартӑк хура пӗлӗтсем хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ тӗмӗ хушшинчен тухса окопа чӑмма ӗлкӗртӗм ҫеҫ — ман тавралӑха вут-ҫулӑм тӑкма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ку ҫутатса илнӗ тапхӑрта эпӗ те тавралӑха хытӑрах тинкерсе юлма тӑрӑшатӑп, тӑшман енне тимлӗп сӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тапхӑр-тапхӑр кӑна нимӗҫсем сывлӑшалла ракетӑсем персе яраҫҫӗ те тавралӑха ҫутатса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Фашистсен енче йӑлтӑрр! тусанах, эпӗ улӑхри курӑк ӑшне тӑсӑлса выртатӑп та ракетӑсем тавралӑха ҫутатнӑ самантра нимӗн те хускалмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тапхӑр-тапхӑр ҫӗр ҫумне выртатӑп та тавралӑха сӑнатӑп: ӑнсӑртран фашистсен разведки тӗлпе пуласран асӑрханатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Блиндажран тухрӑм та тавралӑха пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Акӑ вӗсем, ытарайми тавралӑха асар-писер шав кӳрекенскерсем пирӗн окопсем умне ӳксе, хаяррӑн шартлатса ҫурӑлчӗҫ, темӗн ҫӳллӗш хура тӗтӗмпе тусан ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫутӑ уйӑх пӗлӗт айӗнчен тухрӗ те пӗтӗм тавралӑха ҫутатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Хайхисене пухма килеймен-ха. Килсе ҫитсен, тавралӑха кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗрре кӗмех шутланӑччӗ, шӑп ҫав самантра пӗтӗм тавралӑха чӗтретсе вӑтӑр-хӗрӗх нимӗҫ самолечӗ кӗрлесе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тавралӑха сӑнаса итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Улӑх чечекӗсем те, хӗрлисем, саррисем, кӗреннисем, кӑваккисем, пур ҫӗрте те ҫурӑлса тавралӑха илем кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук тавралӑха тӑнлать, пуҫне каҫӑртса, йӗри-таврана сӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех