Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сутма (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗрех хут ку ҫырлана сутма кайса курӑнас та мар-ши?» — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Тепрехинче ҫырлине пӗр чӗрес, тепӗр витре татса килчӗ те сутма Ҫӗмӗрле пасарне кайма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Сӗт сутма пуҫлани уйӑх ытла.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Поселок халӑхӗ ыйтнипе Петр Тимофеевич кашни кунах сӗт сутма пӗр лав ярать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Кӗҫ кӗркунне пулать, Петр Тимофеевич сӗт сутма чарать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Паян акӑ унӑн ик-виҫӗ ҫамрӑкпа пӗрле Шупашкара колхозӑн пахча ҫимӗҫӗсене сутма каймалла.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Ӗнтӗ кӗлте кӳртнӗ, кӗрхи ака пӗтрӗ, лашана сутма та юрать, — терӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ой, ӑна пусмалли ҫук: куланай татӑлаймасан сутма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сӗт туса илекен кирек хӑш харпӑрлӑхҫӑ та унӑн пахалӑхӗшӗн яваплӑ, лайӑххине ҫеҫ сутма тивӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Ҫук, темӗп чул хӗссен те, Кӑларас ҫук сассӑма, Хам ывӑла сутма эп Ӑсран тухнӑ этем мар.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

— Иксӗр те ухмах сутма тухнӑ, — терӗ Яка Илле.

— Дурость свою продаете, вот что я тебе скажу.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ытти какайӗ сутма та хуҫасем валли пӗҫерме юлать.

Хорошее мясо везут на продажу и хозяевам на стол.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сутма илсе каякан выльӑха урапа хыҫне кӑкарнӑ пек кӑкарса лартнӑ.

И ведут, словно скотину, на продажу.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сутма мар, ут кӳлмелли хатӗрсене уя хӑварса ҫухатнӑшӑн Салакайӑк Янтула тӳлеттерме тытӑнсан ун айӑпне Микки йӑлтах хӑй ҫине илчӗ.

Более того, когда Яндул забыл в поле конскую сбрую и поп хотел было взыскать с него утрату, Микки взял весь грех на себя:

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйсем чӑваш иккенне палӑртас мар тесе е чӑвашсене юратманнине кӑтартса ырӑ ят илтес тесе тӑван ашшӗсене сутма хатӗр.

а пуще — как бы не признали в нем чуваша. Отца родного готовы продать, лишь бы их приняли за русских.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сутма, вӑрттӑн тыттарса яма — каллех хӑрушӑ…

А властям заложить украдкой — тоже опасно.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ҫур пусшӑнах ҫывӑхри тӑванне сутма та, вырттарса ҫаптарма та пултарнӑ.

За пол копейки он готов был заложить самого близкого родственника или выпороть его принародно.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шупашкара какай сутма тухнӑ кун Салакайӑкшӑн темрен те паха вара.

День, когда Салагаик едет на чебоксарский базар продавать мясо, для него высочайший праздник.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара тин вӗсене пусаҫҫӗ те шултра шӑртне татсан ӗнтеҫҫӗ, шакӑрах пуличчен шӑнтса, виҫ-тӑватӑ лавпа Шупашкара сутма турттарса каяҫҫӗ.

А тут уж приспела пора и резать, снимут крупную щетину, опалят, заморозят туши до звона и везут тремя-четырьмя возами на базар.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӳпҫине ӑна эпир хаклӑраха та сутма пултарӑпӑр-ха, вӑл темех мар, васкама та пушарах тухман тенӗ евӗр, вӑл майӗпен чӗлӗмне тултарчӗ те лупас айнелле утрӗ.

Неторопливо набил трубку и размеренно, говоря всем видом, что, мол, не навязываемся да и не торопимся задешево отдавать свой товар, направился в сарай.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех